Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Синоптиксем ыран асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Уйрӑмах - ҫула тухакансене. Ыран кӑнтӑрла республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланса ҫеккунтра 15-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫул ҫинче 500 метр аякри курӑнмӗ. Ҫил-тӑман ҫӗрле те чарӑнмӗ. Ҫавна май хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулӗ.

Ҫанталӑк япӑхланнӑ май электропралуксем татӑлас, ҫул ҫинче авари пулас, хавшак конструкцисем персе анас хӑрушлӑх пулӗ.

«Асӑрханаллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.

 

Ҫутҫанталӑк

Нарӑс уйӑхӗ юр ҫунинчен пуҫланчӗ. Ырантан кӑшт сивӗтме тытӑнӗ. Шӑматкун юр вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ, 8-13 градус таран сивӗтӗ. Вырсарникун каллех юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ, ҫил вӑйланӗ. Тунтикун каллех 0 градус таран ӑшӑтӗ.

Ытларикун юр нумай ҫӑвӗ. Эрне варринче 8-13 градус таран сивӗтӗ. Юнкун юр пулмӗ, кӗҫнерникун каллех ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ.

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, 7 кунра Шупашкарта нарӑс уйӑхӗнчи нормӑн ҫурри таран юр ҫӑвӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, иккӗмӗш декадӑра 5-10 градус сивӗ пулмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗ ӑшӑ пулмалла. Вӑтам сывлӑш температури 7-9 градус сивӗпе танлашӗ.

Нарӑсра нӳрӗк нумай пулӗ. Халӗ юр хулӑнӑшӗ 52 сантиметр пулсан уйӑх вӗҫне 70-е ҫитмелле. Уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурри кӑна сивӗ пулӗ. Унтан ӑшӑтӗ. Ытларах йӗпе юр, хӑш чухне ҫумӑрпа хутӑш та, ҫӑвӗ.

Уйӑх варринче пирӗн республикӑна ӑшӑ ҫитмелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки вӑхӑтра юр нумай ҫурӗ. Халӗ ҫанталӑк кӑшт тӑхтав илнӗ – кӑштах сивӗтнӗ, ҫил лӑпланнӑ.

Канмалли кунсенче кӑштах юр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӑнтӑрла 1-6 градус сивӗ тӑрӗ. Тунтикун хӗвел тухӗ. Ытларикун ҫил вӑйланӗ, термометр 0 градус кӑтартӗ, юр ҫума тытӑнӗ. Ҫитес эрнере хӑш-пӗр кунра йӗпе юр ҫӑвӗ.

Нарӑсӑн пӗрремӗш шӑматкунӗ те юрлӑ пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе циклон та пулӗ, ҫавӑнпа юрпа кӗрешме хатӗрленмелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Паянхи кун тӗлне Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 50 сантиметра ҫитнӗ. Кунашкалли юлашки хутчен 2010 ҫулта пулнӑ. Ҫил-тӑман кӑшт канма май парӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрассине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 15-20 градус сивӗ пулӗ.

Кӑрлачӑн 24-15-мӗшӗсенче ҫил вӑйланӗ, юнкун ҫил-тӑман тухӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ, эрне вӗҫӗчченех ҫапла пулӗ. Термометр 3-8 градус сивӗ кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑштах сивӗ, лӑпкӑ ҫиллӗ ҫанталӑк кӑрлач вӗҫӗччен тӑрӗ. Нарӑс пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк самаях сивӗтмелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян хитре те уяр ҫанталӑк тӑрать. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн пата циклон ҫывхарать. Кӗҫӗр каллех ҫил-тӑман вӑйлӑ вӗҫтерӗ.

Ҫил-тӑман Шупашкарта ҫурҫӗр иртни 2 сехетре тухӗ. Ыранта чарӑнмӗ. Ирхине, кӑнтӑрлаччен, ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18-23 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫӗрле 10-15 градус сивӗ тӑрӗ, ыран вара термометр 0 градус кӑтартӗ.

Эрнекун каҫхине ҫил-тӑман лӑпланӗ. Шӑматкун каллех юр ҫӑвӗ. Ҫил лӑпланӗ, 1-3 градус кӑна сивӗ пулӗ. Шӑматкун ҫӗрле юр ҫума чарӑнӗ. Тунтикун валли юр хулӑнӑшӗ ҫур метра ҫитме пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян каҫ енне 10 градус кӑна сивӗ пулӗ. Кунашкалли кӑрлачӑн 10-мӗшӗнченпе пулман.

Ытларикун та ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, юнкун ҫӗрле – пушшех те. Ҫавӑн чухнех юр вӑйлах ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Юнкун та юр ҫӑвӗ, анчах вӑйлах мар. Икӗ талӑкра Шупашкарта 10-15 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать.

Кӗҫнерникун уяртӗ, 13-18 градус таран сивӗтӗ. Эрнекун каллех ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланӗ. Термометр 0 градус кӑтартӗ.

Кӑшарни каҫӗнче те ӑшӑ пулӗ. Анчах вырсарникун тӑрук сивӗтӗ, термометр 20 градус сивӗ кӑтартӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ уяр ҫанталӑк нумайлӑха тӑсӑлмӗ, кӑрлачӑн 24-28-мӗшӗсенче хӗллехи ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, юр ҫукалӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗ ҫакӑн пек сивӗ ҫанталӑкран пуҫланни 37 ҫул пулман. Хӑҫан ӑшӑтӗ?

Паян-ыран кӑштах юр ҫӑвӗ. Вырсарникун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра шартлама сивӗ пулмӗ. Анчах ҫил вӑйлӑ пулнӑран 27-32 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Тунтикун ӑшӑтма пуҫлӗ, 5-10 градус кӑна сивӗ тӑрӗ, ҫил кӑнтӑр енчен вӗрӗ, юр ҫукалӗ. Ытларикун термометр 0 градус патнелле кӑна кӑтартӗ. Юнкун юр вӑйлах ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун вара каллех сивӗтӗ, ҫил вӑйланӗ. Эрнекун циклон килӗ, ӑшӑтма пултарӗ. Вырсарникун вара каллех сивӗ таврӑнӗ.

Синптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал улшӑнса тӑракан ҫанталӑк кӑрлач вӗҫӗчченех пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

2024 ҫул пуҫламӑшӗ климат норминчен 11,5 градус сивӗрех пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ӑшӑрах пулӗ, 12-14 градус сивӗ тӑрӗ. Анчах ҫил вӑйланнӑран сивӗрех пек туйӑнӗ.

Юнкун каллех сивӗтӗ, термометр 30 градус патнелле ҫывхарӗ. Кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Эрнекун та вӑл чарӑнмӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Шӑматкун 20 градус сивӗ пулӗ. Ҫӗрле 30 градус таран сивӗтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче самаях ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

2023 ҫул ӑшӑ та типӗ килчӗ. Сывлӑш температури климат норминчен 0,9 градус ӑшӑрах пулнӑ. Юрпа ҫумӑр 10 процент сахалрах ӳкнӗ.

2024 ҫул, ахӑртнех, сивӗрех тата нӳрӗрех пулӗ. Кашни уйӑха илес тӗк, ҫанталӑк мӗнле пулассине калама хӗн.

Синопиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач вӗҫӗччен сивӗ те юрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫуркунне типӗ килмелле. Ака уйӑхӗнче кӑна нӳрӗк нумай пулӗ.

Ҫулла ӑшӑ та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк черетленӗ. Ҫӗртме вӗҫӗ-утӑ пуҫламӑшӗ - чи шӑрӑх тапхӑр.

Кӗркунне типӗ те ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Юпа уйӑхӗнче ҫумӑрсем пуҫланӗҫ, йӗпе юрпа хутӑшла та ҫӑвӗ. Хӗл вара ахаль чухнехинчен каярах, раштав варринче, лармалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 62
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ