Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хирлеппуҫ

Персона Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ
Гелий Иванов медицина службин подполковникӗ

«Гелий Иванов — пирӗн ентеш, медицина службин подполковникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ — ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать», — тесе пӗлтерет «Пурнӑҫ ҫулӗпе» Элӗк район хаҫачӗ.

Гелий Иванов 1934 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Кураккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Хирлеппуҫӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Малалла пӗлӗвне Гелий Иванович Элӗк вӑтам шкулӗнче тӑснӑ. 1951 ҫулта алла аттестат илнӗ ҫамрӑк Питӗрти (ун чухне Ленинград пулнӑ) С.М. Киров ячӗллӗ ҫарпа медицина академине ҫул тытнӑ. 1957–1959 ҫулсенче тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ.

Элӗк ен каччине суйласа илни професси тӑван тавралӑхран аякка илсе ҫитерет. 1959 ҫултанпа Гелий Иванович Балти флочӗн шыв айӗнчи кимӗсем ҫинче ӗҫлеме пуҫлать. 1966 ҫултанпа Юрмала хулинче «Майори» санаторире аслӑ диетолог пулса тӑрӑшать. 1972–1980 ҫулсенче вӑл Калининградри тинӗс ҫарӗн аслӑ училищинче вӗрентет.

80-мӗш ҫулсенче Гелий Иванов Чӑваш Ене таврӑнать. Шупашкарта тухтӑр пулса ӗҫлет, тӗп хулан 1-мӗш пульницинче профсоюз комитетӗнче вӑй хурать.

Малалла...

 

Паян Элӗк районӗнчи Хирлеппуҫ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма ялти чи яшшине — Саша Ильина (пулӑм пирки хыпарланинче пӗчӗкскерӗн ҫулӗ пирки, шел те, асӑнман. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан ҫулталӑксенчи ача евӗр курӑнать) тата ялта фельдшерта 26 ҫул тӑрӑшнӑ Федора Петровӑна шаннӑ. Федора Максимовна унчченхи кивӗ ҫуртра хӗлле сахал мар шӑннине аса илнӗ. «Халӗ кунта лайӑх ӑшӑтаҫҫӗ тата ҫутӑ пӳлӗмсем кӑна мар. Вӗри шыв та пур. Пурӑн, ӗҫле, савӑн кӑна», — тенӗ вӑл.

Хӑй ӗҫне вӑхӑтӗнче чунне парӑнса пурнӑҫланӑ ватӑ сӑмахӗ ҫумне мӗнех хушса калайӑн? Хальхи вӑхӑтри тухтӑрсем те хӑйсен тивӗҫне ӗлӗкхисем евӗрех ӑш пиллӗн те кӑмӑллӑн пурнӑҫлаччӑр тесси кӑна юлать-тӗр…

Сӑнсем (12)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та