Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Бобровниковӑн текстне тишкернӗ май

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.01.2026 17:22 | 131 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

1905 ҫулта Н.А. Бобровников Патша манифесчӗ пирки текст кӑларнӑ, унта чӑвашсене Патшалӑх думине юрӑхлӑ ҫынсене суйлама чӗнсе каланӑ. 120 ҫул ытла унтанпа иртнӗ. Апла пулин те вӑл вӑхӑтри текст стилистики питӗ кӑсӑклӑ. Хӑй текстпа эсир Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.

Орфографи

Чи малтанах орфографие пӑхса тухар. Чӑн та, вӑл вӑхӑтра ҫирӗп орфографи правили пулман, ҫавна май йӑнӑшсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Ку кӗнекесене те вӑл вӑхӑтра наборласа ҫапнӑ — ҫакӑ та йӗр хӑварнӑ. Калӑпӑр, пӗр вырӑнта «кӗперне» тесе ҫырнӑ, тепӗр вырӑнта — «кӗпӗрне».

Халь эпир «уес» тесе ҫырма хӑнӑхнине «уяс» (уйас) тенӗ, ҫапла май вулама йывӑр «Хусан уйасин» (Хусан уесӗн) пулса тухнӑ.

Тепӗр вырӑн: «школа», «больница» сӑмахсем. 1905 ҫулсенче ку сӑмахсене чӑвашлатса ҫитереймен ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫапла ҫырнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан, 1920–1930-мӗш ҫулсенче сӑмахсене ытла та чӑвашлатнишӗн ятланӑ пулин те вӗсен ӗҫӗ чӑваш ҫырулӑхне витӗм кӳнӗ-кӳнех.

Лексика

Усӑ куракан сӑмахсем те кӑсӑклӑ: мальен, кайьен. Кӑнтӑр енчи чикӗ пирки ҫырнӑ чухне те «кӑнтӑрлари» тесе палӑртать.

Тӗрлӗ ял-хуласен ячӗсене мӗнле ҫырни кӑсӑклӑ: Сарӑту — Саратту; Ардатов — Ардатту. Самара вара вӑл вӑхӑтрах ҫапла ҫырнӑ. Йошкар-Олана икӗ тӗрлӗ ҫырса панӑ: Царевококшайск пек те Чар-Хула пек те. Иккӗмӗшне хӑлӑпра кӑтартнӑ, апла-тӑк ҫапла ӑнлантарса панӑ. Ӗпхӳ (Уфа), Пӗкӗлме (Бугульма), Ҫтерлӗ (Стерлитамак), Пелепей (Белебей) хуласен ячӗсене чӑвашла ятпа мар, вырӑслипе ҫырни тӗлӗнтерчӗ. Ҫав вӑхӑтрах Сызране «Сысран» тенӗ («сысрӑн» сӑмахпа пӗрешкел илтӗнет :) ).

Ку текста тишкернӗ май чӑваш уйӑх ячӗсемпе каярах усӑ курма тытӑнни палӑрать. Юпа уйӑхӗсем ҫук кунта, ҫурла уйӑхӗсем те — йӑлт октябрь, август таврашӗ. Ҫук, суятӑп! Текстра чӑн та пур вӗсем: пӗрремӗш пуплевӗшех «Ҫук ҫулта, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗш кунӗнче» тесе пуҫланать.

Километр вырӑнне «ҫухрӑмсемпе» усӑ курнӑ. Паллах, ку хӑнӑхнӑран.

Усӑ курма пӑрахнӑ сӑмах майлашӑвӗсем: «пӗр-пӗр ӗҫре ларать» (тепӗр май каласан вӑл е ку вырӑна йышӑнать), «пупра, учительре пурӑнаҫҫӗ» (кунта ҫакна ӑнлантарса памалла: ачасене пӗлӳ паракансене халӑх укҫа пухса тара тытнӑ, вӗсем вара ҫав укҫапа пурӑннӑ — ҫавӑнпа сапла каланӑ та пуль), «ҫӗр ҫисе тӑракан улпут» (мӗншӗн ҫапла каланӑ, тӑна илеймерӗм), «халӑхран пӗр 30 тенкӗ парас пулать» (хальхи вӑхӑтра «халӑхран пӗр 30 тенкӗ пухмалла» ҫырнӑ пулӗччӗҫ), «тӑкакшӑн тӑма юрамасть» (кун пек каланине вара сахал илтнӗ; хальхилле «тӑкака пӑхса тӑмалла мар»; «тӑкака шеллемелле мар» ҫырӗччӗҫ), «шалу ҫисе тӑмалла» (кӑна хальхилле менле каламаллине чухлаймарӑм), «ӗҫ тат» (кунта «ыйтӑва татса пар» тени пулас), «ҫырӑва ҫырса пустарма пар» (кунта алӑ пусасси пирки мар сӑмах, сӑмах пичетлесси ҫинчен пырать пулас), «Патша халӑха пӑхса тӑнӑ» (управлять тенине епле каланӑ).

Суйлакансене пулӑшасси пирки

Питӗ тӗплӗ суйласа янӑ ҫынсене мӗнле пулӑшу кӳмелли пирки ӑнлантарса панӑ. Кӗпӗрне хулинче пурӑнма та халӑхран укҫа пухма сӗннӗ, Питӗрте пурӑнма та. «Питӗре пӗр шалушӑн анчах кайсан ним усси те пулас ҫук», тесе палӑртнӑ. Ҫав ҫынна вара халӑх тара тытнӑ ҫын пек пӑхнӑ пулать — унӑн халӑх валли ӗҫлемелле пулнӑ. Халӑх сан валли укҫа пухнӑ вӗт — апла-тӑк, халӑхшӑн ӗҫле, уншӑн тӑрӑш, унӑн хуйхи-суйхишӗн шухӑшла.

Ыттисене те пулӑшасси

Тата тепӗр самант: Автор пӗр вырӑнта чӑвашсен, хура халӑхӑн пурнӑҫне пӗлекен ҫынна суйлама чӗнсе калать. Тепӗр вырӑнта вара хӑй халӑхӗшӗн, хӑйӗн уесӗшӗн кӑна тӑрӑшни япӑх тет. Ҫавнашкал ӗҫлени пӗр-пӗринпе тавлаштарма кӑна пултарать тет, ку лайӑх мар тет, никама та усӑ кӳмӗ тет. Аван шухӑш ӗнтӗ.

Текст пӗтӗмлетӗвӗ

Тексчӗ хӑй те тӗпчеме питӗ кӑсӑклӑ. Кунта эпир чӑвашсене мӗн-мӗн пӑшӑрхантарнине, халӑх хӑш енчен хӑйӗн пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшнине куратпӑр. Автор шкулсемпе пульницӑсем кирлине, чиркӳре кӗлле чӑвашла вулаттармаллине палӑртать. Текстпа паллашнӑ хыҫҫӑн хура халӑх Патшана пит шанни курӑнать (ӑна пысӑк саспаллирен асӑннӑ), анчах хӑйсен нуши пирки улпутсем (вӗсене ӗҫлӗ ҫын тениех мӗн тери кӑсӑклӑ!) урлӑ пӗлтерме тивнӗрен Патша вӗсен пурнӑҫӗ пирки пӗлсех каймасть. Автор шухӑшӗпе Патшалӑх Думи шӑпах халӑхӑн терт-нуши пирки тӳрремӗн Патшана ҫитерме май пурӗ.

Текстра пур халӑхпа та туслӑ пурӑнмаллине асӑннӑ. Автор чӑвашсемшӗн кирлӗ ыйтусене ҫӗклемелле тесе палӑртать пулин те, ҫав вӑхӑтрах ытти халӑхсен пурнӑҫӗ те пӗрешкел пулнине палӑртать: вӗсен нушисем пӗр пекрех. Чӑвашсенчен суйлама май килмесен ҫивӗч ыйтусене ытти халӑхсем урлӑ тӑратма сӗнет.

 

Х.К. Ку текста паян Чӑваш чӗлхи корпусне кӗртме хатӗрлерӗм. Ҫавна май хӑвӑрт кӑна кӑсӑклӑ вырӑнсем пикри ҫырса кӑтартас шухӑш ҫуралчӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#кӗнекесем, #истори, #политика, #чӑваш чӗлхи, #суйлав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3416.83.2497
2026.01.18 18:30
Agabazar
«орфографи правили пулман» пулсан, епле-ха орфографилле йăнăшсем пирки калаçма пулать????

Сăмах май каласан, вырӑс çырулăхĕнче те, патша саманинче, орфографи правилисем питех пулман темелле (ан хăрăр, Акапасар кунта сире суймасть, ĕненмесен — сумлă çăлкуçсем урлă тĕрĕслеме пултаратăр)



Эппин, çынсем тĕрĕс çырма правилăсене шĕкĕлчесе мар, пĕр-пĕрне пăхса вĕреннĕ темелле.

Чăн та, 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Грот академик çак япалана йĕркене кĕртме тăрăшса пăхнă.

Тавлашулла япаласем вырӑс çырулăхĕнче халь те пайтах. Сăмахран, Марий Эл теççĕ. Кунта дефис пулмалла. Анчах та леш ăнлавне Йошкар-Олари тиексем кĕртнĕ те (кайран Раççей Конституцине те кĕртнĕ) ним те тăваймастăн, ирĕксĕрех дефиссăр çирма тивет.

Анчах та чăвашла çирна чухне ирĕкрех туйма пулать (Акă, Чăваш халăх поэчĕ Николай Исмуков «Марий-Эл» пек кăтартнă, дефиспа).

Agabazar // 3416.83.2497
2026.01.18 18:47
Agabazar
Калас пулать, çухрăм сăмахпа усă курма никам та чармасть. Çыр! Яра пар!

Анчах та шута ил: километр тата çухрăм пĕр япала мар.

Енчен те спортсменсем 1000 меттăра чупса ăмăртаççĕ пулсан, ку вăл — километр.

Çухрăмĕ вара пин меттăртан кăшт ытларах пулать. Çакна шута илмелле.

Цитата. Тепӗр вырӑн: «школа», «больница» сӑмахсем. 1905 ҫулсенче ку сӑмахсене чӑвашлатса ҫитереймен ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫапла ҫырнӑ.Цитата вĕçĕ.

Çук, апла мар. Чӑвашлатса ҫитерейнĕ. Анчах та кĕнеке е хаçат кăларакансем — пурте вырӑсла лайăк пĕлекенсем. Çавăнпа вырăсли пекех çырма тарăшнă.

Хура халăх сăмахсене тÿрех «чӑвашлатнă».


«пупра, учительре пурӑнаҫҫӗ», тенĕ Плотников, цитатăласа.

Анчах та «учитель» тенине апла çирман вĕт!!! УЋЋИТТĔЛ — ÇАКĂН ПЕКРЕХ
Agabazar // 3416.83.2497
2026.01.18 19:34
Agabazar

Кам-ха вăл Н.А. Бобровников?

(Шпаргалкăсем çине пăхмасăрах калатăп, çавăнпа йăнăшсем те пулма пултарĕç).

вăл И. Я. Яколевăн арăмĕн пиччĕшĕ. Урăхла каласан, унăн хунчăкамĕ.

Çав вăхăт тĕлнелле Хусанти ютйахсен семинарине ертсе пынăччĕ пулас.

Паллах, текста вăл хăйех çырнă темелле. Эппин, чăвашла аван пĕлнĕ.

Унăн йăмăкĕ вара, Екатерина Алексеена Яковлева (Бобровникова), ĕмĕрĕпе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçленĕ пулсан та, чăвашла пĕлмен (е, асăрханарах, унашкал хыпарсем çук, тейĕпĕр).

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче Екатерина Алексеена упăшкине унтан сирпĕтсен те пĕр вăхăт ĕçленĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем