Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян 6:26 сехетре Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чартаклӑ районӗнче «Мускав – Челепи» маршрутпа ҫӳрекен пассажир пуйӑсӗн 7 вакунӗ рельс ҫинчен тухса кайнӑ. Пуйӑс Мускава кайма тухнӑ.
Авари вӑхӑтӗнче унта 415 ҫын пулнӑ. 7 пассажир, ҫав шутра 1 ача, аманнӑ. Вӗсене медпулӑшу параҫҫӗ.
Чукун ҫулӑн ҫак пайӗ ҫинче пуйӑссем ҫӳреме чарӑннӑ. Авари вырӑнне Чӗмпӗрти, Пӗкӗлмери, Сызранти тата Рузаевкӑри юсав пуйӑсӗсем килмелле. Ҫавӑн пекех вырӑнта оперативлӑ штаб йӗркеленӗ.
Халӗ специалистсем сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ, тӑкака шутлаҫҫӗ. Вырӑнта Следстви комитечӗн криминалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Agabazar // 1933.12.8563
2026.04.03 11:59 | |
Чартаклӑ районӗ Чӗмпӗр облаҫӗнчи чăвашсем уйрăмах йышлăн пурнакан районсен шутне кĕрет темелле. | |
