Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кушкă ачиКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЫтла та вăрттăн юратуĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..ПограничниксемПурнӑҫ утравӗсем

Чăматан вăррисем


Самсун ялтан пуйăспа таврăнчĕ. Шупашкарта вокзал умĕнчи лапама тухсан паллакансем çук-и тесе йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Пур иккен, çывăхрах Агафон тăрать. Кӳршĕ çуртра пурăнаканскер. Ун патне пырса сăмах хушнăччĕ çеç — тахăшĕ Самсуна хул пуççинчен хыттăн çатлаттарчĕ.

Манул Савиткин! Вĕсем пĕр ялтан. Заводра ĕçлет.

— Ăçтан эс капла? — Самсун сарă-хăмар шлепкепе çĕнĕ костюм тăхăннă пĕлĕшĕ енне тăрăхлавлăнрах пăхса илчĕ. — Ват хусах пуçупа авланма шутламарăн пуль те?

Савиткин тĕлĕннипе куçне-пуçне чарса пăрахрĕ.

— Эс мĕнле пĕлен?

Самсун ахăлтатса ячĕ. Шӳтлесе çеç каларĕ те — шăпах тĕл тивертрĕ иккен! Манул паян чăнах та авланать-мĕн. Каçпа хĕр илме каймалла. Пулас арăмĕ Шупашкартан çирĕм çухрăмри ялтан.

Çав вăхăтра Агафон пăрăнса утрĕ. Тепĕртакран кусем те автобуса ларма васкарĕç. Самсун сумка çĕкленĕ, Манул — чăматан. «Мир» кинотеатр патĕнче анса юлчĕç.

— Апла кĕтетĕп сана, — терĕ Манул хĕр илме каймашкăн Самçун та килĕшнипе савăнса.

— Юрĕ... Эй-эй! — кăшкăрса ячĕ юлташĕ. — Авланас шухăшпа пуçна пачах çухатмарăн пуль те. Чăматанна хăвартăн!

Малалла

Каллех вĕçеççĕ йăвине


Альбина хĕрĕме

 

Чĕвик-чĕвик чĕвĕлтетсе,

Çурхи чĕкеç пекех вĕçсе,

Эс çитрĕн инçетри ялна.

Унтан шаккарăн хапхана:

Шак-шак! шак-шак! Уçсам, анне!

Сисмерĕн-им эп çитнине...

 

Сана курсан, чӳречерен,

Пуçларĕ талтлатма чĕрем...

Вăя пухса юлашкинчен

Васкарăм хирĕç пуличчен,

Лăпка-лăпка çурăмĕнчен

Юратрăм чунăм каниччен.

 

Çулран-çулах, кунран-кунах

Кĕтсе пурнатпăр яланах

Тур пехилленĕ чунсене,

Ытарайми ачасене.

Улт-çич куна килнĕскерсем,

Ик куç тулли чĕппемĕрсем

Сирсе ярсассăн тунсăхне,

Калла вĕçеççĕ йăвине.

«Тăлăх хĕрарăм пурнăçне...»


Тăлăх хĕрарăм пурнăçне,

Пĕчченлĕх йывăр пулнине,

Ури çине ĕне пусмасăр,

Ăнланмĕç хаклă юлташсем.

 

Мăшăрсăр сумлăх çуккине,

Чĕре те сӳрĕк тапнине

Хăйсен чунĕсемпе туймасăр,

Ĕненмеç çывăх тантăшсем.

«Çулçăсем ӳкеççĕ ман ума...»


Çулçăсем ӳкеççĕ ман ума,

Тĕксĕм пĕлĕтсем те çывăх, çывăх.

Кам каланă — йывăр уйрăлма?

Тĕл пулма кайран — пин-пин хут

йывăр.

 

Кайăк хур вĕçет.

— Кайри — мала!

— Кик! Ки-как! — хурланнăн сас параççĕ.

Ĕмĕр виçĕнмест утăмпала.

Кайăк мар, çулсем тек таврăнмаççĕ.

 

Пит кичем: çаралнă йывăссем,

Çывăх, çывăх тĕксĕм пĕлĕтсем те.

Ĕмĕтсем çеç çутă, ĕмĕтсем...

Пурăнасшăн, çунатсем ĕнсен те...

Чечняра вăрçă


Çук сикме каçалăк урлă...

Пулнă вăхăт шутлама.

Алăкран шаккать халь хурлăх —

Килнĕ ывăл уйрăлма.

 

Юлашки çула ăсатăн

Кĕр-кĕр туй кĕрлес чухне.

Салтак амăшĕ, çăтатăн

Эс тăварлă куççульне.

 

Пĕрисем халь мул пайлаççĕ,

Чап пайлаççĕ — теприсем.

Камшăн, мĕншĕн юн тăкаççĕ

Чечняра ачамăрсем?!!

 

Итлесемччĕ, Çӳлти Турă!

Шеллесем хĕрарăма!

Кам курман, çакна ан куртăр —

Ачасем хыçне юлма...

Пукан


Çапĕ, тӳнтерĕ

Пурнăç тӳнтерĕ,

Пурпĕр ан парăн,

Çапăç хастаррăн...

 

Владислав ăшра кулса илчĕ: тупăннă поэт! Чăнах, ăçтан килсе çакланчĕç-ха ку сăвă йĕркисем? Хă, «ан парăн...» Калама çăмăл. Парăнас мар тет-ха та — пурнăçĕ ав епле пăтрашăнса кайрĕ. Çитменнине Владиславăн, пуçлăх пулнăскерĕн, ĕçрен тухма тиврĕ. Нумай çул пĕтĕм савăнăç-телее, хуйха-суйха пĕрле пайланă йышран уйрăлма ай-ай йывăр...

Арçын чӳрече патне пычĕ, тарланă кантăка алă лаппипе шăлса урамалла пăхрĕ. Кĕр вăраха тăсăлчĕ кăçал. Халь чӳк вĕçленет — тулта вара çумăр пĕрĕхет, хура тротуар тăрăх шыв йăпăр-йăпăр юхатъ. Анчах Владислав, кĕрхи çанталăк вылянчăкне асăрхамасăр, шухăшĕпе пачах урăх çĕрте. Кӳреннинчен ытла шалт аптраса ӳкрĕ вăл паян, çын чун-чĕри мĕн тери хăвăрт улшăнма пултарнинчен шутсăр тĕлĕнчĕ.

Павăл ун патне час-часах пырса çӳретчĕ. Пĕчĕкрех пӳ-силлĕ те яка сăн-питлĕскер, вăл алăка хыттăн мар, пӳрне вĕçĕпе çăмăллăн кăна тĕкĕнсе шаккать те «тархасшăн, тархасшăн» тенине илтсен пӳлĕме вăшăрт кĕрсе тăратчĕ.

Малалла

Уй-хирте


Тырри-пулли

Уй-хир тулли.

Хум ывăтать,

Пĕр авăнать.

 

Хĕвел шартать,

Пучах хытать.

Сар тинĕсре

Хресчен ĕçре.

 

Комбайнсем,

Машинăсем

Кун каçипе

Ĕçлеç çил пек.

 

Руль умĕнче

Пăхаттирсем.

Вĕсем çинчен

Çак йĕркесем.

 

Ĕçченсемпе —

Хитре тĕнче.

Ĕçĕсемпе

Куçас ĕнче.

«Ах, самана!..»


Ах, самана!

Ăçта илсе каян?!

Миçе çын ĕмĕтне шеллевсĕр татрăн?!

Çула тухмашкăн çăмăл мар паян,

Пĕр тăвансем те ют пек пурăнатпăр.

 

Туртать те туйăм — çӳп-çӳхе кĕсье.

Ыр кăмăлшăн çул алăкне уçмаççĕ.

Савса каласчĕ:

— Тус-тăван, тавсье!

Çук, тӳресем тăванлашма хушмаççĕ...

 

Тăван-пĕтенсĕр — хăрăк туратсем...

Йăх йăмрине чеелĕх

кăшламасть-ши?

Ав, анăçран васкаççĕ «тăвансем»,

Ав, тухăçран васкаççĕ «йăхташсем».

Пĕр-пĕр «тăван» халь

Саламат явмасть-ши?..

«Кĕрлет самана, эй, кĕрлет...»


Кĕрлет самана, эй, кĕрлет,

Çак ахăр-эсрел самана...

Чуна тăрмалать, хĕтĕртет —

Пăрасшăн çултан вăл мана.

 

Чăнах та, пĕр тикĕс пулман

Ман çулăм пурнан пурнăçра.

Кам чунсăр — тен, çав йăнăшман,

Кам ĕçсĕр — тен, çав такăнман.

 

Юнпа анне панă чĕре

Хăйпе хăй кĕреймĕ чĕрре:

Ик пуçлă пулаймăн пуйма,

Ик чунлă пулаймăн суйма.

«Кăмăл уçă, кунпа çĕр хаваслă...»


Кăмăл уçă, кунпа çĕр хаваслă

Пур ача умра чухне кăна;

Пин-пин çăлтăрлă тӳпемĕр аслă,

Çут хĕвел те ăшăтать чуна.

Сивĕ хĕлĕн вăрăм çĕрĕ-каçĕ:

Пысăк пӳрт çемьесĕр шăп-шăпах.

Пĕр сехет шаккать, пĕлмесĕр канăç,

Çурçĕр иртнĕ, ыйхă çук çапах.

Хăшĕсем пĕчченлĕхшĕн çунаççĕ,

Пĕр сас-чӳсĕр ырă-мĕн çуртра...

Сас пулсан вара пăшăрханаççĕ...

Мана йывăр, йывăр... шăплăхра.

■ Страницăсем: 1... 468 469 470 471 472 473 474 475 476 ... 796

Шухăшсем