
Чӑваш Енри триатлон тренерӗ Даниил Капитонов велосипедпа Шупашкар хулинчен Санкт-Петербурга 6 кунран ҫитнӗ.
Вӑл 10 регион урлӑ каҫса 1 пине яхӑн ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ. Вӑл кутамкки ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫула палаткӑсӑрах тухнӑ. Спортсмен хӑш-пӗр вырӑнта электричкӑпа, автобуспа кайнӑ. Хӑна ҫурчӗсенче ҫӗр каҫнӑ, пӗр кун мӑнастирте вырӑн тупнӑ. Ытларах чухне вӑл ҫул хӗрринчи кафесенче апатланнӑ. Хӑйӗнпе ҫумӑн пӗчӗк кӑна газпа пӗҫермелли хатӗр пулнӑ – унпа та апат пӗҫернӗ.
Спортсмен хӑй каланӑ тӑрӑх, ку уншӑн хӑйне тӗрӗслени пулнӑ, мӗншӗн тесен Даниил Капитонов ҫитес ҫул «Санкт-Петербург – Пекин» велоэкспедицие кайма палӑртнӑ.

Икӗ алӑсӑр ҫуралнӑ пулсан та шывра ишсе тӗнче шайӗнчи спортра ҫитӗнӳ тӑвакан Кирилл Александров каллех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ!
Турцири Коджаэли хулинче авӑн уйӑхӗн 7-13-мӗшӗсенче Европа чемпионачӗ иртет. Раҫҫей команди унта наци ялавӗпе тата гимнӗпе хутшӑнать.
Пирӗн ентеш, Шупашкар хулинче пурӑнакан Кирилл Александров, паралимп ишевӗнче эстафетӑра Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командипе пӗрле ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Командӑра Кирилсӑр пуҫне Роман Жданов, Милана Щелокова тата Мира Ларионова пулнӑ.
Палӑртса хӑварар: Кирилл Александров — Раҫҫей спорт мастерӗ. Вӑл ыран, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, татах финиша тухӗ. Хальхинче 100 метра браспа ишсе ӑмӑртӗ.
Мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр!

Кӑҫалтан ӑмӑртусенче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Камилла Нелюбова Японин тӗп хулинче Токиора иртнӗ Kinoshita Group Cup турнирта пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӳрех палӑртса хӑварар: 18 ҫулти Камиллӑшӑн ку тӗнче шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту пулнӑ.
Ҫамрӑк спортсменка кӗске программӑра 76,08 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унран Японири спортсменкӑсем кӑна иртсе кайнӑ. Икӗ кунри кӑтартӑва илес тӗк, Камилла пиллӗкмӗш вырӑна лекнӗ.
Раҫҫей спортсменӗсен хушшинче чи лайӑххисем Александра Игнатова (иккӗмӗш вырӑн), Анна Фролова (виҫҫӗмӗш вырӑн) пулнӑ.
Камилла Краснодар крайӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Унччен вӑл Олимп чемпионӗ Евгений Плющенко патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, халӗ – Аделина Сотникова патӗнче.

Спортра – тепӗр ҫитӗнӳ! Пирӗн спортсменсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ. Хальхинче – армрестлерсем.
Нумаях пулмасть Пенза хулинче «Атӑлҫи кубокӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта 30 команда тупӑшнӑ. Чӑваш Енӗн армрестлинг енӗпе пӗрлештернӗ команди вӗсен хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентешсем пӗтӗмпе 12 медаль ҫӗнсе илнӗ.
Харпӑр зачетсенче ултӑ спортсмен ҫӗнтернӗ. Тепӗр улттӑшӗ кӗмӗл тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.
16 ҫулти Егор Розоренова уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл – Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк спортсмен команда пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ кӑна мар, Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне те пурнӑҫланӑ. Кун пек ӳсӗмри спортсменшӑн ку – вӑйлӑ ҫитӗнӳ!

Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче Петрозаводск хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва ҫӗршыври 26 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта 11 ҫӑмал атлет кайнӑ.
Сергей Кузнецов тата Андрей Львов виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ: вӑрӑм дистанцире – ылтӑн, икӗ дистанцире – кӗмӗл, кӗске дистанцире – пӑхӑр. Кунсӑр пуҫне вӗсем Илья Ивановпа тата Константин Семеновпа пӗрле дистанцие парӑнтарса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пӗтӗмӗшле зачетра Чӑваш Енен пӗрлештернӗ команди 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ

Шупашкар хулинче пурӑнакан Светлана Тетмукова – чан-чӑн хӑюллӑ паттӑр! Вӑл «За горизонт» марафона хутшӑннӑ, Иртыш юханшывӗнче 48 сехет ишнӗ.
Унпа пӗрле марафона Мускаври Роман Бажок, Екатеринбургри Анастасия Колпакова тата Санкт-Петербургри Дмитрий Егоров хутшӑннӑ. Вӗсем кашни сехетре пӗр-пӗрне улӑштарнӑ: кимме перӗнмен, ҫӗр ҫине тухса канман. Ҫавӑн пек эстафета вӑл: пӗр ҫеккунтлӑха та чарӑнмалла мар.
Шыв температури кӑнтӑрла аванах пулнӑ: 20 градус ӑшӑ. Анчах ҫӗрле сивӗннӗ: 12 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Юхан шыв ҫийӗн вара ҫӑра тӗтра карса илнӗ. Ҫавна май GPS-па кӑна навигаци пулнӑ. Анчах спортсменсем ҫулран аташса кайман – малалла ишнӗ. Пӗр канмасӑр, ҫывӑрмасӑр... Ҫапла спортсменсем 260 ҫухрӑм ишнӗ.
Пирӗн ентеш тата унӑн команди пурнӑҫра йӑлтах тума пултарнине тепӗр хутчен ӗнентернӗ.

Пирӗн ентеш, йывӑр атлетка, Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиадинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Алана Скрипко 77 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе – 94 килограмм, тӗксе 125 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмӗшле 219 килограмм пухнӑ та ҫӗршыври чи вӑйлӑ йывӑр атлетсемпе пӗрле пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ку медаль Чӑваш Республикишӗн ҫӗршывра иртнӗ ӑмӑртусенчи черетлӗ ҫитӗнӳ пулса тӑнӑ.
Палӑртса хӑварар: Алана Скрипко Шупашкар хулинчи В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиади Свердловск облаҫӗнчи Тури Пышма хулинче иртнӗ.

Спорт тытӑмӗнче каллех ырӑ хыпар пур: пирӗн ентеш Кристина Тимофеева Йошкар-Ола хулинче иртнӗ ҫурма марафонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Кристина – 22 ҫулта. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йошкар-Олара 42-мӗш Йошкар-Ола ҫурма марафонӗ иртнӗ. 21,1 ҫухрӑма Хусанти 33 ҫулти Марсель Ибрагимов тата пирӗн республикӑри Кристина Тимофеева пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Пирӗн ентеш ҫак дистанцие 1 сехет те 16 минут та 27 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: Кристина Олимп резервӗсене 3-мӗш спорт шкулӗнче Валерий Григорьев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл Йошкар-Ола марафонӗнче иккӗмӗш хут чупнӑ. Пӗрремӗш хутчен унта 2023 ҫулта кайнӑ.
Кристина хӑйне ҫурма марафонра тахҫанах тӗрӗслеме ӗмӗтленнӗ-мӗн. Финиша ҫитсен вӑл хӑйне чиперех туйнине палӑртнӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан спортсмен Кирилл Александров Раҫҫей президентӗнчен Владимир Путинран парнене тивӗҫнӗ. Кирилл икӗ алӑсӑр ҫуралнӑ, анчах ку ӑна спортпа туслашма чӑрмантарман. Вӑл халӗ – ишес енӗпе спортсмен, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Нумаях пулмасть Кирилл Японири ӑмӑртусенче икӗ ылтӑн медаль илнӗ, Раҫҫей чемпионатӗнче спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Халӗ вӑл 2028 ҫулта иртекен Паралимп вӑййисене хутшӑнма хатӗрленет.
Кирила тренировкӑсем ирттерме профессионал экипировка кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл президент патне ҫыру янӑ. Акӑ ӑна Владимир Путин гидрошорты, куҫлӑх тата плавки парнеленӗ. Вӗсене спортсмена ЧР премьер-министрӗ Владимир Степанов панӑ. Вӑл Кирилпа тата унӑн амӑшӗпе тӗл пулнӑ.

ШӖМ ветеранӗ, 77 ҫулти Виктор Семенов, ҫӑмӑл атлетикӑпа иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен икӗ ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Челепи хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Чӑваш Ен чысне спорт ветеранӗсем хӳтӗленӗ: Валентин Харитонов, Людмила Михуткина, Лев Петров, Василий Шоркин, Виктор Семенов, Сергей Мурашов тата Алевтина Судеркина. Виктор Семенов 3000 тата 5000 метра чупса финиша чи малтан ҫитнӗ.
Командӑри ытти спортсмен та кӑтартусемпе палӑрнӑ, медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул чӳк уйӑхӗнче Виктор Семенов Тунисра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫӑ Африка чемпионатӗнче икӗ хутчен чемпион пулса тӑнӑ.
