Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Сăрт çамкисем тĕл-тĕл хура,
Кунран кунах кĕске çĕр.
Тухсам, савниçĕм, ан хăра —
Тулта шăнтмарĕ кĕçĕр.
Чĕлхе çинче калас сăмах.
Илтсен — телейĕр вĕçсĕр.
Сисетĕн-и: пĕр саншăнах
Тулта шăнтмарĕ кĕçĕр?
Вăтăр çул каялла, хĕсметре тăнă вăхăтра, Хветура аппаран çыру илтĕм. «Отпуска килсен пирĕн пата кĕрсе тухма вăхăт туп-ха, — тет. — Аçӳ-аннӳне курманни те виçĕ-тăватă çул çитет. Питĕ пуплес килет. Тăвансем вĕт эпир».
Ай, вăхăт шăвать. Хветура аппана курманни, чăнах та, çĕр çул та пулĕ. Çырура тăвансем çинчен тĕплĕн пĕлтерет. Асанне вунултă ывăлпа пĕр хĕр çуратнă. Кукамайăн та ратни питĕ йышлă. Ăçтан пĕлсе çитерĕн пурне те. Хветура аппа пурне те астăвать, паллать. Кам ăçта ĕçлет, мĕнле хваттер илнĕ, ачи-пăчи мĕнле пурăнать — ним те пытарай-мăн Хветура аппаран. Хăйĕн çемйи çинчен те манса хăварман.
«Эпир чиперех пурăнатпăр. Çĕнĕ хваттер илтĕмĕр. Питĕ хăтлă! Ай-яй, ваçка, ĕлĕкхипе танлаштарсан пурнăç халĕ пыл та çу. Стенка текенни ялтăртатса кăна ларать, кавирсем, телевизор та тĕрлĕ тĕспе кăтартаканни. Мĕн тери ырлăх. Эп сана вăрттăн çакна та каласшăн: мана, карчăка, ваннăй çăтмахри пекех туйăнать. Ыраш пăтри пек шăмпăлтатса анчах вырт. Мунча çинчен те манма пуçларăм. Санпа пĕрле шкула чупнă Лёнькка ывăлăм пысăк пуçлăх. Халĕ кăна арăмĕпе курортран килчĕç. Мана валли тутăр туяннă. Тутри вара — чĕнтĕрлĕ, эрешлĕ. Ай, хитре-çке. Павлово-Посадра тĕртеççĕ ун пеккисене. Ку хула ĕлĕкех тутăр тĕртсе чапа тухнă...»
Малалла
Савни, эс манăн пулмасассăн
Кăнтмах тивет ĕнтĕ сана.
Ахаль мантан хăтăлаймастăн —
Çук тейĕн — кайăн çырмана!
Савниçĕм, сассуна илтсессĕн
Арçури пек çухрас килет.
Эс ман умран утса иртсессĕн
Чĕрем кăлттин-кăлттин сикет.
Чун-чĕререн сана саватăп.
Эс маншăн чăн вĕре çĕлен.
Тек сан патна эп ăнтăлатăп,
Типсех пыратăп майĕпен.
Эп çав-çавах сана тытатăп,
Хупса лартатăп мунчана,
Тур пур, аван пăхса усратăп —
Эп юрататăп-çке сана!
Кай еннелле пĕлĕт шуса кайрĕ
Каскăн çил хӳтерсе пынă май.
Ман та унăн хыççăн каяс мар-и?
Анчах куçунта вулап: Ан кай!
Анаталла кимĕ юхса кайрĕ
Кăпăклă хумсем вылятнă май.
Унпа ярăнайса каяс мар-и?
Анчах куçунта вулап: Ан кай!
Инçете тăванăм тухса кайрĕ.
Каяс умĕн йыхăрчĕ: Каяр!
Ман та ăраскалăм ютра мар-и?
Анчах куçунта вулатăп: Мар!
01.06.1996. Мускав
Килсе ӳкмен çавра çилпе,
Ӳстернĕ çын чун-чĕререн.
Çтаппан йăмри! Çак клемепе
Кунта ларать мĕн ĕлĕкрен.
Юратнă вăл ку уй-хире,—
Ун вырăнĕ — çул хĕрринче.
Кашни пĕлет
Çут тĕнчере
Çтаппан чăваш пурăннине.
Хуллен кашларĕ ват йăмра —
Салху та тунсăх ман чунра.
Госпитале мана хураççĕ.
Кăшт вăй илсессĕн, эрнерен
Эп куртăм: ман çине хура çын
Салхуллăн пăхрĕ тĕкĕртен.
Сухал шăтман янахĕ вăрăм,
Сăн-пичĕ шухăшлă, ырхан.
Эх, вăрçă-вăрçă — путсĕр вăрă —
Куçра пĕр хĕм те хăварман.
Таканлă йывăр атăпа
Тустарнă ĕмĕт кăварне.
Тан шывĕ пек куççуль тапать
Хаваслă кулă вырăнне.
Сывалнисем ир тăрсанах
Пакун çĕлеççĕ, шав та кулă.
Полка çитмелĕх, виçĕ кунлăх,
Пайларĕ çăкăр старшина.
Юлатăп халĕ те, ыран та.
Пăшал тытаймăп ӳлĕмрен.
...Сестра çывратрĕ, хам вăрантăм
Ирпе эп тепĕр пӳлĕмре.
Кунта шăпланнă темшĕн пурте,
Выртаççĕ хускалми, тăпах.
Апат тесен, пăхаççĕ тӳртĕн,
Ыйтаççĕ шыв, хаяр табак,
Мана çак шăплăх шиклентерчĕ.
Сасартăк туйăнчĕ темме
Çĕршывăн пур инкекĕ-терчĕ.
Капланнă пек пĕр пӳлĕме.
Кунта мăн хуйхă каснă алăк,
Туллин валеçнĕ хура-шур:
Хăрах ура, пĕр мăшăр алă
Ик-виç çынна...
Тата мĕн пур?
Ăнлантăм эп: пур пек хаш сывлăш
Малалла
 1
Хĕллехи каç — палламан вăрман, вĕçне-хĕрне тухса пĕтерессĕн туйăнмасть. Тахçаван çăлтăрсем тухнă, сивĕ те тĕпсĕр тӳпере çӳçенмеллех сиксе чĕтреççĕ. Катăлнă уйăх та катари вăрмантан çĕкленет: вăл та шăнса кайнă, çурăмне палăрмаллах асатлатнă.
Ялхуçалăх техникин районти уйрăмĕнче кил хушшинче икĕ прожектор çунать, вĕсен çутинче сивĕ вăй çăмăл тĕтре пек палăрать. Икĕ хутлă кантурта пĕр чӳречеллĕ пӳлĕмрен кăна çутă тухать. Пас тьгтнă хурăнсем юмахри пек илемлĕ.
Лев Петрович киле кайма хатĕрленнĕччĕ кăна, тахăшĕ пӳлĕм алăкне шаккарĕ, анчах хуçи шарличченек яр! уçса ячĕ. Малтанах аслă инженер хура кĕрĕке асăрхарĕ, юрлă хура кăçатă курăнчĕ. Хуçине те самантрах палласă илчĕ вăл, пуканĕ çинчен çĕкленсе ун патне пычĕ. Кĕни пакша тирĕнтчен çĕленĕ çĕлĕкне хыврĕ, тути урлă çыхнă шарфне салтрĕ.
— Андрей Ермолайч! Ырă каç пултăр сана, — пӳлĕм хуçи хăнан шăнса кайнă аллисене чăмăртарĕ.
— Салам-ха, Левка, — пăштăк-пăштăк сывласа тавăрчĕ кĕни. Васкамасăр пасарнă çĕлĕкĕн хăлхине хăпартса çыхрĕ, кăштăртатса пырса сĕтел çывăхĕнчи пукан çине ларчĕ. Пӳлĕмре сасартăках йода шăрши сарăлчĕ, кĕнĕ çынпа пĕрле аптека килнĕн туйăнчĕ.
Малалла
Матурлăхăм,
Саттурлăхăм,
Хăш вырăнта
Пусăрăнтăн?
Яштак пĕвĕм,
Кăтра çӳçĕм,
Кам умĕнче
Хуçăлтăн?
Хĕрлĕ питĕм,
Шурă çийĕм,
Мĕншĕн каплах
Хуралтăн?
Хаяр чĕрем,
Кĕлеткемрен
Мĕншĕн каплах
Тапрантăн?
Пӳлĕх пӳрсен,
Турă тавăрĕ,
Хĕвел пекех
Çавăрса.
Киле çитсен,
Сассăм юрлĕ,
Саркайăк пек
Савăнса.
Эх, аттиçĕм,
Эх, аниçĕм,
Сирĕн ума
Тăрăттăм,
Сире савса
Пуçа сулса,
Чунтан-ăшран
Пуплĕттĕм.
Атте пӳрчĕ —
Сарă пӳртре
Саркаланса
Ларăттăм;
Пĕтĕм пĕлĕш
Умне тăрса
Касак ташши
Ташлăттăм.
Ах, чунăмçăм,
Шух чунăмçăм,
Хăш вырăнта
Пусăрнăн?
Икĕ куçăм,
Шăрçа куçăм,
Мĕскер курса
Тăранăн?
Хура утсем
Туртара мар,
Малалла
Хуйхă пулсан, ăш вăркасан,
Ху савнине асна ил,
Нимĕн тума аптăрасан,
Тĕлĕкĕнте кунта кил.
Кичем пулса, пуç çаврăнсан,
Шухăшуна чарса тăр.
Чуну савни асра тăрсан,
Ĕмĕтленсе кĕтсе тăр.
Курайман çын тăшман пулсан,
Ирĕк пуçпа ан парăн,
Ху ятунтан çын кулмасан,
Маттурлăхна кăтартăн.
Малаллине пĕлмен пирки,
Инкек çукран ан кулян —
Хĕррипе тан пурнăç курки —
Ĕçес пулать пĕрмайран.
1914, нарăс
Кăвак куçлă пукане
Чăр! пăхать пек ман çине,
Хăйĕн çепĕç чĕлхипе
Мана темĕн калас пек.
Эп пĕлетĕп: теттере
Чĕлхе çуккă ĕмĕрне —
Ăнланатпăр пурпĕрех.
Эпир иккĕн пĕр-пĕрне.
■ Страницăсем: 1... 498 499 500 501 502 503 504 505 506 ... 796
|
Шухăшсем
Watch this if you are struggling to get ...
Save big while driving targeted traffic ...
Increase your website’s audience with ou...
Кракен marketplace популярен за разн...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...