Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Прага

Ӳнер
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Денис Иванов AI-фильмсен Прагӑра иртнӗ фестивалӗнче ҫӗнтернӗ.

Алексей Радченко журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Денис Иванов калаҫтаракан, шӑв-шав ҫӗклекен реклама роликӗсем ӳкерме ӑста. Вӑл «Интеллектуальный фильм» студие ертсе пырать. Студи чылай ҫул актерсене явӑҫтарса кӑткӑс постановкӑсемлӗ кино ӳкернӗ. Кун валли профессилле оборудованипе усӑ курнӑ.

Нумаях пулмасть Денис Прагӑра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери «CIAIFF» фестивальте ҫӗнтернӗ. Шупашкар арҫыннин «Generate» ӗҫӗ «Чи лайӑх камит» номинацире парнене тивӗҫнӗ. Ку фильм — кӗске метрлӑ нейрокино. Ӑна искусство интеллекчӗпе усӑ курса хатӗрленӗ.

38 ҫулти Денис Иванов — режиссёр, сценарист тата «Sifkino» видеостудие йӗркелекенӗ. ЧПУра экономика енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫне пачах урӑх енӗпе, режиссурӑпа, ҫыхӑнтарнӑ. Видеопроизводствӑра 2016 ҫултанпа тӑрӑшать.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта РСФСР тата Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, СССР тата Раҫсей Федерацийӗн Кинематографистсен союзӗн пайташне Александр Дымича асра тытса астӑвӑм хӑми уҫнӑ.

Митинга республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова,, «Чӑвашкино» киностудин тата электрон документацин директорӗн ҫумӗ Татьяна Куликова, художникӑн арӑмӗ Валентина Петровна тата Шупашкарти кинофестивале хутшӑнакансем пырса ҫитнӗ. Астӑвӑм хӑмине Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Владимир Нагорнов тунӑ.

Александр Дымич (17.5.1940 – 22.8.2016) Чех Республикинчи Прага хулинче ҫуралнӑ. 1956-1962 ҫулсенче Иркутскри киностудире оператор пулӑшуҫинче, Норильскри, Иркутскри, Якутскри киностудисенче ӗҫленӗ. 1962 ҫулта вӑл Кинохроникӑн Хусанти студине еҫнӑ, Шупашкарта вӑл пуҫарнипе уҫнӑ киностудин корреспондент пункчӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1994 ҫултанпа усламҫӑ-продюсер пулса тӑрӑшнӑ.

 

Персона
Ӗнерхи Сергей Паршаков паян Анселл Ламмерт
Ӗнерхи Сергей Паршаков паян Анселл Ламмерт

Шупашкар каччи Сергей Паршаков ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине пурӑнма тухса кайнӑ. Хӑвӑрт утассипе тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ҫак ҫын тупӑшӑва кайма кредит та илме тивнине «Чемпионат» спорт порталӗ паян пӗлтернӗ.

Каччӑ Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Анчах 17 ҫула ҫитиччен чӑваш ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн тӑванӗ патне килсе хирте сахал мар ӗҫленӗ, аслӑ шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра урам та шӑлнӑ, хуралҫӑ та пулнӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти ЧПУра тухтӑра вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт секцине ҫӳреме пуҫланӑ. Кайран каччӑ Питӗрти Пирогов ячӗллӗ медицинӑпа хирруги центрӗн ординатуринче ӑс пухнӑ, ҫав вӑхӑтра вӑл тухтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. Йывӑр чире палӑртнӑ хыҫҫӑн каччӑ ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине Интернет урлӑ паллашнӑ савнӑ хӗрӗ патне тухса кайнӑ, унпа ҫемье ҫавӑрнӑ.

Паян Анселл Ламмерт ятпа ҫӳрекенскер Чех Республикинчи хӑвӑрт утакансен пӗрлештернӗ ушкӑнне лекме ӗмӗтленет. Хӑй вӑл Прага ҫывӗхӗнчи пӗр пульницӑра анестезиолог-реаниматологра ӗҫлет. Спорт мастерӗ усал чире ҫӗнме тем пекех ӗмӗтленет.

 

Культура

Чӑвашсен паллӑ композиторӗн Анисим Асламасӑн тӑванӗсем Прагӑран Чӑваш Ене кӗвӗ-юрӑ программипе килнӗ. Унта Равель, Барток, Энеску хайлавӗсемсӗр пуҫне Анисим Асламасӑн сӗрмекупӑспа форепьяно концертне те кӑтартӗҫ.

Композиторӑн кинӗпе мӑнукӗ тӑрӑшнипе ку программӑпа ҫур Европа паллашнӑ. Ҫак хайлавсемех пӗлтӗр кӗркунне Прагӑра янӑранӑ. Мусӑкҫӑн тӑванӗсем чылай ҫул Чехире пурӑнаҫҫӗ, Европӑра чӑваш кӗввине пропагандӑлаҫҫӗ. Инна Асламас каланӑ тӑрӑх, ку хайлавсем Европа ҫыннисемшӗн экзотика пекех.

Ют ҫӗршыв ҫыннисене чӑваш кӗвви питӗ килӗшет-мӗн. Чылайӑшӗшӗн вӑл ҫывӑх, концерт хыҫҫӑн тав тӑвакансем те пулнӑ. Асламассем вара вӗсене Чӑваш Ен пирки, вӑл Атӑл хӗрринче пулнине, унта Етӗрне районӗ, Анисим Асламас ҫуралнӑ тӑрӑх, вырнаҫнине каласа кӑтартнӑ.

Концерт программинче — тӗрлӗ ҫӗршыв композиторӗсен кӗввисем: Раҫҫей, Венгри, Румыни, Франци.

 

Культура

Чехири Прага хулинче Пӗтӗм тӗнчери «Goldentalentsin Prage» конкурс иртнӗ. Пултарулӑх конкурсне тӗнчери вунӑ ҫӗршывран хутшӑннӑ: Раҫҫейрен, Украинӑран, Чехирен, Румынирен, Польшӑран, Латвирен, Эстонирен, Германирен, Литваран, Словенирен.

Тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурсра пирӗн ҫӗршыв чысне «Непоседы» (Мускав хули), «Семь нот» (Сарӑту), «Макси» (Ҫӗнӗ Шупашкар хули, ертӳҫи – В.Е.Тюльканова) вокал студийӗсен ҫамрӑк артисчӗсем хӳтӗленӗ.

7–10 ҫулсенчи ачасен хушшинче «Соло» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Ксения Ананьева 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. 11–13 ҫулсенчи ачасен йышӗнче Евгения Никифоровӑпа Анастасия Карпова та 2-мӗш вырӑна тухнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть