Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: зоопарксем

Хулара
Зоопарк архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Зоопарк архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинчи зоопаркра пурӑнакан Потап ятлӑ упа 12-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ӑна уяв ячӗпе тортпа, улма-ҫырлапа тата мӑйӑрпа хӑналанӑ.

Потап унти зоопаркра 6 ҫул пурӑнать. Унччен вӑл циркра пулнӑ, анчах итлеме пӑрахнӑ. Потап Хусанти зоопаркра 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти цирк артисчӗсен ҫемйине лекнӗ. Дрессировка хыҫҫӑн упа 4 ҫул циркра арена ҫине тухнӑ, Раҫҫее ҫаврӑннӑ.

Сӑмах май, зоопарк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унта упасем хӗлле ҫывӑрмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене ҫитереҫҫӗ.

 

Хулара
musthaveforyou.mediasole.ru сайтри сӑн
musthaveforyou.mediasole.ru сайтри сӑн

Шупашкарта зоопарк тума палӑртнӑ. Ҫитес 5 ҫулта Чӑваш Ен аталанӑвӗн комплекслӑ программинче ӑна хута яма 600 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хунӑ.

Объекта ҫитес ҫул тума тытӑнасшӑн. Зоопарка 2026 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе проектпа смета документацийӗсене хатӗрлеҫҫӗ. 594 млн тенкине – Ростуризм, 6 млн тенкине республика уйӑрӗ.

Хальлӗхе зоопарк ӑҫта пулассине пӗлтермен. Унччен ӑна Шупашкарти «Амазони» паркра тӑвасси пирки калаҫкаланӑ.

Палӑртмалла: пирӗн республикӑра зоопарк ҫук. Шупашкарти А.Николавев ячӗллӗ паркра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Текӗрҫ ращинче зоокӗтессем ҫеҫ пур.

 

Хулара
nevnov.ru сайтри сӑн
nevnov.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти зоопаркра пӑши ами вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

«Канмалли кунсенче зоопарка кайрӑмӑр. Пӑхатпӑр: пӑши ами пурӑннӑ вольер пушӑ. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине ыйтрӑмӑр. Вилнӗ иккен. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулас», - ҫапла каласа кӑтартнӑ вӑл.

Пӑши ами Галина ятлӑ пулнӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл килен-каян темӗн ҫитернӗрен чирлесе ӳкнӗ. Ун чухне чӗрчуна ҫӑлса хӑварайнӑ. Халӗ пӑши ами мӗншӗн вилнине ветеринарсем уҫӑмлатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59616
 

Тӗнчере

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ҫурҫӗрти шурӑ носорогӑн аҫи вилнӗ. Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑл — ҫак чӗрчунӑн юлашки аҫи. Ҫӗр ҫинче халӗ тепӗр пилӗк ҫурҫӗр шурӑ носорогӗ юлнӑ-ха, анчах пурте вӗсем — амасем.

Юлнӑ носорогсенчен пӗри те ирӗкре пурӑнмасть. Ҫутҫанталӑкра вӗсене этем кансӗрлет. Тӗрӗсрех, носорогӑн хаклӑ та усӑллӑ мӑйракишӗн ӑна браконьерсем тытса пӗтернӗ. 1960 ҫулта хайхи чӗрчун йышӗ 2250-па танлашнӑ пулсан, халӗ, ав, тӑрса юлманпа пӗрех.

Носорогӑн юлашки аҫине Америкӑна 1980 ҫулта илсе пынӑ. Вӑл 44 ҫул пурӑннӑ. Унпа патне ама та ярса панӑ, ҫапах та йыш хутшӑнтарма май килмен. Ученӑйсем ҫакна чӗрчунсем читлӗхре пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫапах та аҫан вӑрлӑхне илсе хӑварнӑ, унпа амасене пӗтӗлентерме шухӑшлаҫҫӗ. Анчах усси пирки иккӗленеҫҫӗ.

Ҫурҫӗр носорогӗ кӑнтӑр носорогӗнчен кӳлепипе уйрӑлса тӑрать. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан пысӑк чӗрчунсенчен вӑл слон хыҫҫӑн иккӗмӗш пырать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ