
Красноармейски районӗнчи Кивьялта 85 ҫулти кинемей пушарта вилнӗ. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Пушар ҫурҫӗр хыҫҫӑн тухнӑ. Вут-ҫулӑм 110 тӑваткал ытла метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел пулин те, ватӑ ҫын пӳртрен тухайман — инкекре унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерме Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сакӑр ӗҫченӗ тата ятарлӑ икӗ техника вырӑна пырса ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем газ баллонне илсе тухса ӗлкӗрнӗ. Вӑл сирпӗннӗ пулсан инкек тата ытларах шар кӑтартма пултаратчӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.
Пушара пӗтӗмпех сӳнтерме 1 сехете яхӑн вӑхӑт иртсе кайнӑ.
Кинемее, шел пулин те, ҫӑлма май килмен. Халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннине пысӑкран та пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисен директорӗсемпе тӗл пулнӑ. Министр 2026 ҫул валли хыснаран уйӑрнӑ укҫапа пӗлсе усӑ курмалли пирки сӑмах хускатнӑ, ҫав шутра — тӗплӗ юсав ирттернӗ чухне тата социаллӑ инфраструктурӑна юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра.
Республикӑра ваттисен ҫурчӗсене юсаса ҫӗнетесшӗн. Йӳҫкассинчи, Турханти психоневрологи диспансерӗсене, Шомикпа Атратьри интернат-ҫуртсене юсама 104 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Кӳкеҫри интернат-ҫуртӑн пурлӑхпа техника базине ҫӗнетесшӗн, Шупашкарти ачасен реабилитаци центрӗ валли тӗрлӗ оборудовани туянасшӑн. Ун валли тепӗр 11 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ юрӑҫи ШАМАН Канаш хулинче кинемейрен пӗр витре ҫӗрулми туяннӑ. Кун пирки вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Юрӑҫ Канашра Пензӑна кайнӑ чухне чарӑннӑ. Пуйӑс кӗтнӗ чухне вара вӑл хулапа паллашма шухӑшланӑ. Вокзал ҫывӑхӗнче, ӑна хирӗҫ урамра, ШАМАН сутакан кинемейрен пӗр витре ҫӗрулми туяннӑ, ытлашши укҫана каялла илмен.
«Чукун ҫул мана ҫӗнӗ хуласемпе малалла паллаштарать. Хальхинче пуйӑс кӗтнӗ вӑхӑтра илемлӗ Канаш хулипе паллашрӑм. Пуйӑса каялла телейлӗ таврӑнтӑмӑр, пушӑ алӑпа мар», — ҫапла ҫырнӑ юрӑҫ хӑйӗн страницинче.

Кунсем-ҫулсем сисӗнмесӗр иртеҫҫӗ те ватлӑх та алӑкран килсе часах шаккать.
Канашра ҫуралнӑ, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑннӑ Галина Синдячкина юлашки вӑхӑтра ҫын куҫӗнчен пӑхма пуҫланӑ. Кинемейӗн ҫулӗ те аванах пур — вӑл 91-ре. Малтан ӑна киле пырса социаллӑ ӗҫчен пӑхса тӑнӑ-ха. Ҫавӑн пек ҫур ҫул пурӑннӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кинемее пӗрмаях пулӑшу кирлӗ пулма пуҫланӑ.
Сӗнтӗрварринчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗсем кинемей шухӑшне шута илсе ӑна ваттисен ҫуртне ӑсатма йышӑннӑ. Документсене хатӗрлесе ҫитерсе Галина Аркадьевнӑна Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртне илсе кайнӑ. Унта ватӑ ҫынна ҫӑмӑлтарах пулмалла: апатне пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, вырӑн таврашне тата ҫипуҫа ҫуса тасатаҫҫӗ, тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене парса тӑраҫҫӗ.

Макао хулинче кӑсӑклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ: полици 70 ҫулхи хӗрарӑма хӑратнӑ робота тытса чарнӑ.
Каҫхине пенсионерка тротуар тӑрӑх телефон ҫине пӑхса пынӑ. Вӑл вулама чарӑннӑ вӑхӑтра ун хыҫне ҫын евӗрлӗ Unitree G1 робот пырса тӑнӑ. Тротуар ансӑр пулнӑран робот ӑна пӑрӑнса иртсе каяйман. Хӗрарӑм хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхсан ҫутатса тӑракан робота курах кайнӑ, ҫакӑ ӑна хытӑ хӑратнӑ. Вӑл кӑшкӑрма пуҫласан робот аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ.
Хӗрарӑм аманман пулин те, ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе ҫитернӗ, сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулни палӑрнӑ. Полици вара робота тытса чарнӑ та хуҫине тавӑрса панӑ. Лешӗ ӑна аякран тытса пынӑ иккен, машинӑпа вӑл пулас реклама акцийӗ валли усӑ курма шутланӑ.
2024 ҫулта Китайра кӑларнӑ ҫак робот чӑрмавсенчен ҫӑмӑллӑн пӑрӑнса иртет, анчах ку хутӗнче урам ансӑр пулни пӑтӑрмах патне илсе ҫитернӗ.

Канашра пурӑнакан тутар хӗрарӑмӗ 99 ҫул тултарнӑ.
Бибизяйняп Сибгатуллина Тутарстанра ҫуралнӑ. 6 ҫулта тӑлӑха юлнӑ, кайран шӑпа ӑна Канаша илсе ҫитернӗ.
Бибизяйняп Сафиулловна вакун юсакан заводра ҫур ӗмӗр ытла ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе 50 ҫул пурӑннӑ, унпа пӗр хӗр ура ҫине тӑратнӑ.

Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан кинемей юр вӑйлӑ ҫуса лартнӑ хыҫҫӑн пӳртрен тухайман. Ватӑ ҫын ҫухалса кайман — 02 номерпа шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ.
Ун патне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Участковӑйпа ҫул-йӗр инспекторӗ кинемей пӳрчӗ патне пыракан ҫула ҫур сехетре тасатса панӑ, ватӑ ҫын урама тухма пултарнӑ.

Чӑваш Енре пӗр кинемей дачӑна кайма тухса кӗрт ӑшне путса ларнӑ.
Пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 75 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарти «Туслӑх» сад юлташлӑхне кайма тухнӑ. Вӑл дача ҫуртне кайса пӑхас тенӗ. Ҫула ҫил-тӑман хӳсе лартнине пӑхмасӑрах ватӑ 2 ҫухрӑм ытла утма пултарнӑ-ха, анчах кайран вӑйран кайнӑ.
Кинемее пулӑшма (хӑех телефонпа шӑнкӑравласа пулӑшу чӗннӗ-ши, хыпарта ун пирки каламан) 11-мӗш пушарпа ҫӑлав пайӗн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем ватӑ ҫынна наҫилкка ҫине хурса васкавлӑ пулӑшу машини патне йӑтса тухнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Иван Сельцов паян 90 ҫул тултарнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Тӑрӑнта ҫуралнӑскер халӗ республика тӗп хулинче пурӑнать. Ӑна халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центран социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Мучин икӗ хӗрӗ, Ольгӑпа Евгения та, ашшӗшӗн чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Ватӑ ҫын чун киленӗҫне пахчара тӑрмашнинче тупнӑран ҫулла ӑна дачӑна илсе каяҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне арҫын йывӑҫа касса чутлама юратать. Ку ӑсталӑха вӑл ача чухнех хӑнӑхнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 87 ҫулти Нина Шушканова чунне юрласа уҫать. Кинемее хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Ольга Филиппова пӑхса пулӑшать.
Инженер шухӑшлавӗллӗ хӗрарӑм тӗрӗс наукӑсене аван пӗлсен те чунӗпе ҫемҫе, юрлама ӑста. Хӗрарӑм инженер пулса Трактор заводӗнче, ВНИИРта, Электроаппаратура заводӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ.
Урама уҫӑлма тухсан та (унта тухса кӗме ӑна социаллӑ ӗҫчен пулӑшать) вӑл юрлама хатӗр. Унӑн репертуарӗнче — халӑх юррисемпе хӑй ҫамрӑк пулнӑ ҫулсенчи шлягерсем.
Нина Ивановнӑна Ольга Валентиновна соцӗҫчен ӑшӑ сӑмахпа та хавхалантарса тӑрать.
