
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.
Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, унта тӗрлӗ ӳсӗмри куракансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Театра юратакансен клубне пухӑннисем «Нарспи» спектакле чылайччен хӗрӳн сӳтсе явнӑ.
«Пирӗн калаҫӑва Антонина Казеевӑпа (Нарспи) Евгений Урдюков (Сетнер) артистсем те хутшӑнчӗҫ. Ҫамрӑк ӑрупа аслӑ ӑру ҫак трагедие, унти сӑнарсене кӑшт уйрӑмрах ӑнланаҫҫӗ пулин те, хальхилле лартнӑ хайлав пурне те пӑлхантарни палӑрчӗ. Хӑшӗсем ӑна 2-3 хут та курса ӗлкӗрнӗ иккен, тата та килес кӑмӑллӑ», — тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнче Марина Карягина.

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисткин Любовь Федоровӑн юбилей каҫӗ иртнӗ.
Ҫав кунах сцена ҫинче премьера пулнӑ: Николай Сидоров пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Шӑпчӑк юрлать Питравччен» спектакль куракансем патне ҫитнӗ. Унта Любовь Федорова тӗп роле – Маттиҫе – вылянӑ. Матиҫ – кулӑшла сӑнар, тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулать, анчах вӗсене парӑнтарать.
Артисткӑна саламлама тусӗсем тата ӗҫтешӗсем килнӗ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богусловский ведомство ячӗпе салам илсе ҫитернӗ, Любовь Федоровӑна «Искусствӑра ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» кӑкӑр паллине ҫакса янӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускава гастрольпе тухса кайма хатӗрленет. Паян-ыранах мар-ха. Ҫывӑх вӑхӑтра. Тата тӗрӗсрех каласан, ака уйӑхӗнче.
Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансемпе асӑннӑ хула хӑнисем чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне хаклама пултарӗҫ. Театр гастрольпе Мускавра ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ. Чӑваш артисчӗсем Никита Михалковӑн «Мастерская 12» театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. Унта Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх лартнӑ «Нарспи» спектакль кӑтартӗҫ.
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе хӑйне евӗр юрри-ташши, илемлӗ туйӗ, Нарспипе Сетнерӗн синкерлӗ юратӑвӗ кашни кураканӑн чун-чӗрине хумхантарасса шанаҫҫӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче нумаях пулмасть «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» пьесӑна вулама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ спектакле Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин гранчӗпе лартма палӑртнӑ. «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» спектакль – пурнӑҫ пӗлтерӗшне уҫса паракан, чыспа тивӗҫ, туслӑхпа юрату хӑвачӗ ҫинчен каласа кӑтартакан психологиллӗ драма.
Ӑна Раҫҫей Геройне, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тускелте ҫуралса ӳснӗ Николай Петров аслӑ лейтенанта халалланӑ. Ҫамрӑк командир ҫӗнтерӗве ҫирӗп шанса тӑрать, салтаксене те ҫавна ӗненме хистет, Раҫҫей арӗн ҫынлӑхне уҫса парать, тӗрӗслӗхне кӑтартать, тӗрлӗ халӑх ҫынни пӗртӑванла кар тӑни пысӑк вӑй пулнине ӗнентерет.
Спектакль сцена ҫине хӑсан тухассине хальлӗхе пӗлтермен-ха.

Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вырӑс драма театрӗнче вырӑс классикӗн Федор Достоевскин «Идиот» романӗ тӑрӑх спектакль кӑтартнӑ. Спектакле Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ашот Восканян лартнӑ. Вӑл хӑйех – инсценировка авторӗ. Спектакль художникӗ – чӑваш халӑх художникӗ Владимир Шведов.
Мышкин кнеҫ сӑнарне Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев калӑпланӑ, Настасья Филипповна ролӗнче – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Юлия Дедина, Парфен Рогожин ролӗнче – Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Куклин, Аглая Епанчина ролӗнче – Оксана Ананьева.
Вырӑс драма театрӗнче Федор Достоевский хайлавӗсемпе унччен те спектакльсем лартнӑ, куракансем вӗсене яланах курма йышлӑн ҫӳреҫҫӗ, ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ.

Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче «Тӗтрери чӗрӗп» юмахӑн премьери иртрӗ. Ӑна Сергей Козлов кӗнеки тӑрӑх Байрас Ибрагимов режиссёр лартнӑ. Спектакль умӗн театр директорӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наталья Ахмед кӑҫал вуннӑ пинмӗш билет туяннӑ куракансене саламларӗ. Вӗсене «Тӗтрери чӗрӗп» юмах валли ятарласа хатӗрленӗ парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ.
Спектакль куракансене асамлӑ та философиллӗ юмах тӗнчине кӑтартса пачӗ. Вӑрман тӗлӗнмелле тӗнче пулса тӑчӗ. Видеоэффектсем, капӑр тумтирсемпе декорацисем, актерсен ӑста вӑййи «тӗтрен» асамлӑхне питӗ лайӑх кӑтартса пачӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе пӗрле Чӗрӗпӗн ҫулҫӳревне чунтан-чӗререн киленсе пӑхса ларчӗҫ. Чӗрӗп сӑнарне Елизавета Лаврова ҫамрӑк артистка калӑпларӗ.
Спектакль хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ. Спектакль вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. Ку постановка пӗчӗк ачасем валли те, аслӑраххисем валли те юрӑхлӑ пулнине палӑртрӗҫ.
Ҫамрӑксем билетсене «Ҫемье» нацпроектӑн пайӗ пулса тӑнӑ Пушкин карттипе туянма пултараҫҫӗ.

Пушӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче РФ халӑх артисткин Любовь Федоровӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
Любовь Владимировна театрта 1972 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта Ленинградри А.Н.Островский ячӗллӗ театр тата кинематографи патшалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ.
Юбилей каҫӗнче Любовь Федорова «Шӑпчӑк юрлать Питравччен» спектакль премьеринче Матиҫ рольне вылӗ. Ку истори – пурнӑҫ тӗрӗслевӗпе – пуянлӑхпа – тӗл пулнӑ ахаль ҫынсем пирки.

Фёдор Достоевскин «Идиот» романне вуламан ҫын ҫуках ӗнтӗ. Ӑна темиҫе хутчен те вулас килет, вӑл нихӑҫан та йӑлӑхтармасть.
Нарӑс уйӑхӗн 27 тата 28-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрӗнче «Идиот» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, театрӑн тӗп режиссёрӗ Ашот Восканян лартнӑ. Художникӗ – чӑваш халӑх художникӗ, театрӑн тӗп художникӗ Владимир Шведов. Мышкин кнеҫ ролӗнче – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ачасене Ҫӑварни уявлама чӗнет. Аса илтеретпӗр: кӑҫал Ҫӑварни эрни нарӑсӑн 16-22-мӗшӗсенче иртӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче театрта Ҫӑварни уявне халалланӑ программа пулӗ. Унпа килӗшӳллӗн шӑпӑрлансем «Умка», «Снегурочка», «Проделки козы-дерезы» постановкӑсене курма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех ачасем патне хӑнана Ҫӑварни сӑнарӗ килӗ, театрализациленӗ представлени те пулӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫине «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль тухӗ. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «спектакль Чӗкеҫ сӑнарӗ урлӑ вӑрҫӑ нушине тӳссе ирттернӗ ӑрӑвӑн синкерлӗ шӑпи ҫинчен каласа парать. Мӑшӑрӗпе виҫӗ ывӑлне вӑрҫӑран кӗтсе илеймен хӗрарӑм хирте Ҫӗр-аннепе калаҫса чунне уҫать…
Ун сассинче – мӗнпур амӑшӗн чун ыратӑвӗ, ҫирӗплӗхпе аптраманлӑх, вилӗме ҫӗнтерсе йӑл илекен пурнӑҫ».
