Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Катӑлнӑ уйӑхТаркăнМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Юрату йĕтесĕЧипер АннаАтăл шывĕ юха тăратьХуркайăк çулĕ

Телей уççипе парнеллĕ пултăм


Ыран Çĕнĕ çул тенĕ чух вăрмана чăрăш касма кайрăм. Йывăçсем хушшипе утса пынă чух пĕр мулкача куртăм та хăвалама тытăнтăм. Нумай чупрăм-и, сахал-и, пĕр шăтăка кĕрсе ӳкрĕм. Шăтăкĕ тарăн иккен, аран-аран анса çитрĕм. Пĕр пăрлă пӳлĕме кĕтĕм. Йĕри-тавра темĕн тĕрлĕ мăйрака. Эрешсем тейĕн вĕсене. Тĕлĕнсех кайрăм. Леш вĕçĕнче татах тепĕр алăк пур иккен. Хăра-хăрах тепĕр алăк патне утса кайрăм, ăна уçрăм. Пӳлĕмре тем пысăкăш чăрăш ларать, ăна çав тери хитре теттесемпе илемлетнĕ. Татах алăк курăнчĕ. Ку хутĕнче пĕр хăрамасăрах ун патне чупса пытăм. Алăка тĕкрĕм, вăл уçăлмарĕ. «Ман кĕсьере уçă пур-çке», — аса илех кайрăм эпĕ. Алăка уçрăм. Хăрамасăрах пӳлĕме кĕтĕм. Йăри-тавра ылтăн. Пĕр ватă ларать. Хăраса каялла тарма тытăнтăм, алăк хупăнса ларчĕ.

— Ан хăра манран, — тет хайхи мучи, — эпĕ санăн кăмăлна тивĕçтерĕп. Мĕн кирлĕ — ыйтма пултаратăн.

Хама валли компьютер кирли пирки эпĕ пачах манса кайнă.

— Компьютер! — кăшкăрса ятăм эпĕ.

Ман ума компьютер тухса та ларчĕ.

— Эсĕ ăна киле йăтса çитерейместĕн, — шеллерĕ мучи. Кĕçех ман ума лав çитсе те ларчĕ. Мучие тав сăмахĕ каларăм, çуна çине хăпарса лартăм. Мучи пĕрре шăхăрчĕ те, лашасем тапса сикрĕç.

Малалла

Тĕнче пек пысăк чĕмсĕрлĕх...


Тĕнче пек пысăк чĕмсĕрлĕх

Ыйтуллăн тинкерет.

 

Ун умĕнче эп кĕлмĕç тĕ

Патша — ун умĕнче.

Хăйсем камне пĕлеймĕç те

Ун çут ытамĕнче.

 

Ун вĕçĕ çук, сарлакăш те,

Пин-пин тымар ăшра.

Асаттесен аслашшĕ те

Çав тарăн шăплăхра.

 

Иртнĕ кунсен хусканăвĕ,

Çĕршер пин юнтымар.

Юрри-кĕвви, пуласлăхĕ...

Нимскер те манăçман.

 

Пĕртен-пĕр ырă тивĕçĕм

Килет халь ман ума:

Ӳпкевсĕр, тӳрĕ, тивĕçлĕн

Вĕçлесчĕ çак куна.

 

Ытла та пысăк чĕмсĕрлĕх...

Çук, чарăнмасть пăхма.

Таса юласчĕ ĕмĕрлĕх

Тĕнче умне тухма.

Ялт! вылять те çиçĕм...


Ялт! вылять те çиçĕм — çулăм-чăпăркка

Çухалать самантлăх Анатри Касра.

Çурхи ĕмĕт çӳллĕ, йăлтăр-чăпаркка...

Çакăн пек ачалăх юлчĕ ман асра.

 

Ясмăк пĕрчи — çăлтăр — янкăр тӳпере

Çуталать ачашшăн. Уйăхăм — пӳске.

Икĕ ĕмĕлке, ав, лăпкă кӳлĕре...

Çамрăклăхăм-яшлăх ма ытла кĕске?

 

Те паян... Ĕнерччĕ... Хурăн çулçине

Тем шутпа ӳкерчĕ сивĕ шыв çине...

Автобуспа


Автобусĕ пĕр хашкарĕ,

Пĕр вĕçтерчĕ çивĕччĕ.

Сывă пулах, Шупашкарĕ,

Эпир тепре киличчен!

 

Сывă пулăр, çыннисем,

Пăхса тăрса юлăрах.

Паян сиктĕр çĕнĕ çемĕ

Ман хаваслă юрăра.

 

Хула юлчĕ хыçала,

Сăрт хыçне пытанчĕ.

— Ларса куртăм, кăçалах,

Ларасса шанманччĕ... —

 

Кулать, сухалне сирсе,

Ман çумри мучийĕ.

Умра — вĕçсĕр уй-хирсен

Ылтăнланнă çийĕ.

 

Умра — вĕçсĕр çут инçет,

Инçете куç шăвăнчĕ.

Çут хĕвелĕн çуттинче

Тĕлĕрет çĕршывăмçăм.

 

Тĕлĕрмест вăл, ешерет,

Чечекре çĕршывăм ман!

Хаваспа тулать чĕре,

Пăхса пырса ывăнмăн.

 

Ыраш хумĕ уй урлах

Кусать, ăçта çитет-ши?

Мĕн чул жнейка та çурла

Ĕççине кĕтет-ши?

 

Çип пек тӳрĕ çулпала

Вĕçтеретпĕр çиллĕ.

Уяр тăрă çу — лĕпех,

Çут хĕвелĕ çӳллĕ.

 

Ак, вăрманĕ. Ак, Кӳкеç...

Апашран иртетпĕр-и, —

Хыçра урасем ӳкеç,

Лашине хĕртет пĕри.

Малалла

Шăхлич


Силпи улăхне кайса

Ешĕл варăш кĕпçинчен

Шăхлич турăм, каласа

Лартăм шурă чул çинче.

 

Каларăм эп каласса,

Анчах манăн шăхличе

Илтнĕ пек, ума тухса

Тăчĕ иртнĕ кив тĕнче.

 

Эпĕ мар, кĕтӳç ачи

Иванов кĕнекинче

Ларнă пек, Силпи тĕнчи

Килсе кĕчĕ шăхличе.

 

Шăпчăксем пĕр харăс пин

Кĕрсе ларчĕç шăхличе.

Тăчĕ шыв ăсса Нарспи

Çӳллĕ валак пуçĕнче.

 

Элчел хура пуласса

Хальхинче пĕлменнипе

Шĕвик-шĕвик шăхăрса

Анчĕ Сетнер лашипе.

 

Силпири Тукас каччин

Сар мăйăхлă тутисем

Шăхăрнă чух шăхличин

Хĕпĕртерĕç кĕввисем.

 

Савăнтăм та эпĕ шух

Лартăм шурă чул çинче,

Хам ура тапса ун чух

Вĕртĕм варăш шăхличе.

 

Лашине шăваракан

Çамрăк Сетнерпе пĕрле

Хаваслантăм та кăн-кан

Пăхрăм эп тӳпенелле.

 

Куртăм пĕлĕт хушшинче

Пĕрхĕт-кайăк вĕçнине,

Ун мĕлки те шыв çинче

Пăнчă пулса ишнине.

Малалла

Мулаххай


Таçтан тупнă çак ăçтиçук ята ашшĕпе амăшĕ. Малафей тесе ят панă ăна. Урамри ачасене урăх мĕн кирлĕ? Самантрах темĕн шутласа кăларма хатĕр вĕсем. Пĕррехинче Малафей урама мулаххай тăхăнса тухрĕ. Куçĕ çинех анса ларнăччĕ вăл. Ачасем ăна çийĕнчех Мулаххай тесе мăшкăллама тапратрĕç. Çыпçăнмаллипех çыпçăнса юлчĕ çак мăшкăл ят. Малтанах çапла чĕннине илтсен кӳренетчĕ вăл. Кайран хăнăхрĕ. Тепĕр тесен тăрăхласа панă ятсăр ача çук та, ахăр, вĕсен картишĕнче.

Мулаххай тантăшĕсемпе питех хутшăнса каймасть, хула тăрăх пĕччен çӳреме юратать. Акă паян та, шкултан таврăнсан, уроксем тукаларĕ те урамалла тухса уттарчĕ.

Вĕренессе вăл мухтамаллах вĕренмест: иккĕсем те пур унăн. Ывăлĕ урокра алхасса ларнăшăн амăшне пĕррехинче шкула та чĕнтернĕччĕ. Тепрехинче Мулаххая каçхине лавккара сулланса çӳренĕшĕн ача-пăчапа ёçлекен милици те тытса кайнăччĕ. Куншăн хытă лекрĕ ăна ашшĕнчен. Шкулта та, килте те ырă ят сахал илтнĕ ĕнтĕ Мулаххай ку таранччен.

Пĕр хăнăхнă йăларан хăтăлаймасть-çке Мулаххай.

Урамах туртать ăна. Тем те пĕр куратăн унта, тем те пĕр илтетĕн. Ӗнер ав вăл çĕрте сирĕм пус тупса пломбир та илсе çинĕччĕ.

Малалла

Кивĕ сăнӳкерчĕк


Те чăн пулни, те тĕлĕк

Килет шупка-кăваккăн...

Ĕнер пулни е ĕлĕк?

Ӳкерчĕкре — хăвах-и?

Паллаймăн та: кун-çулăн

Синкерĕ-и йĕрленĕ?

Кĕрхи тăванăм — сулхăн

Куçать, теме хĕрхеннĕн.

Çĕлен, çĕлен ăшшиллĕ

Кайсах каять-им кунăм, —

Пин эрешмен картиллĕ

Хĕвеллĕ ырăсунăм?

Кив патефон сасси пек

Ĕнĕрленет пĕр çемĕ;

Çинçеленет кĕр çипĕ

Хĕле васканăçемĕн.

Таçта тĕвви те пур пек:

Сенкерлĕхре çĕтетĕп,

Çулсен вăрахĕ урлă

Эп сан патна çитетĕп.

Анчах камра шыратăп

Айăпсене кутемĕн? —

Чун çурăлать шырланăн

Хăш чух хавшак этемĕн.

Ик ен — чанкки çыран пек.

Шăп варринче — ырмалăх

Кĕр çутипе сăрланнă

Каçса тухми çырмалăх...

Ан тив, ан тив, — кун-çулăн

Ĕлки пулин кĕр енлĕ;

Пĕрех куçать пек сулхăн

Пире кăна хĕрхеннĕн...

Туссем каяççĕ таврăнми


Туссем, туссем каяççĕ ăнсăртран...

Каяççĕ те — калла тек таврăнмаççĕ.

Тек таврăнмаççĕ — чун çути таçтан,

Çӳл тӳперен çитсессĕн пăрлă каçăн,

Тин тĕшмĕртен: виçесĕр Уçлăхран,

Элле — ăнкарайми тарăнлăхран

Çак çĕр çине туссем тек таврăнмаççĕ.

 

Мĕн чухлĕ ырлăх, ăшăлăх çути

Çумран çухалнине туйсан — хăратăп...

Пин çăлтăрлă тӳпе — Галактика çурти —

Сӳнмин-пĕтмин темле шартламара та!

Тĕнче — Чиркӳ пек... Шăпланса тăратăп —

Чун витĕр сăрхăнать çурта çути...

Каллех сисчевлĕн, çивĕччĕн туятăп:

Туссем, туссем каяççĕ таврăнми!..

Яраплан


Юрий Айдаша

Каçа юлнă яраплан пек,

Каçа юлнă яраплан пек

Вĕçрĕн-вĕçрĕн те — ăçта

Ларса канăн-ши, ăста?

 

Çĕр выртма та хӳтлĕх çук-им,

Лăш курма та канлĕх çук-им, —

Пĕлĕте эс ункăлан

Ларма вырăн çуккăран.

 

Йышăнса пĕтернĕ мар-и,

Йышăнса пĕтернĕ мар-и

Ирĕкленнĕ вырăна, —

Юлнă эс, кĕтмен хăна.

 

Çĕннисем унта хуçа халь.

Юттисем унта хуçа халь:

Йышăнмаççĕ ассине,

Тӳперен анассине.

 

Уçлăхпа тăванлансан та,

Ирĕкпе юмартлансан та,

Хăтлăх кирлĕ-мĕн чуна,

Пĕчĕк çеç яраплана.

 

Каçа юлнă ярапланăм,

Каçа юлнă ярапланăм,

Çаврăнатăн, çаврăнан —

Кампала сыв пуллашан?..

Сăпка


Шăллăмсене: Борьăна асăнса, Кальăна — ырă сунса

Телей курма çуратнă

Пиртен кашни çыннах,

"Кун-çул пулмин туратлă", —

Аннеçĕм каланах.

Атте ман ăсталанă

Хупран та хăваран

Сăпка — пепкелĕх анĕ —

Çакмашкăн маччаран.

Эп хам-и, эс-и — пур пĕр,

Сăпкаллă пурнăçа

Тутаннă... Техĕм пур пек,

Юлсан та вăл хыçа,

Аса илмешкĕн çитĕ, —

Пулнах пулĕ, ара,

Рехечĕ те, вăййи те

Çак çăмăл сăпкара.

Самайранах курманччĕ, —

Çукрах-мĕн килсенче.

Сухапуç пек суйланчăк

Вăл юлчĕ-шим, тĕнче?

Тĕнче касса çӳрерĕм.

Çук, пурнăç пыллăх мар.

Кивçенлĕ кам? — тӳлерĕм,

Кĕмесĕр парăма.

Çич ют сăпка сиктерчĕ,

Çитерчĕ вăл "кулач".

Шăпан пехиллĕ терчĕ

Кăшт сивĕтрĕ кулла.

Кайран-малтан ал султăм,

Манăçтарса сăнне...

Сасартăках тĕл пултăм

Сăпкаллă çемьене.

Телейлĕ çамрăк амăш,

Хĕвеллĕ — чун ăрши.

Ача — тĕнче пуçламăш,

Сăпки ун — кил ăшши.

Ман Чăваш Ен — сăпкаçăм,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 657 658 659 660 661 662 663 664 665 ... 796

Шухăшсем