Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.4 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: банксем

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ЕНре пурӑнакан ҫынсен аллинче вӑтамран банк карттисем виҫшер.

Кӑҫалхи утӑ уйхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Ен ҫыннисем валли 4,3 миллион тенкӗ банк картти кӑларнӑ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран — виҫшер карттӑ.

Чӑваш Енре 952 банкомат тата 40 пин ытла POS‑терминал пур.

Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 489,5 миллиард тенкӗлӗх 319 миллион транзакци пулнӑ.

 

Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Раҫҫей Тӗп банкӗ йӑлана кӗнӗ «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫарнӑ. Раҫҫейре пурӑнакансем юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен банка кайса тимӗр укҫана хутлипе улӑштарма е ӑна счет ҫине хума пултараҫҫӗ.

Кун пек акцие кӑҫал ака уйӑхӗнче те ирттернӗ. Ун чухне ҫынсем банксене кайса 242 миллион тенкӗлӗх тимӗр укҫа улӑштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем пӗрмай тапӑннине пула интернет ҫыхӑнӑвӗсӗр час-часах тӑрса юлма тивет.

Юлашки вӑхӑтра интернета чарсан та хӑш-пӗр ҫӑлкуҫпа усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Сӑмахран, «Контактра» приложение кӗреетӗн, Яндекс сервисӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

Малашне ун пек перечене банксемпе аптекӑсене те кӗртӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215615
 

Раҫҫейре
Раҫҫей банкӗн вдеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Раҫҫей банкӗн вдеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Артек» пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча центрне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларассине Раҫҫей банкӗ пӗлтернӗ.

«Артек» 1925 ҫулта Аю-Даг тӑвӗ айӗнчи 4 брезент палаткинчен пуҫланнӑ. Унран СССРти пионер лагерӗ пуҫланса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/centralbank_russia/2601
 

Раҫҫейре
Раҫҫейӗн банкӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Раҫҫейӗн банкӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейӗн банкӗ «Ҫветтуй Алексендр Невский орденне ҫирӗплетнӗренпе 300 ҫул» кӗмӗл укҫа кӑларассине пӗлтернӗ. Укҫа 3 тенкӗлӗх пулӗ, ӑна «Истори пулӑмӗсем» ярӑмпа кӑларӗҫ.

Асӑннӑ орден – Раҫҫейре ҫирӗплетнӗ виҫҫӗмӗш орден. Ӑна ҫирӗплетме йышӑнни – Пӗрремӗш Петӗр патша. Орденпа пуҫласа 1725 ҫулта Пӗрремӗш Кӗтӗрне патша вӑхӑтӗнче чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/centralbank_russia/2577
 

Раҫҫейре

Тӗп ставка 21 процентах юлӗ. Ҫапла палӑртнӑ паян Раҫҫей банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче.

Кун пек ставка пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпех пулнӑ. Унтанпа 4 лару иртнӗ: раштавра, нарӑсра, пушра тата паян. Ставкӑна унчченхи шайрах хӑварма йышӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗп ставка 19,5-21 процент пулӗ. 2026 ҫулта 14-14 процента ҫитмелле.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен 20 ҫулти хӗр ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Банкра кивҫен илнӗ 600 пин тенке вӑл банкомат урлӑ куҫарса янӑ. Асӑннӑ банкомата вырнаҫтарнӑ суту-илӳ центрӗнче ултавҫӑсенчен асӑрханма чӗнсе калакан кӳлепе те вырнаҫтарнӑ.

Халӗ хӗрӗн уйӑхсерен 20-шер пин тенкӗ кредит тӳлесе пыма тивӗ. Пӗтӗмпе 7 ҫул. Ытларах та илесшӗн пулнӑ та, анчах тепӗр икӗ банкра ӑна вӑл илме ӗмӗтленнӗ 800 пин тенке паман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai/
 

Раҫҫейре
РИА Новости архивӗнчи сӑн
РИА Новости архивӗнчи сӑн

Паян Раҫҫей тӗп банкӗн директорӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Тӗп ставкӑна каллех ӳстернӗ – 19 процента ҫитернӗ.

Аса илтерер: пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Тӗп банк тӗп ставкӑна 16 процент таран хӑпартнӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗнче каллех ӳстернӗ: 18 процент тесе палӑртнӑ. Халӗ ав тепӗр 1 процент хӑвартнӑ.

Раҫҫей тӗп банкӗн директорсен канашӗн тепӗр ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри икӗ ҫын банк приложенийӗн номерне ылмаштарман пирки укҫасӑр юлнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисенчен 52 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн уйрӑм пӳлӗмӗпе усӑ курса 147 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Арҫын унччен пӗр телефон номерӗпе усӑ курнӑ, ӑна банк приложенийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Кайран номерпе усӑ курма пӑрахсан номере ылмаштарман.

Ҫӗрпӳре пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм ҫавна пула 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре банк ӗҫченӗсем клиентсен счёчӗ ҫинчи укҫана вӑрланӑ.

Улатӑрта банксенчен пӗрин вырӑнти уйрӑмӗн клиенчӗсем хӑйсен счечӗсем ҫинчен пысӑках мар суммӑшар укҫана такамсене куҫарса панине сиснӗ. Ҫынсем пӑшӑрханма пуҫласан банк ертӳҫисем те сисчӗвленнӗ.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн банк уйрӑмӗнче ӗҫлекен икӗ хӗрарӑм ҫавӑн пек хӑтланни ҫиеле тухнӑ. Вӗсем ватӑрах ҫынсен счёчӗ ҫинчи укҫана пӗчӗкшерӗн вӑрланӑ. Икӗ ҫул хушшинче 70-е яхӑн ҫавӑн пек операци туса ирттернӗ, пӗтӗмпе 100 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ.

Тӗпчеве Шалти ӗҫсен министерствин тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем ирттереҫҫӗ. Преступление тупса палӑртнӑ вӑхӑтра малапрах асӑннӑ ҫав специалистсем банкра ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Вӗсем тӑкака ҫийӗнчех саплаштарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 22

1924
102
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та