Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: малашлӑх

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп.

Пӗрремӗшӗ. Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ. Ку пӗтӗмпех йӑлт эсир пулӑшнӑ укҫа-тенкӗпе пулчӗ. Унсӑр пуҫне 5 томпа тухнӑ Александр Грин хайлавӗсен пуххин 3-мӗш томне юсаса пӗтертӗмӗр, 4-мӗш томпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.

Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра пурӗ 3100 тенкӗ пухӑнчӗ. Малтанхи уйӑхрипе шутласан пӗтӗмӗшле 45 800 тенкӗ пулать. 15 200 пуш уйӑхӗнче тӑкакларӑмӑр, 15 100 — ака уйӑхӗнче (10 000 словаре юсанӑшӑн, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн). Тата 5 000 словарьшӗн тӳлеме выртать [куҫаракансем пуррине кура пурӗ 20 пин тӳлеме йышӑнтӑм] (шел те, паспорт улӑштарнине пула СБП урлӑ куҫараймастӑп; ҫак кунсенче банка кайса паспорт даннӑйӗсене ҫӗнетмелле).

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки ҫыру вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа уйӑх иртрӗ, лару-тӑру хальхи вӑхӑтра епле пулни пирки пӗлтерсен пӑсмӗччӗ пуль тетӗп.

Пӗрремӗшӗ. Чӑваш Турри пире пӑрахмастех тесе ахаль мар ӗненетӗп. Ку хутӗнче те хамӑр Туррах пире пулӑшрӗ тесе ӗненетӗп. Апла каланине пӗри «Чӑвашӑнах-ши вӑл?» тесе иккӗленсе те пӑхрӗ. Ман шутпа, ҫавах, Чӑвашӑнах. Пирӗн ӗҫ хамӑр халӑха кирлӗ мар пулсан ун чухлӗ укҫа-тенкӗ пухайман пулӑттӑмӑр. Тӗрӗссипе эп, пӗр-икӗ ҫын кӑшт та пулин куҫарса панипе те ҫырлахайнӑ пулӑттӑм. Тӗрӗслемелле кӑна вырнаҫтартӑм темелле… Ҫавах чылайӑн, 130 ҫын таран, пулӑшрӗҫ.

Иккӗмӗшӗ. Мӗн чухлӗ пухӑнчӗ-ха вара? Шутласан пурӗ 42 700 тенкӗ пулать. Вӗсенчен 15 200 тенкине тӑкакларӑмӑр та ӗнтӗ. 10 200 тенкӗ Александр Гринӑн икӗ томне тӗрӗслеме кайрӗ, 5 000 — 1971 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словаре электронлатма. Сӑмах май, эпир ӑна кӗртме те пуҫласа ӗнтӗ — «Электронлӑ сӑмахсар» сайтӗнче тупма пулать. А-Й саспаллисене кӗртнӗ, халь К-Н саспаллисемпе ӗҫлетпӗр.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Хисеплӗ хӑнасем, вулакансем!

Тӗнчери тата Раҫҫейри лару-тӑрӑва пула «Чӑваш халӑх сайчӗ» умӗнче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗ тӗпрен илсен хамӑн укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать. Ман тупӑшран килет. Шел те, паянхи кун тупӑшсем палӑрмаллах чакрӗҫ. Ҫавна пула журналистсене тӳлемелӗх, сервер тӑкакӗсене саплаштармалӑх укҫа-тенкӗ ҫитмессе пултарать.

Эпӗ никамран та укҫа кӗлмӗҫленсе ыйтман. Тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫана кама та пулин пама йывӑррине шкул саккинченех пӗлетӗп. Пӗлместӗп хальхи шкул программинче пур-и, ҫук-и вӑл калав — пӗр ача пирки унта сӑмахччӗ. Хайхи ача ҫӑмӑллӑн укҫа ӗҫлесе илет те аслисем вӑл укҫана кӑвайта пӑрахаҫҫӗ. Ачи кун пирки ним те шарламасть. Тепӗр хутӗнче ача тар тӑкса укҫана ӗҫлесе илет. Аслисем каллех вӑл укҫана кӑвайта пӑрахма тӑраҫҫӗ те ачи вара тӳрех хирӗҫ тӑрать. Ара, тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫан хисепӗ пысӑк! Пирӗн халӑх хытӑ тесе эп ҫавна пулах каламастӑп — кашни пуса тар тӑкса ӗҫлесе илнӗрен ӑна ют ҫынна, лешӗ ӑна пархатарлӑ ӗҫе юрасса шантарать пулин те, пама йывӑртарах ҫав.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та