
Муркашра пурӑнакан Николай Алексеев 100 ҫул тултарнӑ. Мӗн пӗчӗкрен вӑл ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вӑл окоп чавма кайнӑ. 1943 ҫулхи кӗркунне вара ун патне фронта кайма повестка килнӗ. 1945 ҫултанпа Николай Гаврилович Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Япони милитарисчӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, 2-мӗш механизациленӗ колоннӑн рядовой салтакӗ пулнӑ. Киле вӑл 1950 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, таврӑннӑ. Мӑшӑрӗпе 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ уншӑн тепӗр пулӑмпа та асра юлнӑ: 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗсен йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Николай Гаврилович – Муркаш округӗн хисеплӗ ҫынни.

Шупашкарта пурӑнакан ветеран Василий Акулов 102 ҫул тултарнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫулта кайнӑ та киле 1947 ҫулта таврӑннӑ.
Василий Дмитриевич Пенза облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи ҫуркунне вӑл Мускава кайнӑ, унта кирпӗч савутӗнче ӗҫленӗ. Тепӗр ҫулхине кӗркунне вӑл фронта кайнӑ, Чӗмпӗрти танк шкулӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн танк полкӗнче оруди командирӗ пулнӑ.
Василий Акулов Харьковра, Польшӑра, Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ, Германие ҫитнӗ.

Паян республикӑри чи аслӑ ҫынпа, 107 ҫула кайса пурнӑҫран уйрӑлнӑ вӑрҫӑ ветеранӗпе Иван Ермолаевпа сывпуллашнӑ.
Вӑл Етӗрне хулинче пурӑннӑ. Иртнӗ ҫул, 106 ҫул тултарсан, вӑл Раҫҫей ветеранӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗ пулса тӑнӑ. Ун чухне ветеран хаваспах наци тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнмелли акцие хутшӑннӑ.
Етӗрнен хисеплӗ ҫыннине Етӗрне масарӗнче пытарнӑ.

Паян Патӑрьел округӗнчи Шӑхач ялӗнче пурӑнакан Феоктист Васильев пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнине, 100 ҫул тултарнине, паллӑ тунӑ.
Феоктист Александрович Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хутшӑннӑ, десантник пулнӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан вӑл вӑрман хуҫалӑхӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. 1972 ҫулта вӑрмансенче пушар алхасма пуҫланӑ, ҫавӑн чухне Феоктист Александровчи эрни-эрнипе киле таврӑнман.
Ветерана саламлама Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та килнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан фронтовик Иван Григорьев ҫак кунсенче 102 ҫул тултарнӑ.
Иван Григорьевич – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин сусӑрӗ. Вӑл Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе фронта кайнӑ, III Украина тата II Беларуҫ фрончӗсенче фашистпа ҫапӑҫнӑ, «Катюша» операторӗ пулнӑ. Киле вӑл 1946 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн Чӑваш обком партийӗнче 57 ҫул ытла ӗҫленӗ.
Иван Григорьевич мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ.

Шупашкарта пурӑнакан, Корея вӑрҫине хутшӑннӑ Георгий Александров 98 ҫул тултарнӑ.
Ӑна ҫуралнӑ кунпа саламлама Ленин районӗн Патшалӑх хӳтӗлевӗ тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен штаб пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов килнӗ. Вӑл Георгий Александрова РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине тата асӑнмалӑх парнесем панӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 101 ҫулти Алексей Афанасьева вырӑнти администраци Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама килнӗ. Ватӑ ҫынна хаваслӑ туйӑм парнелес тесе вӗсем Хӗл Мучи тата Юр пике пек тӑхӑнса килнӗ.
Алексей Афанасьев– вӑрҫӑ ветеранӗ, вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Сумлӑ ветерана «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята та панӑ.
Сӑмах май, Алексей Афанасьевич питӗ илемлӗ ҫуртра пурӑнать: пӗренесене тӗрлӗ тӗспе сӑрласа илемлетнӗ.

Республикӑра «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑна пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: вӑл авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре 49 лапамра иртнӗ. Унта вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗсен, фермерсен экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫӗсене йӳнӗрехпе туянма май пулнӑ.
Икӗ уйӑхра ярмӑрккӑра 512 тонна ытла ҫимӗҫ сутнӑ. Ытларах ҫӗрулми (63%) туяннӑ. Кӑҫал тин татнӑ ҫырласем те туянма май пулнӑ. Ҫавӑн пекех вырӑнти произоводительсем аш-какай, пыл, калчасем, вӑрлӑхсем, кукӑль таврашӗ сутнӑ.
Сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ. Тивӗҫлӗ канурисене, ветерансене тата сусӑрсене ҫимӗҫсене киле ҫитиех леҫсе панӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Николай Волков 100-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Вӑл Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Ишпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн, 1943 ҫулта, хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑван ҫӗршыва нимӗҫсенчен хӳтӗлеме кайнӑ.
Николай Семенович Тӑван ҫӗршыва 30 ҫул ытла хӳтӗленӗ, тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Кайран Чӑваш Енре ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанийӗ парас ҫӗрте чылай вӑй хунӑ.
Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ Иван Ермолаев 106 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ӑна, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранне, Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов купӑс парнеленӗ.
Иван Ермолаев 1939 ҫулта салтак аттине тӑхӑннӑ, Гродно хулинче артиллери полкӗнче службӑра тӑнӑ. Ҫавӑнтах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кӗтсе илнӗ те фронта тухса кайнӑ.
Иван Васильевич Чехословакие ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Паттӑрлӑх кӑтартса вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
Округ пуҫлӑхӗ ӑна купӑс ахальтен парнелемен, Иван Васильевич ҫамрӑк чухне ҫак музыка инструментне калама кӑмӑлланӑ. Халӗ вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнать.
