Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пакӑш

Пӑтӑрмахсем
«ЛизаАлерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«ЛизаАлерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын ҫухалнӑ.

83 ҫулти Михаил Семёнов килӗнчен велосипед ҫине ларса тухса кайнӑ. Пӑвакасси арҫынни симӗс тӗслӗ велосипедпа пулнӑ. Ӑна халӗ «ЛизаАлерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Арҫын Куславкка районӗнчи Пакӑш ялне те ҫул тытма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Арҫын 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ҫӳҫӗ тӗксӗмрех хӑмӑр тӗслӗ, кӑштах кӑвакарнӑ. Ҫухалнӑ ҫын тӗксӗм кӑвак тӗслӗ йӗрлӗ футболка, камуфляж шӑлавар, хура ботинка тӑхӑннӑ. Арҫынна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлине те палӑртаҫҫӗ.

Мучине курнисене 8(800)700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-134917368_15239
 

Ял хуҫалӑхӗ

Куславкка районӗнчи Минкӗш тата Пакӑш ялӗнче пурӑнакан пыл хурт ӑстисем вӗлле хурчӗ вилнӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Володя Сотнезов ятлӑ ҫын паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхри «Вега» тулли мар яваплӑ общество хуратул анине им-ҫамланӑ. Хуҫалӑх хирне 1-мӗш класлӑ пестицидпа эмелленӗ имӗш.

Наркӑмӑш сапас пирки, маларах асӑннӑ арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене ял хуҫалӑх предприятийӗ систермен. Пӗлнӗ пулсан вӗлле хурчӗсене вӗсен хуҫисем ирӗке кӑлармастчӗҫ пулӗ. Мӗншӗн каҫпа сапман тесе тарӑхнӑ ҫынсем.

Пыл хурт ӑстисем халӗ хуртсем вилнин тӑкакне епле майпа шыраса илмелле-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Пост авторӗ Володя Сотнезов предприяти ертӳҫине Рената Будковӑна явап тыттарасшӑн.

 

Юрӑпа савӑнтараҫҫӗ
Юрӑпа савӑнтараҫҫӗ

Ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пакӑшра хӗвел ытти кунсемпе танлаштарсах ӑшшӑнрах пӑхрӗ темелле — кунти халӑх ҫак кун ял кунне уявлама пухӑнчӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ку уява ҫимӗк кунӗнче уявлаҫҫӗ.

Уява Пакӑшри ял клубӗ умӗнчи лапамра ирттерчӗҫ. Чи ҫӳллӗ йывӑҫ ҫине Чӑваш Енпе Раҫҫей Федерацийӗн ялавӗсене ҫакрӗҫ, уяв лаптӑкӗ йӗри-тавра тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакса тухрӗҫ. Хӗвел тӳпене хӑпарса ҫитнӗ тӗле ятарласа вырнаҫтарнӑ динамиксенчен пӗтӗм таврана юрӑ шӑранма пуҫларӗ.

Уяв ячӗпе пурне те Владимир Иванов саламларӗ. Малалла вара ял кунӗн уявне ертсе пыма Елена Даниловӑна шантарса пачӗҫ. Пакӑш ял клубӗн администраторӗ пухӑннӑ халӑха тӗрлӗ ӑмартусемпе вӑйӑсене явӑҫтарчӗ. Ытларах ӗнтӗ вӑл вӑйӑсене ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнчӗҫ.

Уявра хӑйӗн пултарулӑхне «Любава» професионаллӑ музыка ушкӑнӗ те кӑтартрӗ. Ҫамрӑк солистка Елена Терентьева вара пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

Уяв спорт мероприятисемпе вӗҫленчӗ — халӑх футболла вылярӗ, кире пуканне йӑтрӗҫ. Ӑмӑртусемпе вӑйӑсенче мала тухнисене уяв спонсорӗ Александр Иванов (вӑл ку ялта ҫуралнӑ, халӗ ОАО «Оргсинтезра» /Хусан/ ӗҫлет) парнесем пачӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть