
Элӗк районӗнчи Илленушкӑнь ялӗнче пурӑнакан 51 ҫулти арҫын арӑмӗн ачине хӗнесе пурӑннӑ. Хале ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӑн 117-меш стайин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2024 ҫулхи кӗркуннерен пуҫласа 2025 ҫулхи кӗркуннеччен ҫав этем ачана пӗрмаях хӗнесе пурӑннӑ. Арҫын, сӑмах май каласан, опекун шутланнӑ. Халӗ арҫын ачана вӑл ҫемьерен туртса илнӗ, вӑл урӑх опекунпа пурӑнать. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссипе подразделение те пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ тӗпчев малалла пырать. Ун вӑхӑтӗнче суд экспертизисем туса ирттермелле, кӳнтеленсемпе калаҫмалла.

Чӑваш Енре пурӑнакан 57 ҫулти арҫын арӑмне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлас вырӑнне питрен турчкапа ҫапнӑ.
Арҫын ҫав кун киле кая юлса таврӑннӑ. Хӗрарӑм куншӑн, паллах, савӑнман. Вӑл ӑна вӑрҫнӑ. Арҫын каҫару ыйтас, ӳкӗнес вырӑнне турчка ярса илнӗ те унпа арӑмне питӗнчен ҫапнӑ.
Шар курнӑ хӗрарӑмӑн питне тухтӑрсем патне кайса ҫӗлеттерме тивнӗ.
Кайран арҫын ӳкӗннӗҫи пулнӑ-ха, вӑл мӑшӑрӗнчен каҫару ыйтнӑ. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук тесе ахальтен каламан вӗт.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пакунлисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ вӗсем арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӑн 115-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа айӑпланакан ҫынна 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна профилактика учетне илӗҫ.

Сосновка ҫывӑхӗнче Атӑлта пулӑҫ пӑр айне анса кайнӑ. Юрать, ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен. Ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра килсе пулӑшнӑ.
Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗнер, пуш уйахӗн 29-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫӑлав службине шанкӑрав ҫитнӗ: икӗ пулӑҫ ҫыран хӗррине ҫитеймеҫҫӗ, пӗри ирӗлнӗ вырӑнта шыва кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗр тӑхтамасӑр пулӑҫсем патне «Ижора» аэрокимӗпе ҫитнӗ. Иккӗшне те ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Унтан вӗсене тухтӑрсене сывлӑхне тӗрӗслеме панӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑк наркотик сутса укҫа тӑвас тенӗ. Ӑна Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Каччӑн ҫумӗнче 15 грама яхӑн гашиш тата наркотик вӑрттӑн хумалли вырӑнсене кӑтартнӑ телефон пулнӑ.
Пакунлисем кайран Шурпашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи вӑрманта ҫавӑн пек вӑрттӑн вырӑнта 7 грама яхӑн марихуана хунине тупса палӑртнӑ.
Ҫӑмӑл майпа укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки каччӑ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ асӑрханӑ. Унӑн наркотика пӗр ҫӗртен илсе кайса ӑна пӗчӗкшер партипе хурса ҫӳремелле пулнӑ.
Наркотик сарнӑшӑн ӑна 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Ленин районӗн судӗнче пӑхса тухӗҫ.

Вӑрмар районӗнче 15 ҫулти яш пакунлисенчен мопедпа тарса ӳкес тенӗ. Пуҫне шлем тӑхӑнман ҫамрӑка ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑрханӑ. Пакунлисене курсан ача тарса ӳкес тенӗ. Дежурствӑна тухнӑ патруль ачана тытса чарнӑ-чарнах.
Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи ача амӑшӗ иккен. Йӗркене пӑсни ҫинчен тӗрлӗ хут ҫырнӑ хыҫҫӑн мопеда ятарлӑ штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Унсӑр пуҫне 15-ри ачан амӑшӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна правасӑр ҫынна транспорта шанса панӑшӑн явап тыттарӗҫ.
Сӑмах май каласан, правасӑр ҫамрӑксем мопедпа ярӑнса ҫӳренине кирек хӑш ялта та курма пулать. Транспорчӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫинче шутланса тӑрсан та вӗсемпе ҫул ҫитмен, правасӑр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ярӑнса ҫӳрет.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Туҫи ялӗнче пӗр хуҫалӑхра пушар тухнӑ: пысӑк ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Ку инкек ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем килнӗ тӗле мансарда ҫуннӑ. Пушара сӳнтерес ӗҫе 3 техника, 11 ҫӑлавҫӑ хутшӑннӑ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Уҫӑ ҫулӑма 1 сехетрен сарӑлма чарнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма кӳршӗ хуралтӑсем ҫине куҫма паман. Пушарта шар курнисем ҫук.

Ҫӗмӗрле хулинче 60 ҫулти хӗрарӑма суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗпчесе пӗтернӗ. Хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 105-меш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хайхискер хӑй паллакан арҫын патӗнче хӑналаннӑ. Вӗсем иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ, унтан вӑрҫӑнса кайнӑ. Урса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илсе пӗлӗшне ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Шар курнӑ арҫын кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Сӑмах май каласан, хӗрарӑм унччен те ҫынсемпе хирӗҫме, вӑрҫӑнма юратнӑ, уншӑн ӑна темиҫе хутчен те пуҫиле майпа явап тыттарнӑ иккен. Халӗ, ав, ватлӑхра та пулин лӑпланса пурӑнас вырӑнне кирпӗч шутлама кайма тивӗ.

Елчӗк округӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче кивӗ чиркӳ ҫунса кайнӑ. Вӑл 150 ҫул каялла, 1881 ҫулта, йывӑҫран хӑпартнӑскер пулнӑ.
Инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫур ҫӗр хыҫҫӑн ир еннелле, 3 сехет ҫурӑра, пулнӑ. Ҫулӑм йывӑҫ чиркӗве хӑвӑрт ярса илнӗ. Пушарнӑйсем шӑнкӑрав пулсан 14 минутран вырӑна ҫитнӗ. Анчах ҫав вӑхӑт тӗлне ҫулӑм ҫур чиркӗве тӗп тума ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Пушар чиркӗве йӑлтах тӗп тунӑ, кирпӗч каркас кӑна юлнӑ. Вырӑна район прокурорӗ Александр Кудряшов ҫитнӗ. Вӑл пушар тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.

Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренекен студентка ултавҫӑсен аллине лексе ҫур миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ: 19 ҫулти хӗр пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче интернетра каччӑпа паллашнӑ. Хайхи йӗкӗт криптобиржӑра тупӑш тумалли майсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӗр ӑна ӗненнӗ, вӑл каланипе телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарнӑ. Унтан кредитсем илнӗ, пӗтӗм укҫана ҫав «менеджер» каланӑ счетсем ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт иртсен студентка ӗҫлесе илнӗ тупӑша илес тенӗ, анчах, паллах, илеймен. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Студентка тупӑш тӑвас тесе 500 пин тенкӗ ҫухатнӑ.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 22:10 сехетре Шупашкарта хӑрушӑ авари пулнӑ: унта 47 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче Тасатакан сооруженисем патӗнче пулнӑ. «Сузуки» иномарка рулӗ умӗнче ларнӑ 52-ри арҫын дистанцие пӑхӑнмасӑр ВАЗ-2115 машинӑпа ҫапӑннӑ, унтан юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Аварире «Сузукире» пулнӑ 47 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ. Тепӗр иккӗшӗ, 48-ти хӗрарӑмпа 52-ри арҫын, аманнӑ.
«Сузуки» водителӗ ӳсер пулни паллӑ, вӑл хӑй суранланман. ВАЗ-2115 машина водителӗ те аманман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
