Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.4 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: наркотик

Республикӑра

Тӑвай районӗнчи ялта пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 146 тӗм кантӑр ӳстернӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем наркотиклӑ ӳсен-тӑрана туртса илнӗ.

Кантӑр 46 ҫулти хӗрарӑмӑн пахчинче ӳснӗ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑрта наркотик пулнӑ.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 55 ҫулти арҫын та пахчинче кантӑр ӳстернӗ. Унран 33 тӗм туртса илнӗ.

Ҫӳлерех асӑннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланман 21 ҫулти каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Унран 200 грамм ытла наркотик туртса илнӗ.

Каччӑ Кӗремечке станцийӗ ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна наркотик хума хӑтланнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче пулнӑ полимерлӑ хутаҫра 3,75 грамм ытла наркотик пулнӑ. Ку – пысӑк виҫе.

Кинолог пулӑшнипе унӑн хваттерӗнче те ухтарнӑ. Унта та тӗркесем тупнӑ. Унта метилэфедрон – 228,96 грамм, кокаин 0,43 грамм пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: каччӑ вӑрттӑн вырӑнсене наркотик хурассипе нумай вӑхӑт ӗҫленӗ.

Ҫакна каламалла: 21 ҫултискер – спорт мастерӗн кандидачӗ. Ку ӗҫшӗн ӑна тӗрмене 20 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
vrubcovske.ru сайтри сӑн
vrubcovske.ru сайтри сӑн

Шупашкарта подъездра виҫӗ арҫын виллине тупнӑ. Вӗсем 30-32 ҫулсенче пулнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ вӗсем мӗншӗн вилнине палӑртать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем наркотике пула вилнӗ. Вӗсен организмӗ наркӑмӑшланнӑ. Арҫынсене пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.

Арҫынсене хулари хӑш районта тата хӑш урамра тупнине кӑтартман. Ҫакӑ паллӑ: вӗсене паян ирхине подъездра 1-мӗш тата 2-мӗш хутсен хушшинче тупнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вӗсен аллине наркотик мӗнле майпа лекнине те уҫӑмлатма тивӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чукун ҫул ҫинче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл наркотик сарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 39 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.

Арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ухтарнӑ вӑхӑтра полицейскисем ун ҫумӗнче пӗчӗк хутаҫ тупнӑ, ун ӑшӗнче – кӑвак тӗслӗ япала. Нуски ӑшӗнче тепӗр 9 тӗрке тупнӑ, ун ӑшӗнче порошок евӗр япала пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче пӗтӗмпе 4 грама яхӑн наркотик тупнӑ.

Вӑл пурӑнакан вырӑнта та наркотик тупнӑ – 0,83 грамм. Ҫакӑ паллӑ: арҫын наркотике телефонри сарӑм урлӑ туяннӑ. Ӑна тытса чарнӑ.

 

Хулара
pravlife.org сайтри сӑн
pravlife.org сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑма 12 преступленишӗн айӑпласшӑн. Вӑл наркотикпа ҫыхланнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ унччен ун тӗлӗшпе ҫакнашкал преступленишӗн пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Анчах ку хӗрарӑма ниме те вӗрентмен, вӑл ҫаплипех вӑрттӑн вырӑнсенчен наркотик кайса илнӗ.

Следстви вӑхӑтӗнче наркотике туртса илнӗ, пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.

 

Республикӑра
photosight.ru сайтри сӑн
photosight.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен ҫӗр лаптӑкӗнче наркотиклӑ ӳсен-тӑран ӳстернӗ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.

Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ наркотиклӑ ӳсен-тӑранӑн вӑррине саккас панӑ. Унтан ӑна Тӗнсӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи пушӑ лаптӑк ҫине акнӑ. Хайхискер пӗр эрне унта велосипедпа темиҫе хутчен кайса килнӗ, ӳсен-тӑрана киле татса пынӑ.

Полицейскисем килте ухтарнӑ чухне 1 килограма яхӑн наркотиклӑ ӳсен-тӑран тупнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ.

 

Республикӑра

Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Куславкка районӗнче «Мерседес» машинӑна чарнӑ. Унта вара наркотик тупнӑ.

30 ҫулти водитель инспекторпа калаҫнӑ чухне лӑпкӑлӑхне ҫухатнӑ. Кайран хӑйех салонра наркотик пурри пирки каланӑ. Вӑл ӑнлантарна тӑрӑх, вӑл наркотика хӑйӗн валли туяннӑ.

Экспертиза акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: икӗ хутаҫра, пӗтӗмпе 0,38 грамм, кокаин пулнӑ. Водитель медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Хӑйне административлӑ майпа арестленӗ.

 

Республикӑра
russiaedu.ru сайтри сӑн
russiaedu.ru сайтри сӑн

Авӑнӑн 30-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Приорӑна» чарнӑ. Унччен маларах унти ҫынсем наркотик суту-илӗвӗпе явӑҫни пирки хыпар ҫитнӗ.

Йӗрке хуралҫисем салонра синтетика наркотикӗ тупнӑ, ҫавӑн пекех тараса, пластик кӗленчерен ӑсталанӑ «бульбулятор», пневматика пистолечӗ пулнӑ.

Салонра тӑватӑ ҫын пулнӑ. Чи кӗҫӗнни – 16 ҫулта. «Антидилер» юхӑм хастарӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри закладка хуракана вырнаҫма палӑртнӑ. Анчах вӑл закладка туса ӗлкӗреймен.

Водитель юнра алкогольпе наркотик пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тест тума килӗшмен. Ӑна правасӑр хӑварӗҫ, 30 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ.

 

Республикӑра
russian.rt.com сайтри сӑн
russian.rt.com сайтри сӑн

Етӗрне районӗнчи Анат Ачак ялӗнче пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр икӗ ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Ватӑскер пахчара макӑнь ӳстернӗшӗн явап тытнӑ.

Мӑкӑнӗ хӑйех шӑтса тухнӑ-ха, анчах хӗрарӑм вӗсене тӑпӑлтарман. Йӑран ҫинче ӳсекенскерсене пахча ҫимӗҫпе пӗрле шӑварнӑ. Пӗтӗмпе 400-е яхӑн тӗм пулнӑ. Ӳсен-тӑранра вара наркотик хутӑшӗ – пия-морфин – пур.

Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче полицейскисем пахчара мӑкӑнь ӳснине курнӑ, 392 тӗме кӑкласа туртса илнӗ.

Судра хӗрарӑм айӑпне йышӑнман.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Мускавра пурӑнакан ҫын тӗнче шайӗнчи посылкӑна илмелли плана тӗплӗ шухӑшласа хатӗрленӗ. Наркотик Перу йӑли-йӗркине, «аяхуаски» ятлине, ирттерме кирлӗ пулнӑ. Анчах унӑн чее планне Атӑлҫи таможнин тата ФСБ ӗҫченӗсем пӑчлантарнӑ.

Авӑн уйӑхӗнче арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ Перуран посылка саккас тунӑ, ӑна вилнӗ Грузи ҫынни ячӗпе ҫыртарнӑ, посылкӑна пурӑнман ҫурта (вӑл Чӑваш Енри пӗр ялта вырнаҫнӑ) илсе килмелле пулнӑ.

Юпан 31-мӗшӗнче посылкӑна илме унӑн пӗлӗшӗ почтӑна пынӑ. Вӑл Мускав ҫынни, халӗ Чӑваш Енре пурӑнать. Ӑна тытса чарнӑ, 1467,67 грамм наркотике туртса илнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: саккасҫӑ Мускавра пурӑнать, хӑйне шаман тет, Перури «аяхуаски» йӑла-йӗркене ирттерет-мӗн. Унта вара наркотикпе усӑ курать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть