Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӗперсем

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Атнар ялӗнче халь Вӑрман урамне чӑрмавсӑрах ҫитме пулать. Унта юханшыв урлӑ каҫмашкӑн каҫӑ тунӑ.

Ку ӗҫе Валентин Морозов, Александр Мадебейкин, Николай Абрамов тата Михаил Абаськин тытнӑ та тунӑ. Ҫапла, ял ҫыннисем ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17554
 

Ҫул-йӗр
catcher.fish сайтри сӑн
catcher.fish сайтри сӑн

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнче Кире юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ. Ӑна «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ.

Кӗпер ҫине плита хунӑ, гидроизоляцие улӑштарнӑ, ҫӗнӗ хӳтӗлев сийӗ тунӑ, диформациленнӗ ҫӗвӗсене ҫӗнетнӗ.

Кунсӑр пуҫне кӗперпе ҫӳреме хӑрушсӑр пултӑр тесе перилӑсем лартнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑр округӗнчи Злобино ялне ҫитмешкӗн пӗртен-пӗр кӗпер кӑна пур. Вӑл та пулин хавшак, кивелнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Алатырь» ушкӑнра ҫырнӑ.

Кӗпер тӗревне шыв та ҫисе кайнӑ. Ун тӑрӑх вара йывӑр техника та каҫса ҫӳрет. Кӗпер ишӗлсе ансан машинӑсем урӑх ниҫтан та кӗрсе ҫӳреймӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_393655
 

Ҫул-йӗр
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑри прокуратура хистенипе асӑннӑ ялти тимӗр бетон кӗпере юсанӑ.

Ҫул начарри пирки халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Шӑмӑршӑри Кӗҫӗн Хырла юханшывӗ урлӑ сарнӑ тимӗр бетон кӗпер юсавсӑр пулнине прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ. Ун пек кӗпер урлӑ машинӑсене каҫса ҫӳреме те хӑрушӑ пулнӑ.

Кӗпере юсама ыйтса прокуратура Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округне хут шӑрҫӑланӑ. Ун хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара хыснара укҫа тупнӑ, кӑлтӑка пӗтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Малтикас ялӗнче пурӑнакансем айккинчен пулӑшу кӗтсе ларман. Тытнӑ та хӑйсемех кӗпер туса лартнӑ.

Паллах, ӑна укҫасӑр тӑваймастӑн. Ял ҫыннисем укҫа пухса стройматериалсем илнӗ. Унтан арҫынсем кӗпере туса лартнӑ. Кӗпере тума 40 пин тенкӗ тухса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_381805
 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ Чулхула облаҫӗнчи Нават салине каҫмалли каҫҫа хута янӑ.

Контрактпа килӗшӳллӗн, подрядчикӗн ӑна ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен уҫмалла пулнӑ. Вӑл вара ӑна срокран маларах туса пӗтернӗ, акан 29-мӗшӗнче уҫнӑ.

Палӑртмалла: юханшыв ҫийӗн ҫӳремелли каҫҫа 1999 ҫулта тунӑ. Вӑл 47 понтонран тӑрать, пӗтӗмпе – 156 метр тӑршшӗ. Кӗпер Ҫӗмӗрле округӗпе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районне ҫыхӑнтарать.

 

Пӑтӑрмахсем
osnovam.ru сӑнӳкерчӗкӗ
osnovam.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи прокуратура ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ.

Хорнуй ялӗнчи Шкул урамӗнчи ҫул япӑхма пуҫланине тата унти кӗпер шӑтӑк-путӑкланса кайнине тупса палӑртнӑ. Кӗпер ҫинче ҫуран ҫӳрекенсем валли пӑхса хӑварнӑ пай та япӑхнӑ.

Асӑннӑ ҫулпа тата кӗпер урлӑ шкул автобусӗ те ҫӳрет. турттарать.

Район прокуратури тӗрӗслев тӑрӑх Муркаш муниципалитет округӗн администрацине асӑннӑ сооружение юсама, кӗпее хӑйӗн балансӗ ҫине илме ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Кӑлтӑка пӗтерме суд яваплисене 4 уйӑх вӑхӑт панӑ.

 

Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн
"Чӑваш Ен" ПТРК сайтӗнчи сӑн

Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Нават ялӗпе ҫыхӑнтаракан кӗпере, хӗлле Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑскере, илме пуҫланӑ. Текех унтан каҫса ҫӳреме май пулмӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май Сӑрта шыв хӑпарнӑ, пӑр ҫӳхелнӗ. Эппин, унта техникӑн кӑна мар, ҫынсен те ҫӳреме юрамасть. Ку хальлӗхе кӑна. Кайран унта пантон кӗпер тӑвӗҫ.

Палӑртмалла: хӗллехи кӗпер раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ.

 

Кӳршӗре
cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Енре тунӑ алюмини кӗпер хута кайнӑ. Машинӑсем ун урлӑ раштав вӗҫӗнчех ҫӳреме тытӑннӑ.

Кӗпер Чулхула облаҫӗнчи Бор хули ҫывӑхӗнче уҫӑлнӑ, вӑл 72 метр тӑршшӗ, унпа Линда юханшывӗ урлӑ каҫма пулать. Ӑна алюминирен тунӑ. Унччен кунашкал технологисемпе Раҫҫейре тата Хӗвеланӑҫ Европӑра усӑ курман. Чӑваш Енри «Сеспель» предприяти машиностроителӗсем вара ӑна пӗрремӗш хутчен пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/sdelano_v_chuvashii/2980
 

Республикӑра
Игнат Михайлов архивӗнчи сӑн
Игнат Михайлов архивӗнчи сӑн

Халӗ Ҫӗмӗрлерен Чулхула облаҫне хӑвӑртрах ҫитме пулать. Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Сӑр урлӑ хӗлле каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Унпа тӳрех кӳршӗ регионти Нават салине ҫитме пулать.

Кӗпер 150 метр тӑршшӗ. Унпа 3 тоннӑран ытларах тайман транспортӑн ҫӳреме юрать. Пассажирсене илсе каҫма юрамасть. Вӗсен кӗпер урлӑ ҫуран каҫмалла. Машинӑра водителӗн кӑна пулмалла.

Кӗпере ҫӑлав хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унта информаци щичӗсем, ҫул-йӗр паллисем те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 16
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын