Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Ҫутҫанталӑк

Юпа уйӑхӗ типӗ е ҫумӑрлӑ килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче те нӳрӗк нормӑран сахалрах пулӗ. Сывлӑш температурине илес тӗк, вӑл нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ, вӑтамран 5 градус ӑшӑ тӑрӗ.

Уйӑхӑн малти 5 кунӗнче ӑшӑ тӑрӗ. Унтан тӑрук сивӗтӗ, ҫӗрлесерен «минус» пулӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ.

Ака уйӑхӗнчи ҫанталӑка илес тӗк, юпа уйӑхӗ ӑшӑ та типӗ тӑмалла. Пӗрремӗш декадӑра сывлӑш 23 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫумӑр юпан 26-мӗшӗнче кӑна ҫумалла. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗр кӑштах юрпа витӗнме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑннипех те ҫуллахи ҫанталӑк тӑрать. Ӗнер-паян кӑна уҫӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та ҫаплах пулӗ. Кайран, эрне варринче, каллех 20-25 градус таран ӑшӑтӗ.

Канмалли кунсенче 23-28 градус таранах ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен 13-15 градус пулӗ. Ку ҫанталӑк утӑ уйӑхӗнчипе таншлашать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӑшӑ пирӗн патран кайӗ, Арктика енчен сивӗ сывлӑш килӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал авӑн уйӑхӗ питӗ ӑшӑ тӑрать. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кун пекки 2015 ҫултанпа пулман.

Шӑматкун 18-23 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑшт сивӗтӗ – 16-21 градус тӑрӗ. Тунтикун каллех ӑшӑтать. Ытларикун каллех сивӗтсе илӗ – 14-16 градус пулӗ.

Юнкунранпа каллех «карчӑк ӑшши» хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 25-27 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫил кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ. Вӑл темиҫе кунран лӑпланӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк авӑн вӗҫлениччен тӑма пултарӗ. Шупашкарта температура рекорчӗсем те пулӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк ӑмӑр, уҫӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыранах республикӑра уяртать, сывлӑш 20 градус таран ӑшӑнать.

Вырсарникун кунӗпех уяр пулӗ, термометр 18-23 градус кӑтартӗ. Ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил кӑна кӑштах уҫӑрах пек туйӑнӗ. Тунтикун вӑл лӑпланӗ, анчах тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ.

Ытларикун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче уяртӗ, кӑнтӑрла 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 10-12 градус.

Ҫитес эрнере канмали кунсем тӗлне каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Унтан каллех ӑшӑтӗ, анчах авӑнӑн юлашки декадинче каллех сивӗтӗ, тӑм ӳкме пултарӗ. Анчах ку – малтанлӑха палӑртнӑ прогноз кӑна.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫулла типӗ килчӗ. Кун пекки 2010 ҫултанпа пулман. Кӗркуннерен вара мӗн кӗтмелле?

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне ытти чухнехинчен ӑшӑрах килме пултарать. Ҫумӑр вара нормӑпа килӗшӳллӗн ҫӑвӗ.

Ҫитес виҫӗ кунра ҫумӑрлӑ сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Вырсарникун вара каллех ӑшӑтать. Ҫитес эрнере 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Авӑн уйӑхӗ ҫакнашкал пулас шанчӑк пур. Кун пекки – питӗ сайра тӗл пулакан пулӑм.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш юр юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫумӗ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен юр хулӑнӑшӗ 12-13 сантиметра ҫитме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫуллахи пекех ӑшӑ. Ытларикунпа юнкун вара кӑшт сивӗтӗ. Юнкун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ те сивӗтӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑнтӑрла 11-13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара – 7-9 градус. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен кастарса вӗрнипе тата сивӗрех пек туйӑнӗ.

Икӗ кунра ҫумӑр самай ҫӑвӗ. Апла, кӑмпа сезонӗ пуҫланӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумӗ, сывлӑш температури 18-20 градус таран ӑшӑнӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫуллахи ӑшӑ таврӑнӗ, 22-27 градус ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫуллахи пек ӑшӑ кунсем пулӗҫ-ха. Малтанхи икӗ декадӑра сывлӑш темератури ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ. Уйӑх тӑршшӗпех 15-20 градус пулас шанчӑк та пур. Ҫӗрлесрен те шӑнтмӗ.

Авӑн уйӑхӗн 6-12-мӗшӗсенче, 23-30-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарать. Уйӑх пуҫламӑшӗнче вара чӑн-чӑн ҫулла хуҫаланӗ: 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Уйӑх варринче вара «карчӑк ӑшши» те килмелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк самаях сивӗ. Ирхине 7 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Анчах синоптиксем пире савӑнтараҫҫӗ: кӗҫех ӑшӑтӗ.

Паян ҫӗрле 4-9 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ыран кӑнтӑрла вара хӗвел тухӗ, ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш 16-21 градус таран ӑшӑнӗ.

Эрне варринче 18-23 градус ӑшӑ пулӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче уяр пулӗ, термометр 23-25 градус таран кӑтартӗ. Канмалли кунсенче вара 28 градус таранах ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен те 13-14 градус пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Халӗ урамра кӗркуннехи пекех сивӗ. Синоптиксем вара пире савӑнтараҫҫӗ. Кӗр пуҫламӑшӗнче республикӑра ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Канмалли кунсенче циклон килӗ, вырсарникун ҫумӑр ҫӑвӗ, 12-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ. Шӑматкун 13-19 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ.

Ытларикунран ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫурлан 31-мӗшӗнче – 25 градус таран. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче тата ӑшӑрах – 24-29 градус.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк авӑнӑн пӗрремӗш декади тӑршшӗпех тӑма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере кӗр ҫывхарни сисӗнет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне пуҫламӑшӗнче 22 градус ӑшӑ тӑрӗ.

Юнкунран пуҫласа кӑнтӑрласерен 14-19 градус кӑна пулӗ, ҫӗрлесерен вара – 8 градус. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, канмалли кунсенче вӑйланӗ.

Шӑматкун каҫхине вӑйлах сивӗ пулӗ – пӗлӗтсен шайӗнче 0 градус кӑна тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла вӗҫӗнче-авӑн пуҫламӑшӗнче 25 градус таран е ытларах ӑшӑтӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, [33], 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, ... 62
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть