Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче 22 ҫулти арҫын ҫыгга вӗлернӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗшщ статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку вӑл ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнине, ҫавна пула асӑрханмасӑр вӗлернине пӗлтерет.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл хулари Хусанкай урамӗнче пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Хӑй мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнине сӑмахпа ӑнлантарса парас темен курӑнать, ҫын ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Ӑна пуҫӗнчен икӗ хутран кая мар ҫапнӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ-ха, анчах ӑна ҫӑлса хӑварма май килмен. Шар курни сиплев учрежденийӗнче вилсе кайнӑ.
Ҫынна хытӑ хӗнесе пӗтернӗ ҫамрӑка хальлӗхе хупса хунӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе специалитсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
