Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейски районӗнчи Кивьялта 85 ҫулти кинемей пушарта вилнӗ. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
Пушар ҫурҫӗр хыҫҫӑн тухнӑ. Вут-ҫулӑм 110 тӑваткал ытла метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел пулин те, ватӑ ҫын пӳртрен тухайман — инкекре унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерме Инкеклӗ ӗҫсен министрествин сакӑр ӗҫченӗ тата ятарла икӗ техника вырӑна пырса ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем газ баллонне илсе тухса ӗлкӗрнӗ. Вӑл сирпӗннӗ пулсан инкек тата ытдарах шар кӑтартма пултаратчӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.
Пушара пӗтӗмпех сӳнтерме 1 сехете яхӑн вӑхӑт иртсе кайнӑ.
Кинемее, шел пулин те, ҫӑлма май килмен. Халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннине пысӑкран та пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ.
