Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кивҫурткасси

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ округӗнчи «Туҫи — Кивҫурткасси» патӗнче, пулнӑ аварире 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хавал» водителӗ ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен. Машина кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӗр пассажир салонран тухса ӳкнӗ, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Теприне больницӑна илсе кайма тухнӑ, анчах вӑл ҫул ҫинче сывлама пӑрахнӑ.

Водитель йывӑр суранланнӑ, ӑна Шупашкарти больницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Пӑтӑрмахсем
103news.com сӑнӳкерчӗкӗ
103news.com сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Шупашкар районӗнче 51 ҫулти хӗрарӑм пушарта шар курнӑ. Ӑна Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.

Вут-ҫулӑм Кивҫурткасси ялӗнче алхасма тытӑннӑ. Маларах асӑннӑ хӗрарӑм инкекре пиҫсе кайнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ таран шар курнӑ. Вӑл хӑнана пынӑскер пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар пирус туртнӑ чух асӑрханманран тухма пултарнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче кил хуҫи арҫынни килте пуман.

Кӑҫал пирӗн республикӑра 1493 хутчен пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 87-ӗн суранланнӑ. 182 ҫынна пулӑшма май килнӗ.

 

Республикӑра

Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра цифра телекуравӗ вӑйлӑ аталанса пырать. Раҫҫейӗн телевиденипе радио трансляцилекен станцийӗн Чӑваш Енри филиалӗ цифра эфирне юлашки вӑхӑтра икӗ мультиплекспа ӗҫлеттерсе янине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗрремӗш мультиплексри каналсене Хӗрлӗ Чутай тата Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансем курма тытӑннӑччӗ.

Пӗрремӗш мультиплекс халӗ Шупашкар районне те ҫитнӗ. Тӳррипе каласан, вӑл тӑрӑхрисенчен хӑшӗсем ӑна маларах та тытатчӗҫ-ха. Анчах сигнал Ҫӗрпӳрен тата Шупашкартан килетчӗ. Халӗ, ав, цифра телекуравӗ тата ытларах ҫемьене ҫитӗ. Анчах ун валли DVB-T2 стандартлӑ телевизор е ун йышши антенна кирлӗ тата дециметр диапазонлӑ антенна туянмалла.Пӗрремӗш мультиплексри каналсене 46-мӗш телеканалта тытма пулать.

Пӗрремӗш пультиплекс вунӑ телеканала трансляцилет. Ҫывӑх вӑхӑтра унта иккӗмӗш мультиплекса та ӗҫлеттерсе ярӗҫ, тен. Унта та, сӑмах май, вунӑ канал.

Цифра телекуравӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене 8 800 220 2002 тӳлевсӗр номерпе е 8(8352) 48-74-47 номерпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть