Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: Сӗнтӗрвӑрри

Ҫутҫанталӑк
zyarro сайтри сӑн
zyarro сайтри сӑн

Сӑр юханшывӗнче пӑр кайма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, Улатӑртан пуҫласа Ҫӗмӗрле таран пӑр тапраннӑ.

Етӗрне тӗлӗнче юханшывра хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Унта пӑр хулӑнӑшӗ 23-27 сантиметр.

Атӑлта Ҫӗнӗ Шупашкратан Сӗнтӗрвӑрри таран шыв тухнӑ. Шомик, Шупашкар, Куславкка тӗлӗнче хальлӗхе пӑр тӑрать, анчах вӑл кӗҫ-вӗҫ тапранӗ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Атӑл» – Сӗнтӗрвӑрри – Октябрьски – Куславкка» автоҫула кӑҫал юсаса пӗтерме палӑртнӑ. Ӑна ҫӗнетес ӗҫе 2020 ҫултах пуҫӑннӑ. Ҫуркунне ҫитсен ҫул-йӗрҫӗсем юсав ӗҫне малалла тӑсӗҫ.

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ҫула ҫӗнӗ технологие пӑхӑнса сараҫҫӗ. Кивӗ асфальта ҫул айккине хытарма усӑ курӗҫ. Тротуарсемпе автобус чарӑнӑвӗсене те тума пӑхса хӑварнӑ.

Мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне вӗҫлемелле.

Сӑмах май каласан, «Атӑл» – Сӗнтӗрвӑрри – Октябрьски – Куславкка» автоҫула 1970 ҫулта тунӑ. Унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен, ҫулӑн хӑш-пӗр лаптӑкне ҫеҫ икӗ хутчен юсанӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Вести.Чувашия» репортажран илнӗ сӑн
«Вести.Чувашия» репортажран илнӗ сӑн

Икӗ эрне ытла Николаев урамӗнчи 89 №-лӗ ҫуртра пурӑнакансем ҫивиттисӗр пурӑнаҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫул уявӗсем умӗн, раштавӑн 25-мӗшӗнче, ҫил вӗҫтерсе кайнӑ. Пӳрт тӑрри ҫуккипе ҫӳлти хутсенче ирӗлекен юра пула шыв анма пуҫланӑ. Ҫивӗч ыйту кӑларса тӑратнӑ ҫуртран «Вести.Чувашия» телеканал репортаж кӑларнӑ.

1983 ҫулта хута янӑ ҫуртри ҫивиттие хӑйсен ирӗкӗпе туни паллӑ пулса тӑнӑ, урӑхла каласан, унӑн хутсем ҫук. Унччен пӳрт тӑрри лаптак пулнӑ, анчах та вӑл пӗрмай шӑтнӑ, шыв янӑ. 2005 ҫулта ҫивиттие юсама йышӑннӑ — ҫурт тӑррине икӗ енлӗ туса лартнӑ.

Халӗ ӗнтӗ икӗ енлӗ ҫурт тӑррин сыхланса юлнӑ пайне илсе пеме шут тытнӑ. Ӑна тунӑ чухне нимӗнле экспертиза та ирттермен, нимӗнле документ та ҫук, ҫавӑнпа ҫуртӑн малтанхи лаптак тӑррине тавӑрма шутланӑ. Анчах ӗҫе ҫуркунне кӑна пуҫӑнма пултараҫҫӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хула поселени администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Сыройкин управляющи компани айӑплӑ пулнине калать. Вӗсем ҫурт тӑррин ҫирӗплӗхне ҫулталӑкра икӗ хутчен тӗрӗслемелле пулнӑ. Ун шучӗпе, инкек курнӑ хваттерсемшӗн управляющи компанин тӳлемелле пулӗ. «Гарант» ТМЯП УК директорӗ Юрий Степанов шучӗпе, инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула ыйтӑва хулапа район администрацийӗнче татса памалли пирки каланӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

Пурӑнакан пурнӑҫра этем темшӗн те тарӑхать-пӑшӑрханать. Регион управленийӗн центрӗ республикӑра пурӑнакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче мӗншӗн пӑшӑрханнине тишкерет, ҫавна шута илсе пырать, евитленисене яваплисем патне ҫитерет.

Пӗтӗмпе 20 пин ытла ыйту-хурав хушшинче хӑйнеевӗрлӗхпе ыттисенчен уйрӑлсарах тӑракан ҫырусем те пулнӑ.

Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче, ав, Шупашкар ҫынни Ӳнер аллейинче ула кураксем нумай тесе пӑлханса пӗлтернӗ. Канашра ҫав кайӑк Машина тӑвакансен урамӗнче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантарнӑ.

Авӑн уйӑхӗнче Йӗпреҫ хӗрарӑмӗ тилӗсем чӑх тытаҫҫӗ тесе хыпарланӑ. Чӳк уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри хӗрарӑмӗ вырӑнти парк мина уйне ҫаврӑннӑ тесе пӑшӑрханнӑ. Ӑна ӗне каяшӗ килӗшмен. Каяш спорт тата ача-пӑча лапамӗсенче, тротуар ҫинче те пулнӑ-мӗн.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ, ҫил вӑйлӑ пулчӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хӑрушлӑхӑн «сарӑ хӗрлӗ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑччӗ.

Ӗнер 16 сехет те 20 минутра Сӗнтӗрвӑрри хулинче Николаев урамӗнче пилӗк хутлӑ панель ҫуртӑн тӑррине ҫил сӳнӗ. Ку ҫуртра 130 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 20-шӗ ачасем. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ шар курнисене пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Ҫав ҫурт ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Николаев урамӗ, 98.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76443
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 11 сехет те 50 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче рейс автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

«Сӗнтӗрвӑрри – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 222-мӗш ПАЗ автобус «Фольксвагенпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина транспорт килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Иномарка водителӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ.

Автобусра 20 яхӑн ҫын пулнӑ. Водитель тата виҫӗ пассажир тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/76270
 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.

 

Республикӑра
sdelanounas.ru сайтри сӑн
sdelanounas.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри хулинче шкул тӑвасшӑн. 2022-2024 ҫулсем валли пӑхса хунӑ хыснара ку тӗллевпе укҫа уйӑрнӑ. Ку ыйтӑва паян Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче татса панӑ.

Сӗнтӗрвӑрринчи 375 вырӑнлӑ шкула «Ял территорийӗсен хальхи сӑнӗ» проектпа килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. Ӑна 2022-2023 ҫулсенче тумалла. Ку тӗллевпе 276 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.

Ҫитес виҫӗ ҫулта Шупашкарти «Садовый», «Университет» микрорайонсенче шкулсене туса пӗтермелле.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче пушар пулнӑ. Степан Разин урамӗнчи ҫурт тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ.

Кунран та хӑрушраххи – унта ҫын вилнӗ. Ҫуртра ватӑ ҫынсем, арӑмӗпе упӑшки, пурӑннӑ. 73 ҫулти хӗрарӑма ҫӑлма май килнӗ. Ӑна пушар вырӑнне ҫитнӗ ҫын урама илсе тухнӑ. Упӑшкине вара, 1948 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна, ҫӑлма май килмен. Вӑл пушарта ҫунса вилнӗ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1210 пушар пулнӑ. Вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 52-ӗн суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.

 

Республикӑра
savepearlharbor.com сӑнӳкерчӗкӗ
savepearlharbor.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.

Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.

«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 25
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй