Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеАча чухнехиКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемТаркăнЙышăнман сăмахсемЮрату йĕтесĕ

Вилĕме çĕнтерни


Хăруш аманнă вăл... Сывлать аран.

Куçа уçса хупма та вăйĕ çук ун.

Ытла та юн нумай çухатнăран

Çăлма ним чухлĕ шанчăк çук хирургăн.

 

Хирург васкать. Хăй вилĕме çĕнме

Секунд çине шанни кăна пултарĕ.

Çĕлерĕ сурана. Професси тӳсĕмпе

Чĕре шакканине итле пуçларĕ.

 

Сехет шаккать. Салтакăн та чĕри

Нихçан сыпăнмасла тапать вăраххăн.

Çамки кăна тӳсме те çук вĕри.

Ик-виç хутчен аманнă ват салтакăн.

 

Этем хакне чухлать хирурп «Часрах...

Çĕр аллă кубик юн... васкавлăн янтлăр!»

Анчах ним те чĕнме пĕлмест сестра, —

Çĕр аллă мар, юлман-çке пĕр тумлам та.

 

Ăнланчĕ çамрăк хĕр. Ăш-чик çунать,

Ик куçĕнчен куççуль юхса анас пек. —

Запас юлман, майор... Эп хам юна

Юлташăн пурнăçне çăлма парас теп...

 

Хаваслăн çĕкленет салтак кăкри,

Палатăна ирхи хĕвел çутатрĕ.

Тапать телейлĕн çамрăк хĕр чĕри.

Ик чĕрене пĕр юн тапни çывхартрĕ.

Ылхан


Ылхан сана, хура ылхан,

Тилĕпеле сысна йăхне.

Чее те сĕмсĕр майпалан

Эс кĕтĕн пирĕн çĕр çине.

 

Ылхан сана, виç хут ылхан,

Çĕлен-калта йăхне-тĕпне.

Пĕр систермесĕр йăвунтан

Эс тăсрăн вилĕм сăннине.

 

Ылхан сана, çич хут ылхан,

Тĕнчен хура вăр-хурахне,

Ăмсаннă имĕш тахçантан

Эс пирĕн халăх пурлăхне.

 

Ылхан сана, çĕр хут ылхан

Ал тăснăшăн хĕвел çине.

Хăртасшăн пулнă-мĕн, тăшман,

Эс пирĕн халăх телейне.

 

Ылхан çине ылхан сана.

Таптанăшăн çĕре-шыва

Ăçта эс пуснă уруна,

Унтă путлантăн эс шавах.

 

Ылхан сана, пин хут ылхан

Аркатнăшăн хуласене,

Çак çут тĕнче ниçта, нихçан

Сана ан илтĕр ытамне.

 

Ылхан сана, ылхан кăна

Асап кунĕшĕн халăха,

Тăрлавсăр вилĕм сан чунна

Кăлартăр чапсăр, кăлăхах.

 

Çĕр çĕклейми ылхан сана

Пур ĕмĕр-ĕмĕр тăршшине.

Аçа кикен те тăпруна

Шăтса ан палăрттăр санне!

Шурă кăвакарчăн


— Шурă-шурă кăвакарчăн,

Ма вĕçетĕн пĕр-пĕччен?

Мĕн шыратăн ирĕн-каçăн

Кăвак пĕлĕт тӳпинче?

 

— Ах, вĕçетĕп эп, йĕретĕп,

Вут çунать ман ăшăмра:

Хурчăка тытса аркатрĕ

Манăн савнă мăшăра!

 

— Шурă-шурă шур аппаçăм,

Ма салхуллăн эс ларан?

Куçунтан мерчен куççулĕ

Ирĕн-каçăн юхтаран?

 

— Ах, ларатăп эп, йĕретĕп,

Вут çунать ман ăшăмра:

Юнлă вăрçăра вĕлерчĕç

Манăн савнă мăшăра...

 

— Çук, ан лар-ха, шур аппаçăм,

Ан юхтар çут куççульне.

Çил çунат ут йĕнерле те

Тухса вĕç тăшман çине.

 

Нимĕн шиксăр, çĕнтерӳллĕн

Çапăç эсĕ тăшманпа.

Пуçне хунă мăшăрушăн

Çакă пулĕ ыр парне!

Шурă роза


Эпĕ тухрăм пахчана

Шурă роза пуçтарма.

Уйăх тулнă тахçанах,

Уйăх — ылтăн кустăрма.

 

Эпĕ пăхрăм тӳпене,

Куртăм тĕпсĕр пĕлĕте.

Шупка уйăх чӳхенсе

Хумхантарчĕ ĕмĕте.

 

Эпĕ тухрăм урама

Чун савнипе çӳреме.

Савнă тусăм — хура куç

Хыптарать ман чĕреме.

 

Эпĕ патăм тусăма

Шурă роза пиллесе!

«Савнă тусăм — хура куç,

Кăмăлна тек эс ан хуç!»

Амăшĕ хĕрне ăсатрĕ


Шурăм пуçĕ çĕкленсессĕн

Хĕрлĕ юн тĕспе,

Амăшĕ хĕрне ăсатрĕ

Ту-сăрт çулĕпе.

Амăшĕ хĕрне ăсатрĕ

Вăрçă хирĕпе.

 

Икĕ ывăл пулнă унăн,

Пулнă... халĕ çук:

Вĕсем ӳкнĕ Альказаршăн

Харсăр вăрçнă чух.

Вĕсем пĕтнĕ - çĕн тĕнчешĕн

Вилнĕ... халĕ çук.

 

Çулăмпа çунать Испани,

Çăвăнать юнпа.

Лăпланса ларма çук канăç,

Унашкал кун мар:

Çулăмпа çунать Испани,

Çăвăнать юнпа.

 

Çавăнпа та шуçăм витĕр,

Авă ирхине

Амăшĕ хĕрне ăсатрĕ

Çапăçу хирне.

Амăшĕ хĕрне ăсатрĕ

Хĕрлисем патне.

Тарай тутри


Тарай тутрин тĕрри çыруллă теç,

Пĕр çыруне халех вуласчĕ ман

Вăл çырăва халех вуламасан,

Пурçăн çырун тĕрри хуралмĕ-ши?

 

Вуник сар хĕр пĕрле халь ăмăртаç,

Ăмăртура мала тухасчĕ ман.

Амăртура мала тухаймасан,

Колхоз пикин ыр ячĕ каймĕ-ши?

 

Колхоз çаранĕнче, ай, виç паккус,

Пĕрне хамах та çулнăн туйăнать.

Хам çулнă паккуссене хам пухмасан,

Ĕç кунĕсем сая, ай, каймĕç-ши?

 

Çакăн чухлĕ маттур йĕкĕт çинче

Чи маттурри мана кăмăл тăвать.

Чипер качча хĕрӳн эп савмасан,

Колхоз пикин ячĕ, ай, каймĕ-ши?

Шăпа


Кашни шăпа хăйне кура,

Кашнин хăйне манерлĕ кăмăл:

Пĕри — йăваш калаçура,

Теприн — хăтланкаларăш çăмăл.

 

Пĕри, чапа тухас тесе,

Эхер-мехер меслет шырать;

Тепри салхуллă кĕтессе

Сума суса сăвă çырать.

 

Пĕри çак пурнăç çине

Ытам-ытам телей тиесшĕн;

Тепри сисмест çын хуйхине, —

Вăл тутлăрах çиесшĕн.

 

Пĕри пит чаплăн тумланса

Пур çынсене тĕлĕнтересшĕн.

Тепри, килне-çуртне манса

Чунне сутать черкке эрехшĕн.

 

Пĕлместĕп эп шăпам çинчен.

Ăраскала виçсе пăхман эп.

Анчах мана та çут тĕнче

Пайтах авкалама хăтланчĕ.

 

Мана та пурнăç хумĕсем

Пайтах тыта-тыта туларĕç.

Çапах, хам çирĕпленнĕçем

Мана хуçма пултараймарĕç.

 

Пайтах хумсен хаяр вăйне

Ман çамрăклăх ăнланаймарĕ,

Çапах та пурăнăç çулне

Эп ниçталла пăркаламарăм.

 

Эп хапсăнман нимле мула.

Ансат телейшĕн эп çунмастăп!

Таса чуна та кăмăла

Нихçан пĕр никама сутмастăп.

Малалла

Тĕлĕк


Каçĕ лăпкă. Сывлăш уçă.

Шурă уйăх — шурă çĕлĕк.

Кашни каç эп, кутаруçăн,

Тĕлленетĕп тутлă тĕлĕк.

Çамрăк чух, яш чух, пĕр вăхăт

Пĕр хĕре савсаччĕ эпĕ.

Çамрăк вăхăт иртрĕ хăвăрт,

Урăхла паян хисепĕм.

Çав хĕр çеç, темме, пĕрре те

Асăмран тухмасть-çке манăн. —

Унпала пĕрле çӳретĕп

Тĕлĕкре эп... алла-аллăн.

Ирхи сывлăм кайăкĕ ман пуласчĕ...


Ирхи сывлăм кайăкĕ

Ман пуласчĕ,

Кĕмĕл сывлăм шывĕпе

Пит çăвасчĕ.

 

Ылтăн сăнлă уйăх пек

Ман пуласчĕ,

Кĕрхи тĕксĕм каçсенче

Çутатасчĕ.

 

Юр ăстийĕ шăпчăк пек

Ман пуласчĕ,

Ирĕн-каçăн юрăсем

Шăрçаласчĕ.

 

Çурхи сарă чечек пек

Ман пуласчĕ,

Кăвак куçлă хĕрсене

Йăпатасчĕ.

Шур Атăлта акăш янăрать


Шур Атăлта акăш ярăнать,

Çамрăк пике евĕр курăнать.

Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,

Çав шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп.

 

Хурăнлăхра шăпчăк юр юрлать,

Пике сасси евĕр туйăнать.

Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,

Çавă сарă шăпчăк эсĕ мар-кш тетĕп.

 

Сад пахчинче мăкăнь çурăлать,

Пике кулнă евĕр туйăнать.

Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,

Çавă хитре мăкăнь эсĕ мар-ши тетĕп.

 

Чăн тӳпере çăлтăр çуталать,

Пике куçĕ евĕр йăлкăшать.

Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,

Çавă çутă çăлтăр эсĕ мар-ши тетĕп.

■ Страницăсем: 1... 658 659 660 661 662 663 664 665 666 ... 796

Шухăшсем