Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем полицейски ӗҫченӗ Кӑркӑстана кайма тӑнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 200 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ют ҫӗршыва тухса кайма тӑнӑ ҫын халӗ йӗрке хуралӗнче ӗҫлемест-ха. Апла пулин те унӑн ют ҫӗршыва кайма юраман. Мӗншӗн тесен вӑл патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑнна саккуна пӑснӑ.
Ҫав арҫын 2017-2024 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗнче тӑрӑшнӑ, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланакан даннӑйсене пӗлсе тӑнӑ. Ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн унӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен урӑх ҫӗршыва кайма юраман.
Экс-полицейски чӳк уйӑхӗччен тӑхтаса тӑрас темен, пӗльӗрхи пуш уйӑхӗнче Кӑркӑстана кайса килес тенӗ. Ҫавӑншӑн ӑна суд 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ.
