Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре тракторист-машиниста вӗренсе тухакансем йышланса кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Гостехнадзорта пӗлтереҫҫӗ.
Гостехнадзор ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2200 ҫынна кун пек удостоверени панӑ. Тракторист-машинист удовстоверенине илекенсен шучӗ юлашки пилӗк ҫулта 43 пинрен 57 пине ҫитнӗ.
Тракторист-машинистсене пирӗн республикӑра 20 автошкулпа вӗренӳ центрӗнче вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Экзамена Гостехнадзорта тытаҫҫӗ, удостоверение Патшалӑх пулӑшӑвӗсен поратле урлӑ самантрах илеҫҫӗ.
