
Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пурӑнакан кинемей, «Амӑшлӑх медалӗн» кавалерӗ, ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ Васелиса Рублева 100 ҫул тултарнӑ.
Васелиса Карповна ҫак ялтах 1925 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ, нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ. Хӗре Тӑвай ҫывӑхне окоп чавма илсе кайнӑ. Вӑл Вӑрнарта тата Етӗрнере вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте те ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Васелиса Григорий Фадеев тракториста качча тухнӑ. Анчах шӑпа вӗсене пӗрле 5 ҫул кӑна пурӑнма пӳрнӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм икӗ ачапа юлнӑ, виҫҫӗмӗшӗ ҫире пулнӑ. Кайран вӑл тепре качча кайнӑ, Виталий Рублевпа тӑватӑ ача ҫуратнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ, счетовод, кладовщик пулнӑ.
Паянхи кун вӑл кӗҫӗн хӗрӗпе Розӑпа пурӑнать. Халӗ унӑн – 14 мӑнук, 21 кӗҫӗн мӑнук, тата вӗсен 7 ачи.

Вӑрнарти 2-мӗш шкулта агрокласс уҫӑлнӑ. Вӑл республикӑра – ҫиччӗмӗш.
Класра ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ, ҫавна май ачасем шкултах тӗпчевсем, сӑнавсем тума пултараҫҫӗ. Агрокласа уҫнӑ кун ӑсталӑх класӗ иртнӗ: ачасем юман йӗкелне лартнӑ.
Палӑртмалла: класа уҫма «Август» фирмӑн «Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ» спонсор пулӑшӑвӗ панӑ.

Мускавра, Федераци Канашӗнче, «Семья года» (чӑв. Ҫулталӑк ҫемйи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Унта «Золотая семья» (чӑв. Ылтӑн ҫемье) номинаци те пур. Унпа 30 ҫул ытла пурӑннӑ мӑшӑрсене чыслаҫҫӗ.
Ку номинацире саккӑр ҫемье палӑрнӑ. Улттӑмӗш вырӑна Шупашкарти Тихоновсем йышӑннӑ.
Иван Александрович тата Валентина Евгеньевна Тихоновсем 32 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Икӗ хӗрпе виҫӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Кил хуҫи, Иван Александрович, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ, Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗмӗрне тӑван тӑрӑхра ӗҫлесе ирттернӗ. Унӑн мӑшӑрӗ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Валентина Евгеньевна та, ҫав заведенире вӗреннӗ. Халӗ Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче ӗҫлет.

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнара Раҫҫей халӑх артисчӗ, эстрада юрӑҫи Дмитрий Маликов килӗ. Ҫав кун поселокра Химик кунӗ иртӗ.
Уяв «Август» паркра 11 сехетре пуҫланӗ. Малтан «Парящее сердце» скульптурӑна уҫӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ, ӗҫре ҫитӗнӳсем тунисене чыслӗҫ. Кунӗпех ӑсталӑх класӗсем, квестсем, кӑпӑклӑ ташӑ каҫӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулӗҫ.
19-23 сехетсенче сцена ҫине «Кристалл» шоу-балет, «Дорогуго» кавер-ушкӑн тата Дмитрий Маликов тухӗҫ. Концерта 6 ҫултан аслӑраххисем курма пултараҫҫӗ.

Нумаях пулмасть республикӑна «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килсе кайнӑччӗ. Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ акципе килӗшӳллӗн, вӑл каллех пирӗн пата ҫитӗ. Пуйӑс Чулхула чукун ҫулӗн 45 станцийӗнче чарӑнӗ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра вырнаҫнисенче те.
Пирӗн республикӑна пуйӑс ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитӗ. Вӑл «Ҫӗмӗрле», «Вӑрнар», «Канаш1» станцисенче чарӑнӗ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Улатӑр тата Шупашкар урлӑ иртӗ. Чарӑнура 20 минутран пуҫласа 1 сехет таран пулӗ.

Чӑваш Енре ҫурхи сунар тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑхра сунар улӑх-ҫаранне икӗ зонӑна уйӑрнӑ: пӗрремӗш тата иккӗмӗш. Кашни зонӑра сунар тапхӑрне палӑртнӑ.
Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне, Тӑвай районӗсем.

Абхазире пӗрремӗш президента Владислав Григорьевич Ардзинба халалласа Пӗтӗм тӗнчери уҫӑ турнир иртнӗ. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Каратэ енӗпе иртнӗ турнирта 10-17 ҫулсенчи хӗрачасемпе арҫын ачасем вӑй виҫеҫҫӗ.
Чӑваш Енрен 10 спортсмен кайнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ – Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗрекенсем. Андрей Петров кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ, Макар Гурьев вара пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

Вӑрнарта Светлана Давыдова хӑйӗн куравне йӗркеленӗ, ӑна «Хӗрарӑмӑн чун киленӗҫӗ» ят панӑ.
Светлана поселокри Йӑла ҫуртӗнче ӗҫленӗ, машинӑпа хитре япаласем ҫӗленӗ. Мӑшӑрӗпе 4 ача ӳстернӗ, халӗ 8 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Анчах алӑ ӗҫӗ ӑна паянхи кун та кӑсӑклантарать. Унӑн ӗҫӗсемпе куравра паллашма пулать.
Пэчворк техникипе ҫӗленӗ вырӑн ҫиттисем тӗлӗнмелле хитре. Вӗсенче сюжетлӑ картинӑсене те асӑрхама пулать.

Вӑрнарта пурӑнакансем такам пӑшалтан пенӗ сасса илтнӗ те кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсем пӑшал евӗр япала йӑтнӑ арҫынна та курнӑ.
Вырӑна полицейскисем тата район прокурорӗ ҫитнӗ. Пӑшаллӑ арҫын вара алӑка уҫма хирӗҫленӗ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем ҫурта чӳрече урлӑ кӗрсе арҫыннӑн пӑшалне туртса илнӗ.
Перекенни – Хусанти 42 ҫулти арҫын, вӑл больницӑра шутра тӑрать. Халӗ тӗрӗслев пырать. Ӑна район прокурорӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрать.

Вӑрнарти музейра ҫимелли чечек мӗнле тӑвассипе ӑсталӑх класӗ иртнӗ.
Кӑлпасси, сыр, мӑйӑр... – тӗрлӗ ҫимӗҫпе усӑ курса вӗсем хитре ҫыхӑ хатӗрленӗ.
Мӗроприяти хыҫҫӑн пурте сӗтел хушшине ларса пылак ҫимӗҫпе чей ӗҫнӗ. Пурне те килӗшнӗ. Ҫавӑнпа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне те ҫавнашкал мероприяти йӗркелеме ыйтнӑ.
