Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫырла фестивалӗнче «Пахчаҫӑ моди 2.0» конкурс иртет. Ял хуҫалӑх министерстви пурне те унта ҫемйипе хутшӑнма чӗнет.
Унта пахчаҫӑсен хӑйне евӗр тумсемпе килмелле, йӑрансен хушшинче те илемлӗ ҫӳреме май пуррине кӑтартмалла.
Конкурса пӗччен те, ҫемьепе те хушӑнма пулать. Пӗр сӑмахпа, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр. Тӗплӗнрех ҫак каҫӑпа кайсан пӗлме пулать: https://xn--80adcefsfumi1bmx0hya7a.xn--p1ai/tpost/o4anniicp1-moda-sadovoda-20.
Аса илтерер: ҫырла фестивалӗ ҫурла уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче ирет. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти «Пехет» агромаркетра пулӗ. Тепӗр кунхине Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнчи питомникре фестиваль хӑнисем пухӑнӗҫ.
