Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тайвань

Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре туса илекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасшӑн.

Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн тӑрӑхри виҫӗ предприяти хӑйӗн продукцине ют ҫӗршывсене ӑсатма ветеринарипе санитари енчен тӗрӗслеме ыйтнӑ. Вӗсенчен пӗри сӗт-ҫу таварне туса илет, тепри выльӑх-чӗрлӗх апатне хушма апатпа пуянлатакан продукци туса кӑларать, виҫҫӗмӗшӗ — органика удобренийӗ.

Россельознадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫав продукцие Узбекистана, Таджикистана, Азербайджана, Абхазие, Тайван (Китай) тата Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсене ӑсатма юрӑхлине палӑртнӑ.

 

Тӗнчере

Тайваньӗн тухӑҫ енче вырсарникун хӑватлӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ, Японин наци метеорологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх магнитуда 7,2 ҫитнӗ.

Ҫӗр айӗнче пулса иртнӗ ҫапӑну эпицентрӗ Юйцзин районӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ, гипоцентр вара пысӑках мар тарӑнӑшра пулнӑ — 10 ҫухрӑмра кӑна.

Миякодзима, Исигаки тата Йонагуни утравсенче ҫӗр айӗнчи чӗтренӗве пула цунами тухас хӑрушлӑх пурри ҫинчен пӗлтернӗ.

Ҫӗр чӗтренӗвӗ хыҫҫӑн юлнӑ ишӗлчӗксен пӗрремӗш сӑнӳкерчӗкӗсене Китайӑн тӗп телекуравӗ вырнаҫтарнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ
Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ

Ӗнер Шупашкарти 27-мӗш вӑтам шкулта ют ҫӗршыв ачисем пулнӑ. Вӗсем Америкӑран, Италирен тата Тайваньтен килнӗ. Хӑнасем культурӑсем хушшинчи диалог текен мероприятие хутшӑннӑ.

Аякран килнӗ тантӑшӗсене тӑван республикӑпа паллаштарма 27-мӗш шкул вӗренекенӗсем акӑлчан чӗлхипе хӑтлав хатӗрленӗ.

Тӗлпулу калаҫу шайӗнче иртнипех вӗҫленмен. Программӑра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Шупашкар ачисем аякран килнӗ яшсемпе хӗрупраҫсене чӑваш ташшине вӗрентнӗ. Шкул столовӑйӗнчи апата та хӑнасем валли кашни халӑхӑн хӑйӗн культури пулнине шута илсе хатӗрленӗ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе те Америкӑпа Тайваньтен тата Италирен килнӗ хӑнасене паллаштарнӑ.

«Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче» ятпа ирттернӗ культурӑсен хушшинчи диалога AFS программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

 

Спорт Анастасия Тарасова
Анастасия Тарасова

Анастасия Тарасова сумо енӗпе Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ. Ку Чӑваш Ен историйӗнче — пӗрремӗш хут.

Ҫурлан 29–31-мӗшӗсенче Тайваньти Гаосюн хулинче сумо енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта Азири, Европӑри ҫӗршывсенчи, Америкӑри, Раҫҫейри 28 ҫӗршыв хутшӑннӑ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Ен спортсменки Анастасия Тарасова та кӗнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш спортсменки сумо енӗпе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Аса илтерер: иртӗ эрнере Анастасия Тарасова тӗнче чемпионкин ятне ҫӗнсе илнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем