Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кардиодиспансер

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хальхи вӑхӑтри технологисем пурнӑҫа ҫӑмӑллатнине эпир хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Тухтӑрсем те пурнӑҫпа тан пыраҫҫӗ. Телемедицина пулӑшнипе вӗсем пысӑкрах шайри клиникӑсенче ӗҫлекен пултаруллӑрах специалистсемпе канашлаҫҫӗ. Кун пек ҫыхӑну кардиологинче уйрӑмах пӗлтерешлӗ, чӗрепе чирлӗ ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассинче кашни минучӗ пӗлтерӗшлӗ тесе пӗлтерет республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.

Республикӑн кардиологи диспансерӗн спцеиалисчӗсем кӑҫалхи ултӑ уйӑхра регионти медицина организаицийӗсене сӗнӳ-канашпа 2455 хутчен пулӑшнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 26 процент нумайрах. Чылай чухне вырӑнти тухтӑрсем васкавлӑ пулӑшу кирлӗ самантсенче канашлаҫҫӗ. Мӗнпур консультацирен шӑпах ҫурри - ун пекки.

«Телемедицина – ҫӗнӗ тренд ҫеҫ мар, вӑл ҫын пурнӑҫне чӑннипех те ҫӑлса хӑварма пултаракан инструмент», - палӑртнӑ Республикӑн кардиодиспансерӗн тӗп врачӗн ҫумӗ Александра Дубова.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑри кардиологи диспансерӗнче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан оборудованипе тата ытти материалпа ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кардиохирургсем тӑван ҫӗршывра кӑларнӑ чӗре клапанӗсен протезӗсене вырнаҫтараҫҫӗ.

«Паян эпир Раҫҫейре туса кӑларакан чӗре клапанӗсемпе ӗҫлетпӗр. Всем шанчӑклӑ, пысӑк пахалӑхлӑ», — тесе каланӑ кардидиспансерӑн кардиохирурги пайӗн заведующийӗ Андрей Родионов.

Кардиодиспансерта чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе ҫыхӑннӑ 3 пин ытла операци ҫулсерен ирттереҫҫӗ, ӗҫре пысӑк шайри технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. 2021 ҫулта чӗре клапанӗсен 65 протезне вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑваш Республикинчи чи лайӑх ҫамрӑк учёнӑй» X республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.

Естествӑлла наукӑсем енӗпе ӗҫлекен ҫамрӑк ӑсчахсенчен И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Сергей Федосеев ҫӗнтернӗ, техника науки енӗпе тӑрӑшакансенчен — «ВНИИР-Прогресс» обществӑн лаборатори пуҫлӑхӗ Олег Митрофанов, социогуманитари енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн тата регион экономикин кафедрин аслӑ преподавателӗ Инесса Васильева, медицина енӗпе — Республикӑн кардиодиспансерӗн тӗп врачӗн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Николай Трофимов, педагогика енӗпе — И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри шкул ҫулне ҫитменнисен пӗлӗвӗн тата сервис кафедрин доценчӗ Анастасия Николаева, экономика енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн финанс тата кредит кафедрин доценчӗ Артур Семёнов. Чи лайӑх ҫамрӑк учёнӑй-тӗпчевҫӗ тесе И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри электрика тата электрон аппаратсен кафедрин преподавателӗ Виктор Петров тесе йышӑннӑ.

 

Сывлӑх

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче уйӑхӑн кашни виҫҫӗмӗш шӑматкунӗнче Уҫа алӑксен кунӗ иртет. Сиплев учрежденийӗн регистратурин телефон номерӗ ҫапларах: 8 (8352) 70-95-90.

Уҫӑ алӑксен черетлӗ кунӗ утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫав кун пациентсене пурӗ тӑватӑ тухтӑр: кардиолог тата чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ — йышӑннӑ. Республикӑн кардиодиспансерне консультацие Шупашкарти ҫынсем ҫеҫ мар, районсенчисемпе ют регионтисем те пыраҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун 45 ҫынна йышӑннӑ. Вӗсенчен 35-шӗн чӗрине электрокардиографи тӗпчевӗ туса тӗрӗсленӗ. Йышӑнӑва пынисенчен 23-шӗ ишеми чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ, 12-шӗ — чӗрен гипертони чирӗпе.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 18

1910
116
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
96
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
53
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
30
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть