Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: наркотик

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ир-ирех М-12 ҫул ҫинче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче, йӗрке хуралҫисем «Шевроле» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Мускав облаҫӗнчи 40-ри арҫын ларнӑ. Багажникре 6 килограмм синтетика наркотикӗ тупнӑ. Ҫакӑ паллӑ: унччен водителе ҫакнашкал преступленишӗн айӑпланӑ.

Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ҫав ҫул ҫинчех, Комсомольски округӗнче, «Тойотӑна» чарнӑ. Унпа Пермь крайӗнчи 39 ҫулти арҫын пынӑ. Курьерӑн машининче 17 килограмм гашиш тата 9 килограма яхӑн кокаин пулнӑ.

Наркокурьесене арестленӗ.

 

Республикӑра
ФСБ тунӑ сӑн
ФСБ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче нарколаборатори йӗркеленӗ 32 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ, укҫине патшалӑх валли туртса илнӗ.

Вӑл, Мускав арҫынни, пӗлтӗр харпӑр ҫуртра лаборатори йӗркеленӗ. Йӗрке хуралҫисем пӳрте ухтарсан хими оборудованине, наркотик туса кӑлармалли прекурсорсене туртса илнӗ. Ҫавӑн пекех 8 килограмм ытла наркотик тупнӑ. Ку кӑна мар, арҫын наркотик сутса тупӑш тунӑ 1 миллион тенкӗ те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Раштавӑн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем Шупашкарта Вӑрнар ҫулӗпе пынӑ чухне ҫӑва патӗнче арҫын утнине асӑрханӑ. Мӗн туса ҫӳренӗ-ха вӑл тӗттӗмре масар ҫывӑхӗнче?

Инспекторсем чарӑннӑ. Ҫак 32 ҫулти арҫын наркотик витӗмӗнче пулни палӑрнӑ. Ун ҫумӗнче 450 грамм наркотик тупнӑ. Вӑл ӑна тин кӑна вӑрттӑн вырӑнтан илнӗ. Ун ҫумӗнче тупнӑ наркотик - 1,3 миллион ытла тенкӗлӗх.

Арҫын темиҫе уйӑх наркотик тутаннине каланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пысӑк виҫепе наркотик туяннӑшӑн 20 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

 

Хулара

«Мак» рейд вӑхӑтӗнче Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи дача ҫурчӗн иккӗмӗш хутӗнче наркоплантаци тупнӑ.

Унӑн хуҫи – 39 ҫулти арҫын. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрӑ туянса акнӑ, ӑна ӳсмешкӗн условисем тунӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн дачинче 93 грамм марихуана тата ҫур килограмм кантӑр тупнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче унӑн полици уйрӑмне пырса ятне паллӑ туса каймалла.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 7-мешӗнче полицейскисем Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, «Хендай Туксон» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Чулхулари 35 ҫулти арҫын ларнӑ.

Йӗрке хуралҫисем машинӑри вӑрттӑн вырӑнта синтетика наркотикӗ тупнӑ. Пӗтӗмпе – 4 килограма яхӑн.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна уйрӑмах пысӑк виҫепе наркотик сутма тӑнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/2331
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫын хайӗн дачинче кантӑр евӗр ӳсен-тӑран ҫитӗнтернине тупса палӑртнӑ. Ун патӗнче полицейскисем 96 ӳсен-тӑран тата 3 михӗ наркотиклӗ ӳсен-тӑран /пӗтӗмпе унта 3 килограмм пулнӑ/ тупнӑ.

Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл наркотик тутанать, ҫавӑнпа ӑна хӑйӗн валли ӳстернӗ. Вӑррине ҫуркунне туянса ӑна дачӑра акнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын Ҫӗрпӳ районӗнчи никам пӑхса тӑман уйра кантӑр ҫитӗнтернӗ. Полицейскисем 400 ытла тӗмӗ тупса палӑртнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен ӗҫченсемпе пӗрле вӑрмантан А-151 ҫул ҫине тухакан машинӑна чарнӑ. Салонра ӳсен-тӑран тупнӑ.

54-ри водитель тата 37 ҫулти пассажир медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, куншӑн иккӗшне те 3 талӑклӑха арестленӗ. Водителӗн правине туртса илме, пысӑк штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

Кайран йӗрке хуралҫисем пушӑ уйра кантӑр ӳснине асӑрханӑ. Пӗтӗмпе – 120 тӑваткал метр. Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри полицейскисем патне хыпар ҫитнӗ: кӗҫех Ярославль облаҫӗнчен пирӗн республикӑна курттӑмӑн наркотик сутакан наркокурьер килмелле.

Ҫав ҫынна, 39 ҫулти Ливан арҫыннине, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхине тытнӑ. Ӑна республикӑна кӗнӗ ҫӗрте, Пӑрачкав районӗнче, чарнӑ. Капочӗ айӗнче 6 килограмм наркотик тупнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл наркотик тӗркисене Ярославль облаҫӗнче вӑрттӑн вырӑнсенчен илнӗ, Чӑваш Енре сутма палӑртнӑ.

Ҫав арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ют ҫӗршывран килнӗ икӗ ҫын Шупашкарта наркотик сутма тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем мессенджер урлӑ следстви хальлӗхе палӑртман ҫынпа наркотик сутасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ӑна хӑйсем те тутанма палӑртнӑ. Лешӗн курттӑмӑн кӳрсе килмелле, кусен хутаҫсене пайласа вӑрттӑн вырӑнсене хумалла пулнӑ.

Ют ҫӗршыв ҫыннисем 118 грамм наркотик илнӗ. Пӗр пайне хутаҫсене пайласа чикнӗ. Анчах ӑна сутайман, пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче вӗсене вӑрттӑн вырӑна хума тытӑннӑ чухне полицейскисем тытса чарнӑ.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын килӗнче 400 ытла грамм мӑкӑнь туни упранӑ. Кушӑн тата влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн ӑна суд тунӑ, ҫирӗп режимлӑ колоние 2,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл Йӗпреҫри пушӑ ларакан дачӑра 435 грамм мӑкӑнь туни татнӑ. Унӑн ӑна сутас тӗллев пулман, хӑйӗн валли упранӑ.

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑл дознани ушкӑнӗн пуҫлӑхне чӑмӑрӗпе икӗ хутчен ҫапнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та