
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи вӗрентекен Татьяна Тарасова «Раҫҫейри ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра тупӑшма кайнӑ. Ӑмӑрту Белгород хулинче иртет.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулта республика шайӗнчи конкурс пулнӑ. Унта ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗпе хавхалантарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн ентешӗн пӗрремӗш тӗрӗслев витӗр тухма тивӗ, вӑл – педагогран илнӗ интервью. Темиҫе кунран вара вырӑнти шкул ачисемпе уҫӑ урок ирттерӗ.
Экспертсем ӗҫне пысӑка хурса хакласан Татьяна Тарасовӑн финала Мускав хулине каймалла пулӗ. Финал унта авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.
Ентеше ӑнӑҫу сунатпӑр!

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ аса илӳ каҫӗ иртӗ.
Геннадий Арсентьевич театрта 1983 ҫултанпа ӗҫленӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ансат психолог тата философ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем чаршав хупӑнсан та сцена ӑстипе пулнӑ.
Актер хӑйӗн пурнӑҫӗнче ытти артистпа пӗрле Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ӗпхӳ сценисем ҫине тухнӑ. Тӗрӗк халахӗсен «Туганлык» (1991) и «Науруз» (2002) фестивалӗсенче ҫӗнтернӗ.
Аса илӳ каҫӗнче пурнӑҫран ир уйрӑлса кайнӑ ӑстана унпа пӗрле ӗҫленисем, ҫывӑх ҫыннисем аса илӗҫ, фото- тата видеоматериалсем пулӗҫ.

Чӑваш Енри педагогсем Класс ертӳҫисен пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑнӗҫ.
Мероприяти авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ. Кӑҫал ӑна улттӑмӗш хутчен йӗркелеҫҫӗ. Унта ҫӗршывӑмӑрӑн мӗнпур регионӗнчи 700 учитель пуҫтарӑнӗ. Вӗсем ятарлӑ конкурс витӗр тухнӑ. Унта хутшӑнма вара 43 пин ытла заявка пуҫтарӑннӑ.
Сумлӑ йыша Чӑваш Енри 6 учитель лекнӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Канашран, Ҫӗмӗрлерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Шупашкартан тата Комсомольски районӗнчен.
Форумра класс ертӳҫисем валли ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ, ачасене воспитани парас енӗпе ӗҫлекен экспертсем тухса калаҫӗҫ.
Сӑмах май каласан, форума инҫет ҫыхӑну мелӗпе те хутшӑнма пулать. Онлайн-трансляцие итлес тесен авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен регистрациленмелле.

Шупашкар хулинчи ӳнерҫӗ Елена Макарова Пӗтӗм тӗнчери «Арт-портрет» портрет ӑсталӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл ҫак уйӑхра Мускаври хальхи искусствӑсен «Гоголь Арт» центрӗнче иртнӗ.
Конкурса Илья Репин ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курава Гоголь бульварӗнче ҫурла уйӑхӗн 5-16-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта живопись, графика, акварель, скульптура, сӑнӳкерчӗк тата портрет ӗҫӗсене кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫе Илья Репин ячӗллӗ медале панӑ.
Палӑртса хӑварар: Елена Макарова 1983 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти 6-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ, Виктор Бритвин тата Александр Федосеев патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Кайран вӑл Питӗрти Илья Репин ячӗллӗ ӳнер академийӗнче вӗреннӗ, унта Андрей Пахомов патӗнче кӗнеке графикин мастерскойӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.
Елена Макаровӑн ӗҫӗсем Мускаври, Санкт-Петербургри, Аслӑ Устюгри, Котласри тата Шупашкарти музейсенче, харпӑр коллекцисенче упранаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пур. Вӗсен йышӗнче – «Ефремов купса портречӗ», Геннадий Айхи поэтӑн акварель портречӗ.

Мускавран лайӑх хыпар ҫитнӗ! Чӑваш Енри халӑх фольклор ансамблӗ «Укӑлча» Мускав хулинче иртнӗ «Вырӑс уйӗ» юбилейлӑ фестивальте пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Фестиваль нумаях пулмасть, иртнӗ канмалли кунсенче, пулнӑ.
«Укӑлча» халӑх фольклор ансамблӗ – Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчен. Пултарулӑх ушкӑнӗ фестивальте авалхи чӑваш туйӗн пайне кӑтартнӑ. Ҫапла вӗсем «Йӑла-йӗрке вӑйӗ» конкурсра чи пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: ансамбле 1988 ҫулта йӗркеленӗ. 1999 ҫулта вӑл халӑх ятне тивӗҫнӗ. Хальхи вӑхӑтра ансамбле Алевтина Щитинина ертсе пырать. Коллектива тӗрлӗ професси ҫыннисем ҫӳреҫҫӗ – вӗсене пурне те чӑваш культурине юратни пӗрлештерет.

Раҫҫейӗн ҫӑкӑр карттине хатӗрленӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мускаври славянсен ӳнерӗн регионсем хушшинчи XV пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) ят панӑскере Чӑваш Енри делегаци те хутшӑннӑ.
Сцена ҫине халӑх ташшин «Суварята» ача-пӑча ансамблӗ тата чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тухнӑ. Халӑх наци йӑли-йӗркин конкурсне вара «Укӑлча» ансамбль хутшӑннӑ.
«Хитре» этнобренд Мускава кайнӑ. Унӑн «Бабушкин сундук» (чӑв. Асанне арчи) коллекцийӗ халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тӗпе хурса хатӗрленӗ тумтирӗпе паллаштарнӑ. «Ириски» гастробренд та хӑйӗнпе паллаштарнӑ.
Чи пӗлтерӗшли вара — Раҫҫейӗн ҫӑкӑр картти. Унӑн тӑршшӗ 7,8 метр, сарлакӑшӗ 4,3 метр. Чӑваш Ен карттӑ валли хура ҫӑкӑр хатӗрленӗ.

Чӑваш наци телерадикомпанийӗнче ӗҫлекен журналистӑн тата тӗпчевҫӗн Элтияр (чӑн ячӗ Алексей) Александровӑн черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл «Вуникӗ утӑм» ятлӑ.
Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене прозӑллӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Палӑртса хӑварар: пӗлтӗр ҫамрӑк журналистӑн тата тӗпчевҫӗн пӗрремӗш кӗнеки тухнӑ. Вӑл «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ. Ку кӗнеке Мускав хулинче кун ҫути курнӑ.

Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти Введени чиркӗвне Спиридон святителӗн ҫӗрмен ӳтне илсе килӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Корфу утравӗнчен Раҫҫее Спиридон Тримифунтский святителӗн сылтӑм аллине илсе килнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӑл пирӗн ҫӗршыври 13 хулара пулӗ. Ҫав шутра – Шупашкарта та. Ку православи тӗнне ӗненекен миллион-миллион ҫыншӑн христанлӑхри чи сумлӑ святоя кӗлтумалли май пулӗ.
Питӗ кӑмӑллӑ: святой чи малтан Шупашкара ҫитӗ. Вӑл кӗҫнерникун 9 сехет ҫурӑран пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗччен 15 сехетчен Введени чиркӗвӗнче пулӗ.
Унтан ковчег Хусан хулине ҫул тытӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Чулхула облаҫне илсе кайӗҫ. Юлашкинчен Мускав хулине ҫитӗ.

Шупашкар районӗнчи Хурамакассинче пурӑнакан мӑшӑр ҫӗр ҫырли туса илет. Кун валли вӗсем патшалах пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.
Елена Никифорова 2024 ҫулта «Агростартап» гранта тивӗҫнӗ. Патшалӑх хӗрарӑма 4 миллион тенкӗ укҫа панӑ. Унпа ҫемье 75 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унччен ҫулталӑкра 3 тонна ҫырла татнӑ пулсан, халӗ 12 тонна пуҫтарса илеҫҫӗ.
Пӗлтӗр фермерсен ҫемйи каллех патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ. Хальхинче — 10 миллион тенкӗ. Унпа ӗҫчен мӑшӑр 55 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унсӑр пуҫне темиҫе ретлӗ теплица, тумлакпа шӑвармалли тытӑм илсе вырнаҫтарнӑ. Кун пек теплицӑра ҫанталӑк епле пулассинчен хӑрамалла мар.
Ҫырлана мӑшӑр пысӑк федераци сечӗсене те ӑсатать, ҫав шутра — Хусана, Мускава тата Екатеринбурга.

Шупашкар хулинче пурӑнакан 17 ҫулти Тимофей Петров «Ну-ка, все вместе!» шоуна хутшӑнса жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ.
Нумаях пулмасть пирӗн ентеш «Россия 1» каналпа кӑтартакан музыка проектне хутшӑннӑ, вӑл Benson Boone — "In the Stars" ятлӑ юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: жюрисенчен пӗри вӑл ӑна оригиналтан та лайӑхрах юрланине палӑртнӑ.
Каласа хӑварар: Тимофей Мускав хулинче Гнесинсен ячӗллӗ училищере 2-мӗш курсра «Эстрадӑпа джаз юрласси» специальноҫпе ӑс пухать. Кунсӑр пуҫне вӑл ташлать, ку енӗпе ӑсталӑха 9 ҫул туптать. Тата, тӗлӗнмелле те, арҫын ача пулсан та вӑл десертсем хатӗрлеме юратать.
