
Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Этем тени пысӑк вырӑн йышӑнать-и, пӗчӗк-и — укҫа никама та чӑрмантармасть. Пысӑк укҫа ҫаврӑнакан вырӑнта пысӑкрах укҫа вӑрлама май килсен пӗчӗкреххисем вара пӗчӗкрех укҫа вӑрлама тӑрӑшаҫҫӗ курӑнать.
Ҫӗмӗрле районӗн территори пайӗн пуҫлӑхӗ халӑхран шыв пӑрӑхӗ тума пухнӑ укҫана хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. Ара халӗ нимелле ӗҫ тӑвасси йӑлана кӗрсе кайрӗ-ҫке. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр пайне (паянхи куна илсен, Турра шӗкӗр, пӗчӗкрех пайне) ҫынсем пухса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта та нимелле ӗҫ тума халӑхран укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе 525 пин тенкӗ пухӑннӑ. Анчах ӑна пуҫтарнӑ хӗрарӑм кассӑна 371 пин тенкине ҫеҫ панӑ, ытти 154 пин тенкине хӑйӗн тунӑ.

Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫухални пирки хыпарлама пуҫларӗҫ. Халӗ, акӑ, 28 ҫулти каччӑ ӑстине пӗлмеҫҫӗ.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Владимирович Аръяхова шырани пирки ӗнер пӗлтернӗ. Вӑл ӑҫтине юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
28 ҫулти каччӑ 185 сантиметр ҫуллӗш, начар пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Вӑл мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ.
«Лиза Алерт» отряд каччӑна курнисене 8 800 700-54-52 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Е Симба (Наталия) шыравҫӑпа 89196666680 телефон номерӗпе ҫыхӑнма пулать.
Ҫав вӑхӑтрах 17 ҫулти Станислав Мозгова та шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫул ҫитмен яш ҫухалнӑ хыҫҫӑн Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.

Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче «Садовый» микрорайонта 14 ҫулти хӗрача машина кустӑрми айне лекнӗ.
Ку ирхи 9 сехетре Геннадий Айхи урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 9-мӗш класра вӗренекен хӗрача юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Мерседес-Бенц» микроавтобус пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 31 ҫулти арҫын ларнӑ.
Аварире хӗрача аманнӑ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, вӑл урине хуҫнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнче ҫамрӑк хӗрарӑма суд тунӑ. Унсӑр пуҫне унӑн хаклӑ машинине тата телефонне конфискациленӗ.
Хӗрарӑма пысӑк калӑпӑшпа наркотик сутма тӑнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Вӑл Мускав облаҫӗнче Тольяттинче сутса яма наркотик илнӗ. Пӗтӗмпе 5-е яхӑн килограмм. «М-12» ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе иртсе пынӑ чух ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. «Ниссан Пантфайдер» машинӑри 5 килограма яхӑн наркотика туртса илнӗ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулнӑ. Халӗ суд та пулса иртнӗ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Транспортпа унӑн 5 ҫул ҫӳреме юрамасть. «Ниссан Пантфайдер» маркӑллӑ хаклӑ автомобиле тата телефона йӗрке хуралҫисем конфискациленӗ, вӗсене сутса тунӑ тупӑш патшалӑх хыснине кайӗ.

Паян Мускаври аэропортсенче ҫӗршер рейса тытса чарнӑ, хӑшӗсем вара ҫула тухмӗҫ. Кун пирки МАХри «Россия 24/7» каналта пӗлтернӗ.
Самолетсене ҫула кӑларманни сывлӑшра пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем пуррипе ҫыхӑннӑ. Самолётсене ҫӳреме чарнӑран хӑш-пӗр рейса ҫынсем 13 сехет ытла кӗтсе лараҫҫӗ иккен. Пассажирсем кам мӗнле пултарать, ҫӑвӑн пек вырнаҫса выртнӑ. Хӑшӗсем урайӗнчех выртаҫҫӗ: кам чӑматан ҫинче, кам ҫипуҫ сарса, теприсем искусствӑлла майпа сарнӑ курӑк ҫине тӑсӑлса выртнӑ.
«Шереметьево» аэропортра 220 рейса тытса чарнӑ, 109-шӗ ҫула пачах та тухмӗ, «Внуково» аэропортра вара 202 самолёта тытса чарнӑ, 109-шӗ ҫула пачах тухмӗ, «Домодедово» аэропортра — 55 самолёта тытса чарнӑ, 4-шӗ ҫула тухмӗ.

Ӗнер Шупашкар хулинче сӗмсӗр пӗр водитель ҫулпа пыракан тепӗр водителе кӳрентерсе пӗтернӗ. Ку видео халӑх тетелӗнчи пабликсенче хӑвӑрт сарӑлнӑччӗ.
«Фольскваген» машинӑпа пыракан водитель кинологи службин водительне усал сӑмахпа кӳрентерет. Хӑй вӑл вырӑсла калаҫанҫи тӑвать-ха. Пӗрмай «Чо нарушаю? Чо» текелесе кӑшкӑрать, машинӑпа ҫӳреме пӗлместӗн тесе калать.
Усал сӑмахпа перкелешнӗ водителе пакунлисем часах тупса палӑртнӑ, ӑна полици уйрӑмне илсе кайнӑ.
«Volkswagen Touareg» рулӗ умӗнче 30 ҫулти арҫын ларса пынӑ. Полици уйрӑмӗнче арҫын усал сӑмаха калаҫма тӑман, кинологи службин водителӗнчен каҫару ыйтма та хатӗр тесе юптарма пуҫланӑ.
Водителе машина чӳречине тонировка туса хунӑшӑн та явап тыттарӗҫ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртри общежитире пушар пулнӑ. 9-мӗш хутри коридорта ҫулӑм тухни пирки 16:56 сехетре пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ҫынсене общежитирен кӑларма пуҫланӑ. Вырӑнта 6 пушар машини ӗҫленӗ. Подъездран 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче 4-шӗ – ачасем. Виҫҫӗшне васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑнта пулӑшу панӑ. 37 ҫулти хӗрарӑма тата 45 ҫулти арҫынна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене, Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмне илсе кайнӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче 3 ҫын лифтпа анма тӑнӑ, анчах хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫапла вӗсем капкӑна лекнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем лифта блокировкӑран кӑларса ҫынсене унтан кӑларнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара ятарласа такам чӗртсе янипе тухнӑ. Коридорти отделка, стенасем тата мачча сиенленнӗ.

Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнчи Хорнсор Ҫармӑс ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Вӑл 60 ҫулта пулнӑ.
Инкек вырӑнне РФ Следстви комитечӗн Канашри районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн следователӗсем килнӗ. Вӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев йӗркеленӗ.
Арҫын виллине тӗплӗ пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна пусмӑрласа вӗлерменнине палӑртнӑ. Халӗ судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра следовательсем инкек мӗнле майпа пулнине тӗпчеҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ.

Канашри таксистсем хӗрарӑм-пассажирсем ҫумне ҫулӑхаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки каласа кӑтартнӑ асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан пӗр хӗр.
Видеора вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш пӑтӑрмах унӑн ӗҫтешӗпе пулса иртнӗ. Смена хыҫҫӑн вӑл такси чӗнсе илнӗ. Машина вара гаражсем енне пӑрӑнса кайнӑ, унта хӗр ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ. Анчах нимӗн те пулса пӗтмен. Хӗр «Яндекса» патӑрмах пирки пӗлтернӗ, анчах ҫавӑн хыҫҫӑн та водитель каллех таксипе ӗҫлет иккен, вӑл каллех ҫав хӗр тӗлне лекнӗ.
Тӗпӗр тӗслӗх яла каякан хӗрарӑмпа пулса иртнӗ. Водитель приложенире кӑтартнӑ машинӑпа мар, урӑххипе пырса ларнӑ. Вӑл хӗрарӑм-пассажирпа юнашар хыҫалти ларкӑч ҫине кӗрсе ларнӑ та ун ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ. Анчах хӗрарӑм машинӑран тухса тарнӑ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче пысӑк инкек пулни пирки Чӑваш халах сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек Ҫӗрпӳел ялӗнчен инҫех мар вырӑнта 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. «А-151» федераци ҫулӗ ҫинче виҫӗ машина ҫапӑннӑ: «Ауди», «Киа» тата «ВАЗ-21099».
«Ауди» юраман ҫӗрте пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Киа» машинӑна пырса лекнӗ, ун хыҫҫӑн «Киа» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «ВАЗ» машинӑпа ҫапӑннӑ. «ВАЗ» темиҫе хут ҫаврӑнса кайса ҫул хӗррине тухса ӳкнӗ. Салонра 2005, 2008, 2009 тата 2010 ҫулсенче ҫуралнӑ каччӑсем пулнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳри техникумра вӗреннӗ. Пӗр ял каччисем киле, Чурачӑк ялне, кайма тухнӑ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Ҫӗрпӳри пайӗ «Ауди» водителӗ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫичӗ ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ. Суд шеллемесен. Сахалтарах памасан.
Асӑннӑ машина водительне, Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине, ОСАГО полисӗсӗр ҫӳренӗшӗн кӑҫал ҫеҫ виҫӗ хутчен явап тыттарнӑ.
