
Шупашкар округӗнчи 18-ти хӗр, Шупашкарти колледжра вӗренекенскер, ашшӗн ячӗпе 850 пин тенкӗ кредит илнӗ те пӗтӗм укҫана ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Палламан ҫын хӗре кредит илнӗ хыҫҫӑн укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине вӑл кая юлса ӑнланнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта «Пехет» агромаркет ӗҫленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл «Каскад» суту-илӳ ҫуртӗнчи аялти хутра вырнаҫнӑ. Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх, агромаркета кайса ҫӳреме меллӗ мар. Халӑх питех пырса ҫӳременни, тавар туянакан сахалли пирки халӑх тетелӗнче ҫырнине те асӑрхакаланӑччӗ.
Халӑха унта илӗртес тесе пӗлтӗр кӗркунне унта районсемпе министерствӑсен кунӗсене те ирттерсе пӑхрӗҫ – хайхисен вӑхӑтӗнче юрласа-ташласа та кӑтартрӗҫ.
Агромаркетра суту-илӳ тӑвакансене хавхалантарас тесе республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви 10 миллион тенкӗ субсиди уйӑрса пама йышӑннӑ, вӑл укҫа усламҫӑсене аренда тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма кайӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫичӗ ҫулти арҫын ача амӑшӗн 53 пин тенкине ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫа амӑшӗн банк картти ҫинче пулнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ачине килте пӗччен хӑварнӑ чухне ун патне шӑнкӑравлама май килтӗр тесе телефон парса хӑварнӑ.
Ача «тӳлевсӗр роблокслӑ» пулма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ асӑрханӑ. Вӑл ҫав каҫӑпа иртсен унпа темле хӗрарӑм ҫыхӑннӑ. Хайхискер ачана телефон экранӗн сӑн ӳкерчӗкне ярса пама ыйтнӑ.
Хӗрарӑм каланине итлесе ача амӑшӗн банк приложенине кӗрсе кайса темиҫе номер ҫине укҫа куҫарса панӑ. Пурӗ 53 пин тенкӗ.

Раҫҫей тӗп банкӗ кӑҫал Чӑваш Ене халалланӑ тимӗр укҫа кӑларӗ. Вӑл 10 тенкӗлӗххи пулӗ.
Ку укҫа «Раҫҫей Федерацийӗ» серин пӗр пайӗ, «Раҫҫей регионӗсем» коллекцин тӑсӑмӗ пулӗ. Укҫа ҫине Чӑваш Ен гербне «Пурнӑҫ йывӑҫҫипе» тата виҫӗ хӗвелпе пӗрле сӑнлӗҫ. Тиражӗ пӗтӗмпе 1 миллион пулӗ.

Ӗнине таптаса кайнӑ, машина хуҫине вара куншӑн 1 миллион тенкӗ тӳлемелле. Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ Пӑрачкав округӗнчи хӗрарӑм.
Авари «Йӗпреҫ – Березовка – Кудеиха» ҫул ҫинче каҫхине пулнӑ. Ӗне «Киа» машина айне пулса вилнӗ. Машина вара самай сиенленнӗ. Экспертиза тунӑ та – тӑкак 2 млн та 867,7 пин тенкӗпе танлашнӑ. Машинӑн пасарти хакӗ – 3,7 млн тенкӗ.
Суд ҫапла йышӑну тунӑ: хӗрарӑмӑн машина хуҫине 1 млн та 33,9 пин тенкӗ тӳлемелле.

Шупашкарта 88-ти кинемей чутах ултавҫӑсене 170 пин тенкӗ парса яман. Вӑл ӑна чечек савӑчӗ ӑшне хунӑ та Хусана такси урлӑ ӑсатма тӑнӑ.
Кинемей такси чӗннӗ, водителе Хусана хутаҫсем тата чечек савӑчӗ леҫмеллине пӗлтернӗ. Шамиль Катдусов таксист ватӑ хӗрарӑм ҫухалса кайнине, хӑйне урӑхла тытнине сиснӗ. Вӑл ӑна улталама пултарнине ӑнкарса илнӗ. Вӑл сакккаса Хусана мар, полици участокне илсе ҫитернӗ. Полицейскисем чечек савӑтӗнче тӑпра ӑшӗнче 170 пин тенкӗ ытла тупнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кинемейпе тепӗр талӑкран кӑна калаҫайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑсем хушнипе алӑка уҫман.
Акӑ мӗн пулса иртнӗ: ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа диспансеризаци тухмалли пирки каласа паспорт даннӑйӗсене ыйтса илнӗ. Кайран вара ҫак даннӑйсемпе «патшалӑха хирӗҫ усӑ кураҫҫӗ» тесе хӑратма пуҫланӑ.
Шамиль Катдусов таксиста ШӖМӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Александр Темнов ватӑ хӗрарӑм пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем шар кӑтартнӑ ҫынсене пулӑшма республика хыснинчен 4,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пек документа ӗнер, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Укҫана республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине ҫынсене уйӑрса пама куҫарса панӑ.
Шар курнӑ хваттерсене кӗҫех юсаса пӗтермелле.Управляющи компанисем ҫуртсен умсене те юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.

Чӑваш Енри 6 театр ЧР Элтепер грантне тивӗҫӗҫ. Вӗсем валли пӗтӗмпе 18 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне «Песнь о Земле, что рождала Мужество...» театрализациленӗ концерт программине пурнӑҫлама 5 млн тенкӗ парӗҫ. Вырӑс патшалӑх драма театрӗ те «Маскарад» спектакле лартма ҫавӑн чухлех гранта тивӗҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Интерактивный петрушечный театр «Легенды народов России» проекта пурнӑҫлама 3 млн тенке тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ те «Звучащая древность Чувашии» концерт-спектакль лартма 3 млн тенкӗ илӗ.
Чӑваш патшалӑх сӑнав театрӗ «Что такое хорошо и что такое плохо» спектакле сцена ҫине кӑларма 1 млн тенке тивӗҫнӗ. Ҫамрӑксен театрӗ те ҫавӑн чухлех грант илӗ, унпа «Юнпа пӗвеннӗ хӗвел» спектакль лартӗҫ.

Паянтан Раҫҫей банкӗ 1 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ укҫана ҫаврӑнӑша кӑларнӑ. Кун пирки Раҫҫей Тӗп банкӗн пресс-служби пӗлтерет.
1 пин тенкӗлӗх укҫана Чулхулана тата Атӑлҫи федераци округне халалланӑ. Пичӗ ҫинче Чулхула Кремлӗнчи Николай башнине ӳкернӗ, тепӗр енче вара – Сарӑтури автомобиль кӗперне, Метеор-120Р карапа тата Хусанти ҫӗр ӗҫченӗсен керменне.
Банкнота ҫинче QR-код та пур, вӑл пулӑшнипе Раҫҫей банкӗн сайтне лекме пулать.

Пӑрачкав округӗнче аслӑ класра вӗренекен шкул ачи ултавҫӑсене 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Палламан ҫынсем ун патне темиҫе кун шӑнкӑравласа пуҫне ҫавӑрнӑ. Йӗркеллӗ ҫывӑрма та паман. Вӑл кода пӗлтернӗ хыҫҫӑн преступниксем унӑн ҫемйи ячӗпе кредитсем илсе тултарнӑ, укҫана Украинӑна куҫарнӑ тесе хӑратса пӗтернӗ
Юлашкинчен вӗсем ӑна ашшӗ ячӗпе кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн каччӑ ҫӗрле такси тытса кӳршӗ яла кайнӑ та укҫана банкомат урлӑ куҫарнӑ.
Ирхине ашшӗ ывӑлӗ ҫуккине асӑрханӑ. Ӑна шыраса тупса киле илсе килнӗ.
