Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.4 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спортсменсем

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри теннисист Марат Шарипов Францире иртнӗ турнирта ҫӗнтернӗ. Вӑл юлашки матчра Францири Клеман Шидеиха парӑнтарнӑ.

Марат - Шупашкартан, вӑл унта ҫуралнӑ. Вӑл 1-мӗш шкулта вӗреннӗ, теннис академийӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. 2020 ҫулта Марат тӗнчере 19 ҫул тултарман чи лайӑх спортсменсен топ-50 списокне кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16758
 

Спорт
Матч ТВ архивӗнчи сӑн
Матч ТВ архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енри спортсмен Денис Гаврилов Паралимпиадӑна хутшӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ӑмӑртусенче Чӑваш Ен тата Мускав ҫывӑхне хӳтӗлет. Паралимпиадӑна вӑл нейтраллӑ статуспа хутшӑннӑ.

Дениса пӑхӑр медаль илмешкӗн 47 ҫеккунт ҫитеймен. Вӑл куҫ курманнисен тата япӑх куракансен йышӗнче марафон чупнӑ. Ӑна 2 сехет те 25 минут та 22 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Денис дистанци тӑршшӗпех испан спортсменӗ хыҫҫӑн пынӑ. Анчах лешӗ финиша ҫитиччен мала кайнӑ. Денисӑн ӑна хӑваласа ҫитме вӑй ҫитмен. Ҫапла вӑл финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ.

 

cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ыран Шупашкара паллӑ спортсменка Ирина Слуцкая килӗ. Вӑл «Ҫурҫӗр утти – ҫӗнӗ пурнӑҫ йӑли» Пӗтӗм Раҫҫейри проекта ертсе пырать. Ӑна РФ Спорт министерстви пулӑшнипе «Спорт – пурнӑҫ норми» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Ыран Шупашкарти Юрӑ уйӗнче Ҫурҫӗр уттин фестивалӗ иртӗ. Ӑна Ирина Слуцкая тата ЧР Элтеперӗ Олег Николаев уҫӗҫ. Ҫавӑнтах ҫак мелпе утассине ӑсталӑх класӗсенче вӗрентӗҫ. Опытлисем вара тупӑшӗҫ: 2 ҫухрӑма парӑнтарӗҫ.

 

Спорт
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн

Чӑваш Енри спорт ветеранӗсем пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Вӗсем дзюдо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен икӗ медальпе таврӑннӑ.

Ӑмӑрту Тюмень хулинче иртнӗ. Унта 300 ытла дзюдоист хутшӑннӑ. Рустам Шогенов Чӑваш Ен чысне хӳтӗлесе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн тепӗр ентеш Андрей Сушков пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер Шупашкарти кӳлмекре DАЙ ХАРD ҫурма марафон пулнӑ. Шел те, унтан инкек сиксе тухнӑ. 35 ҫулти фитнес-тренер Антон Краснов вилнӗ.

Спортсменсем 5, 10 тата 21,1 ҫухрӑма чупнӑ. Антон Краснов 21,1 ҫухрӑма малтисен йышӗнче парӑнтарнӑ. Анчах финиша ҫитсен ӳксе тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна реанимаци тума хӑтланнӑ. Анчах май килмен, Антонӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Сӑмах май, вӑл фитнес-клубра тренерта ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ тата пӗчӗк хӗрӗ тӑлӑха юлнӑ.

Антон Красновпа ыран Введени соборӗнче 11 сехет ҫурӑра сывпуллашӗҫ.

 

Спорт

Чӑваш Енре спортсмен Денис Гаврилов Парижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ унта нейтраллӑ статуспа тупӑшӗ.

Денис куҫ курманнисен йышӗнче марафон чупӗ. Вӑл ӑмӑртусенче Чӑваш Ен тата Мускав облаҫӗн чысӗсене хӳтӗлет. Хӑй Чулхула облаҫӗнчи Арзамас хулинче ҫуралнӑ, ӑсталӑхне Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗнче туптать. Раҫҫейӗн Паралип пӗрлештернӗ командине вӑл – 2018 ҫултанпа.

 

Спорт
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче фристайл-парк уҫӑлнӑ. Унта аэроминтер тата кантра ҫулӗ уҫӑлнӑ.

Ку проекта спонсорсем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.

Асӑннӑ паркра спортсменсем фристайл енӗпе ӑмӑртайӗҫ.

Фристайл-паркри аэроминтер калӑпӑшӗ — 55х25 метр. Унта спортсменсем дисциплинах «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинӑсенче хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ.

 

Спорт

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗреннӗ спортсмен Даурен Куруглиев Парижра иртекен Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл университетран 2016 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Пӗлтӗртенпе Даурен ӑмӑртусенче Греци чысне хӳтӗлет. Ҫурлан 9-мӗшӗнче вӑл Сан-Маринӑри спортсменпа кӗрешсе ӑна ҫӗнтернӗ.

Даурен Дербентра ҫуралнӑ. Национальноҫпе вӑл — лезгин. Ашшӗ амӑшӗпе чылай вӑхӑт Казахстанра пурӑннӑ.

 

Хулара

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ мероприяти иртӗ: ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ. Кӑҫал ӑна паллӑ ММА кӗрешӳҫи Джефф Монсон ирттерӗ.

Зарядка Хӗрлӗ тӳремре 11 сехетре пуҫланӗ. Спортсмен ятарлӑ тренировка ирттерӗ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать.

Джефф Монсон унччен Америка спортсменӗ пулнӑ, халӗ - Раҫҫейӗн. Вӑл пирӗн ҫӗршыва 2013 ҫулта куҫса килнӗ, 2018 ҫулта Раҫҫей гражданствине илнӗ, 2023 ҫулта АПШ гражданинӗ пулма пӑрахнӑ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мария Мамаева куҫ курманнисен хушшинче иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ылтӑн медаль илнӗшӗн премие тивӗҫнӗ. Ӑна республика хыснинчен парӗҫ, хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Премие спортсменкӑна пӗр хутчен парӗҫ. Вӑл 12 пин тенкӗпе танлашать.

Аса илтерер: чемпионат ака уйӑхӗн 6-11-мӗшӗсенче Калугӑра иртнӗ. 17 ҫулти Мария Мамаева унта ылтӑн медальсӗр пуҫне кӗмӗл тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара вӑл Раҫҫей Кубокӗнче ишессинче ӑмӑртса икӗ ылтӑн, икӗ кӗмӗл тата пӗр пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ