Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Хальхи чӑваш активисчӗсем е Автовазпа мерседес

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.04.2026 19:46 | 250 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Паян ман пата ҫыру килчӗ. Апла-капла тенӗ, эпӗ сирӗн ресурспа куллен паллашатӑп, тесе пӗлтернӗ. Эпир, чӑваш чӗлхи вӗренмелли мобиллӗ приложени хатӗрлерӗмӗр тенӗ, ҫакӑн пирки сайт урлӑ халӑха пӗлтерме ыйтнӑ.

Мӗнех, аван ӗҫ. Смартфонпа чӑвашла вӗренме май туса панӑ. Пулӑшмалла ӗнтӗ. Пулӑшӑпӑр та.

Ку приложение App Store-ре тата RuStore-ре уҫласа илме пулать. Ҫитес вӑхӑтра — Google Play-ра та уҫласа илме май пулӗ. Приложени пирки тӗплӗнрех ҫак сайтра пӗлме пулать: hamoryal.org.

Анчах, ҫакӑнта маншӑн ӑнланма йывӑр япала сиксе тухрӗ. Пӗлетӗр-и мӗн? Ҫырава вырӑсла ярса панӑ. Юрӗ, вырӑсла ҫыру ҫырма меллӗрех пулнӑ пуль, тен, хӑйсем те чӑвашла вӗренеҫҫӗ кӑна пуль.

Ҫырура сайт адресне те кӑтартнӑ. Уҫса пӑхас терӗм, мӗнле ушкӑн, мӗнле ачасем ҫакӑн пек аван ӗҫ пуҫарнӑ. Уҫрӑм та — сайт вырӑсла!

«Наследие Булгар и мощь Огурских степей…», «В огромной семье тюркских языков он стоит особняком, являясь единственным уцелевшим представителем огурской группы…», «Дошло до того, что современные школьники изучают произведения великого чувашского поэта Ҫеҫпӗл Мишши (Михаила Сеспеля) на русском языке, а не на языке автора…» Мӗнле кӑна чӑваш чӗлхине мухтаса пӗтермен пуль! Анчах, йӑлт вырӑсла… Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене шкулта вырӑсла вӗрентнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, анчах хӑйсем те вӗсенчен инҫе кайман вӗт! Хӑйсем те чӑваш чӗлхине вырӑсла мухтаҫҫӗ!

Юрӗ, тетӗп, ку приложени чӑвашла вӗренмелли вӗт-ха, тетӗп. Приложени аудиторийӗ, тем тесен те, вырӑсла пӗлекенсем валли пулмалла ӗнтӗ. Ҫавна май страница вырӑсла пулнинчен, тен, тӗлӗнмелле те мар. Пӑхкаларӑм — тен, чӑвашла варианчӗ пур? Курмарӑм. Вӗҫнелле антарса пынӑ май аялта кӗтесре чӗлхе улӑштармалли вырӑна асӑрхарӑм. Ак, иккен, ӑҫта пытарнӑ! тетӗп. Халех пусрӑм та чӑваш чӗлхине шыра пуҫларӑм. Ҫук! Казахла, туркӑлла, акӑлчанла, азербайджанла пур. Пурӗ 10 чӗлхепе. Чӑвашла ҫук.

Ҫӳлерех кӑтартнӑ тӗслӗхсене ӗненес пулсан, Пӑлхарта, Огурсен хирӗнче шӑпах ӗнтӗ вырӑсла ҫырнӑ-калаҫнӑ ӗнтӗ, шӑп ҫавна пула чӑваш чӗлхи паянхи кунччен упранса юлнӑ ӗнтӗ. Аптрушки ҫав...

Ку лару-тӑру мана мӗн аса илтерчӗ-ха? Пӗр уйӑх каялла тетелте самаях Автоваз директорне сӳтсе яврӗҫ. Хайхи темле ҫынна интервью пачӗ те хӑйӗн Мерседесне кӗрсе ларса таҫта вӗҫтерчӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫакна «ҫулталӑк икӗпитлӗхӗ» тесе те хакларӗ.

Вӑт, ҫак чӑваш чӗлхи хастарӗсем те мана ҫавнашкал икӗпитлӗхе аса илтереҫҫӗ. Вӗсем те чӑваш чӗлхишӗн ҫунаҫҫӗ (Автоваз «Лада» туса кӑларнӑ пек), анчах кулленхи пурнӑҫра вырӑс чӗлхипе (Мерседеспа усӑ курнӑ евӗр) усӑ кураҫҫӗ*.

Тӑванӑмӑрсем! Енчен те чӗлхепе усӑ курмастпӑр пулсан, мӗн усси чӑваш чӗлхине аталантарни? 10 чӗлхепе хитре текст ҫырма май тупнӑ — хӑй чӗлхипе ҫырма вӑхӑт тупайман. Чӗлхепе усӑ курсан кӑна вӑл аталанать. Ӑна пӗлни ҫителӗксӗр.

Ҫавна май Автоваз директорӗнчен тӗслӗх ан илӗр, «Лада» кӑларатӑр пулсан, «Ладӑпа» ҫӳрӗр. Чӑваш чӗлхишӗн ҫунатӑр пулсан — чӑвашла усӑ курӑр.

 

Ҫывхарса пыракан чӑваш чӗлхи кунӗпе сире, тӑванӑмӑрсем!

 

___________

* кунта ҫак чӗлхе хастарӗсене кӑна мар асӑнма пулать. Хӑш-пӗр чӑвашсем те хӑйсене ҫавӑн пек тытнине курма пулать. Калӑпӑр, халӑх умӗнче чӗлхене хӳтӗлемелли, аталантармалли пирки хӗрӳ сӑмахсем тухса калаҫҫӗ та зала ларсан телефон тытса «Слушаю сыночек» тесе хуравлакансем те чылай.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ, #сайтсем, #тӗнче тетелӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимер Акташ // 2202.11.7895
2026.04.22 20:02
Килешмелле, Астахар!
Мана та 1950-меш сулсенче Шупашкарта вырасла кана верентне. Анчах Перестройка чух, 1980- меш сулсенченрен тепер хут таван челхене веренме пусласа тарашрам.
станьял // 3369.22.8249
2026.04.23 00:42
Мана вырӑсла ҫырнӑшӑн ятлаҫҫӗ. Ман ноутбукра чӑваш чӗлхи ҫукран ҫылӑха кӗме тивет... Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теҫҫӗ те ! Тата эпӗ хам пӗлекен пур чӗлхесемпе те ҫыркалама тӑрӑшатӑп. Сире те кут шӑтӑкӗнен ҫут тӗнчене тухса пӑхма сунатӑп. Чӗлхене чирлӗ ватӑ ҫынна кӳрентернипе хӳтӗлейрес ҫуках. Сӑлтавӗ капла шӑрпӑкланнипе кӑна уҫӑлмасть ҫав, суя туссем, каппайчӑксем...
Вырак // 3014.74.7853
2026.04.23 07:10
Америка уҫма кирлӗ мар.Кам чӑваш чӗлхишӗн "кӗрешсе" вӗрентӳ системинче ӗмӗр ирттернӗ , паллах,хӑйсен ачисемпе е мӑнукӗсемпе тӑван чӗлхепе калаҫмасть.Вӗсем халӑхшӑн тӑрӑшнӑ иккен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем