Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Дубай

Тӗнчере
«Лахта Центр» башня. lakhta.center сӑнӳкерчӗкӗ
«Лахта Центр» башня. lakhta.center сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче Дубай хулинче тӗнчери чи ҫӳллӗ хӑна ҫурчӗ уҫӑлӗ. Ciel Dubai Marina отель 82 хутлӑ пулӗ. Кун пирки Дубай правительствин пресс-служби пӗлтернӗ.

82 хутлӑ хӑна ҫурчӗ 377 метр ҫӳллӗш пулӗ. Паянхи куна Дубайӗнчи чи ҫӳллӗ ҫурт — 356 метр.

Паянхи куна Мускаври «Федераци – Хӗвелтухӑҫ» башня 374 метр ҫӳллӗш, вӑл 97 хутран тӑрать. Башньӑна 2017 ҫулта хӑпартнӑ. Мускаври ҫав башньӑран те ҫӳллӗрех ҫурт — Питӗрти Финн кӳлмекӗн хӗрринче вырнаҫнӑ «Лахта Центр» башня, вӑл 462 метр ҫӳллӗш, вӑл 87 хутран тӑрать. Унта ҫынсене хӑпарса пӑхмалли лапам 365 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215545
 

Тӗнчере
behance.net сӑнӳкерчӗкӗ
behance.net сӑнӳкерчӗкӗ

«S7 Airlines» авиакомпани хӑйӗн самолечӗсене Мускавран Дубая вӗҫтерме тытӑннӑ. Кун пирки авиакомпанин пресс-служби пӗлтернӗ.

Рейссене икӗ аэропорта уҫнӑ: Дубая тата Аль-Мактума. Самолётсем эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫӗҫ. Тунтикунсерен — Дубая, Аль-Мактума — юнкунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/190964
 

Культура
Елена Атаманова сӑнӳкерчӗкӗ
Елена Атаманова сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Турцири Стамбул хулинче Пӗтӗм тӗнчери журналсен 11-мӗш куравӗ уҫӑлнӑ.

Унта пурӗ 34 ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра — Раҫҫей, Македони, Болгари, Ирак, Иран, Дубай, Косово, Венгри, Палестина, Египет, Казахстан, Узбекистан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Молдова, Туркменистан...

Турцинчи курав хутшӑнакан Елена Атаманова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейрен виҫӗ республика хутшӑннӑ: Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан. Елена Атаманова «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «тӗрлӗ халӑх ҫыннисем» куравра «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсене пахаланӑ, алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

«Турцин культурӑпа туризм министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ахмед Демирджан хӗрӗпе Невапа килчӗ. Нева "Теттепе" кӑсӑкланчӗ, пӗрле вӗренекен тусӗсене шкулта чӑваш журналӗпе паллаштарасси пирки каларӗ», — тесе ҫырнӑ хыпарта.

 

Статистика
realnoevremya.ru сӑнӳкерчӗкӗ
realnoevremya.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Раҫҫее чикӗ леш енче тӑрса юлнӑ ентешсене ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Хальхинче самолет Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен Хусана килсе ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулнӑ.

Дубай хулинчен Тутарстана вӗҫсе килнӗ самолетра Раҫҫей ҫыннисем 158-ӑн пулнӑ. Чӑваш Ен ҫыннисем пирки маларах каларӑмӑр та, вӗсен йышӗнче икӗ ача таврӑннӑ. Ентешӗмӗрсене Муркаш районӗнчи обсерватора ӑсатнӑ.

Паянхи куна чикӗ леш енче Чӑваш Ен ҫыннисем тата 233-ӗн тӑрса юлнӑ, ҫав шутра ҫул ҫитменнисем – 31. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн 179 ҫынна тӑван тӑрӑха таврӑнма пулӑшнӑ. АПШран, сӑмахран, 35 ҫын килсе ҫитнӗ, Индирен – 29, Таиландран – 16, Китайран – 9.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын