
Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫынна ҫынсене суйса пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗше пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Таджиксене хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑшӑн ӑна лешсем укҫа тата икӗ мӑшӑр кроссовки панӑ. Ҫавӑншӑн арҫын тӑватӑ таджика пропискӑллӑ тунӑ. Хваттере ют ҫӗршыв ҫыннисене вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче пропискӑна тӑратнӑ. Пурӑнма арҫын хӑй тӑванӗпе (вырӑсла хыпарта сестра тенӗ) пурӑннӑ, 20-26 ҫулсенчи таджиксем вара Ярмӑрккӑ урамӗнче хваттер тара илнӗ.

Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ, ятарлӑ процедура — инаугураци — витӗр тухса должноҫе йышӑннӑ Олег Николаев республика Правительствине отставкӑна янӑ.
157-мӗш номерлӗ Хушӑва Элтепер иртнӗ эрнерех, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ.
Тӗрӗссипе каласан, ку документран тӗлӗнме кирлӗ мар. Йӗрки-курки ҫавӑн пек. Асӑннӑ йышӑнӑва Олег Николаев Чӑваш Ен Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статйисемпе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫӗнӗ Правительствӑна ҫирӗплетиччен унчченхи йышӑн малтанхиллех ӗҫлемелле.

14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене «Пушкин карттине» усӑ курма май туса пани питӗ аван. Ҫак карттӑна аслӑрах ҫынсене те пама тытӑнасшӑн.
Ҫапла сӗннӗ РФ Патшалӑх Думин ҫутӗҫ комитечӗн председателӗн ҫумӗ Михаил Берулав. Вӑл «Пушкин карттине» 14-45 ҫулсенчи ҫынсене памалла тӑвасшӑн. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, ку культура шайне ӳстерме пулӑшӗ.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ҫак карттӑпа 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем музея, театра е курава тӳлевсӗрех ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Улатӑрта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пасарта маркӑламан атӑ-пушмак сутнӑ. Ҫавна Роспотребнадор ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Уйрӑм усламҫӑ маркӑламан 15 мӑшӑр пушмак тата тавар ҫаврӑнӑшӗн мониторингне кӗртмен 4 мӑшӑр пушмак сутнӑ.
Кӑлтӑк тӗлӗшпе надзор органӗн ӗҫченӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, саккунсӑр продукцие туртса илӗ.
Суд Роспотребнадзорпа килӗшнӗ, усламҫӑ-хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарма, таварне конфискацилеме йышӑну кӑларнӑ.
Усламҫӑ Таможня союзӗн техника регламентне пӑхӑнманнине те, потребительсене хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна тата Тавар сутмалли правилӑна пӑснине те тупса палӑртнӑ. Уншӑн та ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Паянтан Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун вӑйра. Вӑл эрех-сӑра сутассине пырса тивет.
Унччен эрех-сӑрана 8-23 сехетсенче сутнӑ пулсан халӗ – 9-22 сехетсенче кӑна. Постановление ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ, документ паян, 2025 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен, вӑя кӗнӗ.
Ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенче, лавккана кӗмелли алӑк подъезд енчен пулсан, эрех-сӑра сутма юрамасть.

Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппарат тапӑннине сӑн тата видео ӳкерме чарӗҫ. Ку йышӑнӑва оперштаб ларӑвӗнче тунӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, беспилотник тапӑннине, ӑна персе антарнине, вӑл ӳксен мӗн пулнине сӑн тата видео ӳкерме, ҫакна тӗнчен тетелне кӑларма юрамасть. Ҫакна информаци тӑшман патне ан ҫиттӗр тесе тӑваҫҫӗ.
Йӗркене пӑсакансене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Чи пысӑк штраф виҫи 300 пин тенкӗпе танлашать.

Чӑваш Енре кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса каҫхине эрех сутма чарӑнӗҫ. Кун пек чару каҫхи 10 сехетрен пуҫласа ирхи 9 сехетчен пулӗ.
Суту-илӳ правилине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Правительстви ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑннӑ. Документа Министрсен Кабинечӗн пӳлӗмӗн председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Ҫӗнӗлӗх нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ, подъезд енчен кӗмелле тунӑ лавккасене тата цокольпе нӳхрепсенчи суту-илӳ залӗсене пырса тивӗ.

Ҫӗршыв Правительстви килте слон,акула, крокодил усрама чарнӑ. Ку списокра ытти чӗр чун та пур. Пурӗ – 121 чӗрчунпа тискер кайӑк.
Килте тигр, упа, пингвин, бегемот, наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе эрешменсем усрани те саккуна пӑсни пулӗ.
Ку ҫӗнӗлӗх кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑй илет.

2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа таксире хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсене ҫеҫ ӗҫлеттересшӗн. Кун пек саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ.
Кун пек саккуна йышӑнассине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, АвтоВАЗа пулӑшмалла, теприсем вара ӑна пулӑшса ҫитереймӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Украинӑри Днепропетровск облаҫӗнче ҫуралнӑ арҫын 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Раҫҫей гражданинӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Шупашкарта тӗпленнӗ, кунта регистрациленнӗ.
Кӑҫалхи ҫуркунне Раҫҫейӗн Федеарцин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем 34-ри ҫӑв арҫын ҫӗршыва хирӗҫле ӗҫ тунине пӗлтернӗ. Ҫавна май унӑн Раҫҫей гражданствине, унӑн пирӗн ҫӗршывра тата ют ҫӗршывра уса курма май паракан паспорчӗсене пӑрахӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна Шупашкарти пропискӑсӑр та хӑварӗҫ.
