Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.6 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ача пахчисемпе шкулсенче вырӑсла тата чӑвашла вӗрентесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.06.2026 18:13 | 584 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Чӑваш Республикинчи ҫичӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи ачасене вырӑсла тата чӑвашла вӗрентме тытӑнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров.

Министерство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак сӑнав лапамӗсем полилингваллӑ хутлӑха йӗркелемелли проектӗн пӗр пайӗ пулӗҫ. Ҫакна чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра кӑна мар, вӗренӳре те усӑ курччӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Енри делегаци Хусанти «Адымнар» вӗрентӳ комплексӗпе паллашнӑ: унти вӗрентӳ ӗҫне, вӗренӳ материалӗсене, уроксен структурине, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвне тишкернӗ. Ҫавӑн пекех Пушкӑрт Республикин тата Ҫурҫӗр Осетин вӗрентӳ системисемпе паллашнӑ.

Ҫапла майпа ЧР Вӗрентӳ институчӗ педагогсене курссем хатӗрлеме, чӑвашла математика терминӗсен словарьне тата шкулсем валли методика материалӗсем тума хушнӑ.

Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: ача пахчисенче «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ.

#чӑваш чӗлхи, #ача пахчисем, #шкулсем, #тӳре-шара, #Хусан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Николай Максимов // 1838.07.1269
2026.06.08 09:11
Эпир 7 класлă шкулта пур предметсене те (математика - зоологи таранах) чăвашла вĕреннĕ, вырăс чĕлхи çине 8-мĕш класра куçнă. Кайран, университета кайсан, çакна ăнлантăм: пĕлÿ тĕлĕшпе эпĕ вырăс шкулĕ пĕтернисенчен нимпе те катăк мар иккен. Сăмах май, эпĕ, чăн чăваш ачи, "вырăс чĕлхипе литератури" уйрамне кĕнĕччĕ.
Пăшатан // 5702.3.4097
2026.06.08 10:12
ним те туманни мар ĕнтĕ. çапла калăпăр халлĕхе.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем