
Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн Корейӑри тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ӗнер пирӗн хӗрарӑмсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, паян арҫынсем старта тӑчӗҫ. Максим Цветков хытах ывӑнни тӳрех сисӗнчӗ. Апла пулин те ушкӑнри Евгений Гараничев, Антон Бабиков тата Антон Шипулин парӑнмарӗҫ, финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗҫ. Ҫапла вара арҫын-биатлонистсем Пӗчӗк хрусталь глобуса тивӗҫрӗҫ.
Хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нимпех те савӑнтараймарӗҫ. Корейӑри тапхӑр пирӗн ентешшӗн, Татьяна Акимовашӑн та, ӑнӑҫсӑр пулса тухрӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра палӑртнипе килӗшмеллех: спринтра та, пасьютра та чӑваш хӗрӗ сезонти чи начар кӑтартупа палӑрчӗ.
Мӗнех, ҫывӑх вӑхӑтра тата ӑмӑртма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Финляндири Контиолахтире, 17-мӗшӗнче Норвегири Холменколлента старта тухмалла. 10 кунта Татьяна Акимова икӗ хутчен спринтра, икӗ хутчен пасьютра, пӗр хут масс-стартра тата хутӑш эстафетӑра тупӑшӗ.

Ӗнер федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче биатлон енӗпе чемпионат иртнӗ. Унта Чӑваш Енри спортсменсем те хутшӑннӑ.
Унта тӗнчере ят-сум илнӗ биатлонисткӑн Татьяна Акимован мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов палӑрнӑ. Вӑл уйрӑм тупӑшассинче тата спринтра чемпион ятне тивӗҫнӗ. Пасьютра Вячеслав Акимов бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.
Михаил Вансяцкий журналист «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Еншӗн старта тӑнисем татах пулнӑ. Павел Охотниковпа Евгений Петров пирӗн республика чысне хӳтӗленипе пӗрлех Мордва Республикишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ. Павел Охотников спринрта бронза медале тивӗҫнӗ, пасьютра — кӗмӗл, Евгений Петров уйрӑм тупӑшассинче кӗмӗл медальлӗ пулса тӑнӑ.

Ҫак уйӑхӑн 22—28-мӗшӗнче Сочире Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи виҫҫӗмӗш ҫар вӑййи иртет. Паян биатлонистсем: арҫынсем те, хӗрарӑмсем те — спринтра старта тӑчӗҫ. Арҫынсенчен пӗрремӗш вырӑна Раҫҫей спортсменӗ Максим Цветков тухрӗ.
Раҫҫей биатлонисткисенчен пиллӗккӗн ӑмӑртрӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Татьяна Акимова та пулчӗ. Спринтра вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Бронза медале те, сӑмах май, Раҫҫей спортсменки — Ульяна Кайшева — йышӑнчӗ.
Татьяна Акимова икӗ хутчен те мишене тӗл лектерчӗ. Анчах хӑвӑртлӑхпа вӑл Словени спортсменкине Тея Грегорина ҫитеймерӗ. Тӑрса пенӗ чухне Тея Грегорин васкамасӑр тӗллерӗ пулин те чупассипе чи вӑйли пулчӗ, ҫавна май вӑл финиша хӑвӑрт ҫитсе ылтӑн медале тивӗҫрӗ.

Татьяна Акимовӑшӑн Австрири Хохфильцен хулинче хӗрарӑмсен эстафети енӗпе енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш йӗлтӗр туййине хуҫнӑ, ун чухне хӑйӗн винтовкине ҫӗмӗрме пултарнӑ.
Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв чысне Ольга Подчуфарова, Светлана Слепцова, Ирина Старых тата Татьяна Акимова хӳтӗленӗ. Пирӗн Татьяна старта тӑваттӑмӗш тухнӑ. Шел те, унпа ҫакнашкал пӑтӑрмах пулса иртнӗ.
Татьяна ӳкнӗ хыҫҫӑн пӑшӑрханнине ирттереймен. Вӑл винтовкӑран пенӗ чухне тӑватӑ хутчен йӑнӑшнӑ. Ӑмӑртура Германи пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кайран — Украина, Франци.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Австрири Хохфильценра биатлон енӗпе Тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова ӑмӑртнӑ.
Шел те, Татьяна хальхинче малти вырӑна йышӑнайман. Вӑл ӑмӑртура финиша 18-мӗш ҫитнӗ.
Пирӗн ентеш пӑшалтан персе виҫӗ йӑнӑш туни ура хунӑ. Спортсменсем тӑватӑ хутчен пенӗ: иккӗ выртса тата иккӗ тӑрса. Старта Раҫҫей командинчен пӗтӗмпе тӑватӑ спортсмен тухнӑ. Вӗсем 10 ҫухрӑма парӑнтарнӑ.
Раҫҫей спортсменкисенчен чи лайӑх кӑтартупа Ирина Старых палӑрнӑ. Вӑл финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Унтан — Татьяна Акимова. Светлана Слепцова — 24-мӗш, Ирина Услугина 39-мӗш пулнӑ.

Австринчи Хохфильценра биатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутӑш эстафета уҫнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Татьяна Акимова та кӗнӗ. Вӑл ӑмӑртӑва хатӗрленни пирки пӗлтернӗччӗ. Татьяна хутӑш эстафетӑра чупнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗпе пирӗн ҫӗршыв команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Старта пӗрлештернӗ 25 команда тухнӑ. Хӗрарӑмсем 6-шар ҫухрӑм чупнӑ. Арҫынсем вара 7 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Раҫҫей команди тӑваттӑмӗш номерпе пулнӑ.
Пирӗн Татьяна Ольга Подчуфарова хыҫҫӑн чупнӑ. Вӑл пӑшалтан персе пӗр хутчен йӑнӑшнӑ. Татьяна «Матч ТВ» корреспондентне ӑна ӑмӑрту килӗшнине пӗлтернӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 9–19-мӗшӗсенче биатлон енӗпе Тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Унта Раҫҫейрен 14 спортсмен хутшӑнӗ.
Австрири Хохфильцена 8 биатлонист тата 6 биатлонистка кайӗҫ. Сумлӑ йышра Антон Бабиков, Алексей Волков, Евгений Гараничев, Матвей Елисеев, Александр Логинов, Дмитрий Малышко, Максим Цветков, Антон Шипулин тата Дарья Виролайнен, Екатерина Глазырина, Ольга Подчуфарова, Светлана Слепцова, Ирина Старых, Татьяна Акимова пулӗ.
Ҫапла-ҫапла, пирӗн ентешӗмӗр те пысӑк шайри ӑмӑртура Лаура Далмайер, Габриэла Коукалова, Кайса Макаряйнен, Мари Дорэн Абер, Доротея Вирер, Франциска Хильдебранд, Жюстин Бреза, Ева Пускарчикова, Анаис Шевалье пек спортсменкӑсемпе тупӑшӗ. 2016 ҫулхи Тӗнче кубокӗнче вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗччӗ.
Сӑмах май, кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейӗн биатлонисчӗсен пӗрлешӗвӗ пичетленнӗ танлаштарӑмра Татьяна Акимован — 1136 очко. Иккӗмӗш вырӑнти Светлана Слепцовӑн — 694 очко, виҫҫӗмӗш картлашкари Дарья Виролайненӑн — 692.

Италире биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑннӑ. Антхольц хулинче иртнӗ ӑмӑртура чӑваш спортсменки финиша пиллӗкмӗш ҫитнӗ.
Малти вырӑна Германин пӗрлештернӗ команди йышӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Раҫҫей биатлонисткисем пӑшалтан лайӑх пенӗ, пӗр штраф та илмен.
Татьяна Акимова тупӑшура йӗлтӗр туййине хуҫнӑ. Ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте шуҫлак пулнӑ. Ҫавна май Татьяна сетка ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӑл ӳкнӗ, йӗлтӗре сеткӑран нумай вӑхӑт кӑларайман. Кайран каллех шуҫса кайнӑ, йӗлтӗр каллех ҫыхланса ларнӑ. Ҫапла вӑл нумай вӑхӑта сая янӑ. Кайран ӑна ытлашши вӑрӑм туя панӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Германири Оберхов хулинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ иртнӗ. Спринт ӑмӑртӑвне нумаях пулмасть ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тунӑ Татьяна Акимова та хутшӑннӑ.
Хальхинче пирӗн ентеш 14-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку — Раҫҫей спортсменкисен хушшинчи чи лайӑх кӑтарту. Ӑмӑртура Чехи спортсменки Габриэла Коукалова ҫӗнтернӗ. Унтан финала Финлянди биатлонистки Кайса Мякяряйнен ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Францири Мари Дорен-Абер йышӑннӑ.
Хальхи ӑмӑртура Татьяна Акимова пӗр хутчен ҫеҫ йӑнӑшнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗнтерӳҫӗрен 1 минут та 22 ҫеккунт каярах юлнӑ. Вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑнса турнир зачетӗнче 9-мӗш вырӑнтан 7-мӗшне куҫнӑ.

Татьяна Акимова спортсменка ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тунине сайтра ҫырса кӑтартнӑ. Нумаях пулмасть вӑл икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Кӑҫал пирӗн ентеш биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче пӗтӗмӗшле зачетра тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 221 очко пухнӑ, икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Татьяна танлаштарӑмра Раҫҫейри ытти биатлонистран чылай малта вырнаҫнӑ.
Раҫҫей спортсменки Ольга Подчуфаева 29-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Екатерина Глазырина — 30-мӗш вырӑн. Тепӗр виҫӗ спортсмен танлаштарӑмра тата аяларах вырнаҫнӑ.
Сӑмах май, биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче старт илет. Унта Татьяна Акимовӑсӑр пуҫне Ольга Подчуфарова, Екатерина Глазырина, Ульяна Кайшева тата Ирина Услугина хутшӑнӗҫ.
