
Паян Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче «МолГород» (чӑв. Ҫамрӑксен хули) вӗренӳ форумӗ уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пуҫаруллӑ пулнишӗн, тӗрлӗ мероприяти ирттернишӗн тав тунӑ. Мероприятисене ирттерсе "пӗр-пӗрин чун-чӗрине хӗмлентернине" палӑртнӑ. Вӗренӳ форумне пухӑннӑ ҫамрӑксене хастарлӑхшӑн ырланӑ май Михаил Игнатьев унта юлташ-хӗрсемпе савнӑ хӗрсем (вырӑсла цитатӑласа каласан, «подружка» тата «невеста») тупма ырӑ суннӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен общество палатин членӗ, «Хастар ҫамрӑксен союзӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Станислав Трофимов вара мероприятие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тав туса сӑмах каланӑ.

Шупашкарти вӑрманта, Ҫурҫӗр поселокӗ хыҫӗнче, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ икӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӗсем ҫухалнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 1954 тата 1956 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ хӗрарӑм вӑрмана кайнӑ та киле таврӑнман. Вӗсене полицейскисем тата республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем тепӗр кунхине шырама тухнӑ.
Шел те, вӗсене тупайман. Хӗрарӑмсене паян та шыранӑ, вӑрманти кашни ҫырма-ҫатрана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Ватӑскерсене малалла шырӗҫ.

Кӑмпа пуҫтармалли вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑваш Енре пӗр хӗрарӑм вӑрмана кайсан киле таврӑнман.
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче виҫӗ хӗрарӑм Атӑл леш енне — Йӑлӑма — кӑмпа татма кайнӑ. Ҫав кун вӗсенчен пӗри киле таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна талӑкран тупнӑ, анчах кун пирки ҫӑлавҫӑсене пӗлтермен.
Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем вара хӗрарӑма малалла шыранӑ. Кӑлӑхах.
Хӗрарӑм ҫӗрӗпех вӑрманта пӗччен пулнӑ. Ӑна аппӑшӗпе тӑванӗсем шыраса тупнӑ. Кирлӗ ҫӗре кун пирки пӗлтерменрен ҫӑлавҫӑсем темиҫе сехет ахалех вӑрмана ухтарнӑ.
МЧС вӑрманта асӑрхануллӑ пулмалли пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Унта кайнӑ чухне пӗрле шӑхлич, телефон илме сӗнеҫҫӗ.

Виҫӗмкунтанпа, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, Атӑлӑн тепӗр енне Шупашкарти юханшыв портӗнчен теплоходсем ҫӳреме чарӑннӑ. Капла йышӑну «Шупашкар—Сосновка поселокӗ—Шупашкар» тата «Шупашкар—Сулахай ҫыранти пляж—Шупашкар» маршрутсене пырса тивнӗ.
«Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществи ырӑ хыпар та пӗлтернӗ. Ҫурлан 18-мӗшӗнчен «Куславкка—Волжск—Куславкка» линипе пассажирсене турттарассине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, ку маршрутпа теплоход ҫӳреме чарӑннӑ. Ҫапла тума Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗ килӗшӳ тусах татӑлнӑ-мӗн. Енсем килӗшнипе теплоходсем ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурлан 7-мӗшӗ таран ҫӳренӗ. Ҫак вӑхӑтра 11,5 пин ытларах ҫынна пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре илсе ҫитернӗ.

Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ.
Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра.
Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла.
Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Атӑл леш енчи «Лантӑш» кану базинче пушар тухнӑ. Унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухни пирки ҫурҫӗр иртсен пӗлтернӗ. Ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тата хушма ҫуртсене, мунча тата склад евӗр усӑ кураканскерсене, ярса илнӗ.
Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫынсен виллисене тупнӑ. 38 ҫулти арҫыннӑн ӳтне, унта ӗҫлекенӗнне, мунчари кӑмака патӗнче асӑрханӑ. Унӑн арӑмӗн вилли вара пурӑнмалли ҫуртра пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшки патне ҫӗркаҫ ҫеҫ килнӗ пулнӑ.
Следовательсем малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, пушар мунчари кӑмакапа тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Арӑмӗпе упӑшки сӗрӗмпе чыхӑнса вилме пултарнӑ.

Шупашкарта ачасем валли вылямалли лапамсем вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар. Камсем лапама пӑхса тӑнӑшӑн, тирпейленӗшӗн укҫа тӳлеме хатӗр — вӗсем патӗнче ҫеҫ. Шкул урамӗнчи пӗр картишре ача-пӑча лапамне ку эрнере туса пӗтермелле.
Кӑҫал пӗтӗмпе 10,5 миллион тенкӗлӗх 70 лапам хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Ленин районӗнче — 30, Мускав районӗнче — 21, Калинин районӗнче — 17, Атӑл леш енче 2 лапам пулӗ.
Юлашки 5 ҫулта Шупашкарта 421 картишре вӑйӑ тата спорт хатӗр-хӗтӗрӗсене вырнаҫтарнӑ. Пӗтӗмпе 75,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Вӑйӑ лапамне управляющи компанийӗ пӑхса тӑрӗ. Анчах куншӑн хваттерте пурӑнакансен тӳлемелле.

Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».
Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.
Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.
Хӑй вӑл слесарь. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫре чӗркуҫҫине амантнӑ. Унтанпа унта-кунта ҫеҫ ӗҫлесе ҫӳрет. Пушӑ вӑхӑчӗ нумай. Ҫавӑнпа вӑл сӑнав ирттерме шухӑшланӑ та.
Кун хыҫҫӑн Евгенин хулпуҫҫи, ҫурӑмӗ, алли хӑпарса тухнӑ, хӗрелнӗ, кӑвакарнӑ. Тепӗр талӑкран та кӗлетки ыратнӑ унӑн. Сӑнава видео ӳкерсе тӗнче тетелне лартнӑ. Мӗн ку: сӑнав-и е эпатаж-и?
Тепӗр тесен, тӗнчере хӑйне евер сӑнавсем унччен те тунӑ. Исаак Ньютон ача чухне чирленӗ, тантӑшӗсенчен юлса аталаннӑ. Пӗррехинче ҫиллӗ ҫанталӑкра ачасем вӑрӑмӑшне сикессипе ӑмӑрту ирттернӗ.
Пирӗн республикӑра «Вӑрман лартмалли Пӗтӗм Раҫҫей кунӗ» акцие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен ҫыннисене Атӑл леш енне, йӑлӑма, йывӑҫ лартма чӗнеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуркуннехи акци вӗҫленӗ. Ӑна йӑлӑмра вӗҫлесшӗн. Сӑмах май, ку акцие Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентстви пуҫарнӑ.
Акци кашни ҫулах иртет. Унта республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ ҫыннисем, общество организацийӗсем, шкул ачисем, студентсем, МИХсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акцирен нихӑш ҫул та пӑрӑнса юлман ҫынсем те пур. Ҫулсерен унта 500 ытла ҫын хутшӑнать.
Йывӑҫ лартма кӑмӑл пулсан сире ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви умӗнче кӗтеҫҫӗ. Адресӗ — Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт 62-89-36 е 48-45-42 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме май пур.
Йӑлӑмри Октябрьски поселокӗнче пурӑнакансем иккӗмӗш эрне ӗнтӗ шар кураҫҫӗ. Вӗсен килӗнче пахалӑхсӑр шыв юхать.
Шыв таса марри луппӑпа пӑхмасӑрах курӑнать. Ҫынсем кӗпе-йӗм те ҫӑваймаҫҫӗ, ӗҫмешкӗн те шыв ӑсаймаҫҫӗ.
Кранран таса мар шыв юхнӑран апат пӗҫерме те май ҫук теҫҫӗ унта пурӑнакансем. «Водоканал» ӗҫченӗсем килсе лаборатори анализӗ валли шыв илнӗ. Анчах вӗсенчен халь те сас-хура ҫук.
Анчах «Водоканал» пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв анализӗ йӗркеллех, нормӑпа килӗшсе тӑрать. Башньӑна тасатнӑ хыҫҫӑн никам та ҫӑхав ҫырман имӗш. Халӗ специалистсем вырӑна тепӗр хут тухма шантарнӑ.
