Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.
Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, унта тӗрлӗ ӳсӗмри куракансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Театра юратакансен клубне пухӑннисем «Нарспи» спектакле чылайччен хӗрӳн сӳтсе явнӑ.
«Пирӗн калаҫӑва Антонина Казеевӑпа (Нарспи) Евгений Урдюков (Сетнер) артистсем те хутшӑнчӗҫ. Ҫамрӑк ӑрупа аслӑ ӑру ҫак трагедие, унти сӑнарсене кӑшт уйрӑмрах ӑнланаҫҫӗ пулин те, хальхилле лартнӑ хайлав пурне те пӑлхантарни палӑрчӗ. Хӑшӗсем ӑна 2-3 хут та курса ӗлкӗрнӗ иккен, тата та килес кӑмӑллӑ», — тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнче Марина Карягина.
Agabazar // 3026.24.3570
2026.03.20 20:08 | |
Çÿтсе çеç явни, «хакласси» еннелле пăрăнманни, питĕ хытă савăнтарать. | |
Петр Петрович // 5309.4.4757
2026.03.21 08:04 | |
Пӗтӗмлетӗвӗ мӗнлерех-ши? Яланхиллех, "питӗ чаплӑ " пуль? Пирӗн япӗх пулма пултараймасть вӗт!ӗ | |
Agabazar // 7827.686
2026.03.21 18:29 | |
Хакласси — экспертсен ĕçĕ. | |
