Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче кивӗ троллейбуссене ҫӳреттерме пӑрахӗҫ. Сӑнӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек ЗиУ-682 модель вырӑнне маршрутсем ҫине ҫӗннисем кӑна, УТТЗ6241 марккӑллисем, тухӗҫ.
Аса илтерер: республикӑра общество транспортне 2019 ҫулта ҫӗнетме тытӑннӑ. Ку таранччен Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 229 ҫӗнӗ троллейбуса маршрут ҫине кӑларнӑ.
Палӑртса хӑварар: регионта чи кивӗ троллейбуссенчен пӗри — АКСМ-101 модельлӗ троллейбус. Вӑл хула урамӗсемпе 26 ҫул ҫӳренӗ. Транспорт историйӗнче 001-мӗш номерлӗ троллейбус уйрӑм вырӑн йышӑнать. Вӑл лини ҫинче 1964-1978 ҫулсенче ӗҫленӗ. Вӑл – Шупашкарта троллейбус ҫӳреме тытӑннин символӗ.
