
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗр билет туяннипех спектакль те пӑхма, театрпа паллаштаракан экскурсире пулса курма та май пурри пирки пӗлтерет.
«Пӗтӗм тӗнче – театр» экскурсипе пӗрле спектакль валли пӗр билет туянма пулать иккен.
«Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче сире чаршав хыҫӗнчи асамлӑ тӗнчене кӗрсе курма, бутафори, декораци, тумтир хатӗрлекен цехсенче пулма, залсене, тӗп сценӑна тӗрлӗ ҫӳллӗшрен пӑхса тӗлӗнме йыхравлатпӑр!
Экскурси хыҫҫӑн вара «Ҫимӗк каҫӗ» юрӑллӑ-ташӑллӑ камит пӑхса киленме май пур!» — хыпарланӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова юбилей каҫне ирттерӗ. Вӑл куракансене сцена ҫинчи пурнӑҫӗпе ҫывӑхрах паллаштарӗ.
Ирина Александровна 1993 ҫулта Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑнтанпа сцена ҫинче 32 ҫул рольсем калӑплать.
Юбилей каҫӗ юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗнче иртӗ. Ӑна «Театр. Пурнӑҫ. Юрату» ят панӑ.
«Ҫав каҫ юлташсемпе тӑвансене, пултарулӑхӑма кӑмӑллакансене хамӑн пурнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартӑп. «Театр» ятлӑ чарӑнура ытларах чарӑнса тӑрӑпӑр», – ҫапла пӗлтернӗ артистка.

Чӑваш артисчӗсем Йошкар-Олара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Театральные встречи на Вознесенской» фестивальне хутшӑннӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ унта «Аманнӑ шӑпа» спектакльпе хутшӑннӑ. Ҫав ӗҫе, театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, жюри пысӑка хурса хакланӑ.
Алман Арсланов сӑнарне калӑпланӑ Николай Сергеева артиста ятарлӑ наградӑпа чысланӑ, Григорий Федоров «Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире ҫӗнтернӗ, Светлана Андреева «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑрнӑ. Спектакль режиссёрне Борис Манджиева «Чи лайӑх режиссура» номинацире чысланӑ.

Чӑваш академи драма театрӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Тани Юна халалланӑ кинокаҫ иртнӗ.
Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси.
Театра пухӑннисем чӑваш кинематографине пуҫарса янин историйӗпе паллашнӑ, «Чӑвашкино» ӳкернӗ пӗрремӗш киносене пӑхнӑ.
Пухӑннисем умӗнче Алексей Киров тата Анна Мюресова тухса калаҫнӑ. «Священная роща», «Ял», «Страна Чувашская» киносене пӑхнӑ, вӗсене сӳтсе явнӑ.

Чӑваш наци вулавӑшӗ буфет уҫас кӑмӑллине пӗлтерет.
Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пӗчӗк те хӑтлӑ кафе уҫасшӑн. Ун валли арендатор шыраҫҫӗ.
Кафе 17 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнӗ.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +7(8352) 23-02-17 (хушма номер 107) телефонпа шӑнкравлама сӗнеҫҫӗ.

Чӑваш Енри маттур ачасем республика шайӗнче кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен «Асам» фестивале хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Республикӑри шкул театрӗсен конкурсӗнче ачасем сцена ҫине хӑйсем лартнӑ ӗҫсемпе тухӗҫ. Малтан вӗсене муниципалитет шайӗнче пахалӗҫ. Муниципалитет шайӗнчи конкурс юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырӗ. Унта суйласа илнисем республикӑри фестивале хутшӑнӗҫ.
Сӑмах май каласан, кӑҫалхи фестиваль теми — Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитни.
Камсем ҫӗнтернине раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче Театр ӳнерне юратакансен клубӗн пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
«Чӑннипех те уҫӑ калаҫу пулчӗ пирӗн! Хальхи чӑваш драматургийӗ тата унӑн пуласлӑхӗ, театрӑн репертуарӗнчи спектакльсем ҫинчен калаҫрӑмӑр, малашнехи аталану ҫул-йӗрӗ пирки пӗрле шухӑшларӑмӑр», — пӗлтернӗ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Чӑваш драматургийӗ тата спектакльсем пирки чуна уҫса калаҫнӑ, артистсен ҫӗнӗ ӑрӑвне епле ӳстересси пирки те сӑмах хускатнӑ.
Тӗлпулӑва Марина Карягина поэт, сценарист, драматург тата журналист ертсе пынӑ. Театр директорӗ Елена Николаева та унта хутшӑннӑ.
Ҫитес тӗлпулу чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 16 сехетре иртӗ. Унта «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» спектакле сӳтсе явӗҫ.

Чӑваш академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакль премьери пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартмаллаччӗ. Анчах премьерӑна раштав уйӑхне куҫарнӑ. Ҫавӑн сӑлтавне театр сайтӗнчи хыпарта ӑнлантарса тӑман. Премьерӑна курма раштав уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ ӗҫ режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене Григорий Петров тата Елизавета Казначеева ҫамрӑк артистсем калӑплӗҫ.

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫак кунсенче Ӗпхӳри ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсене кӑтартӗҫ. Пушкӑртстанри артистсем пирӗн патра виҫӗ кун пулӗҫ: юпа уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче.
Паян куракансене «Всем кого касается» спектакль кӑтартӗҫ, ыран — «Богатырь Степан Ромашкин» юмах, шӑматкун — «Аленький цветочек».
Юпа уйӑхӗн 16-18-мӗшӗнче Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗн спектаклӗсене Ӗпхӳри куракансем хаклама пултарӗҫ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗлтӗр чӑннипех те сумлӑ фестиваль пуҫарса ячӗ. Ӑна СССР халӑх артистне Вера Кузьминана халалланӑ. Аса илтерер: унӑн ячӗ — «Чӗкеҫ».
Асӑннӑ ятпа театрта хӑй вӑхӑтӗнче Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх ҫавӑн ятлӑ моноспектакль лартнӑччӗ. Ӑна драматург ятарласа Вера Кузьмина валли тесе ҫырнӑ.
Кӑҫал, чӳк уйӑхӗнче, Наци театрӗсен халӑхсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестиваль иккӗмӗш хут иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сцена ҫине Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗ тухӗ.
