Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЫлтăн вăчăраĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томÇил-тăвăлШăплăхри аслатиПулать-çке пурнăçраПирвайхи юрату

Асамçă пулса тăтăм


Каçхине урама тухрăм та, ман ума çăлтăр анса ларчĕ. Вăл мана калать: «Эпĕ паян дежурнăй, манăн çăлтăрсене тасатмалла. Мĕн пурĕ 3737-н вĕсем, эсĕ мана пулăшаймăн-ши?» «Пулăшаймастăп пуль», — тетĕп. «Эпĕ вĕрентĕп. Кайран çавăншăн санран асамçă туса хурăп».

Тӳпене вĕçсе хăпартăмăр та ĕçе пуçăнтăмăр. 37 тĕрлĕ шывпа усă курса 3737 çăлтăра çур сехетре тасатса çутатрăмăр. Вăл мана тав турĕ. Кĕçех пĕлĕт çинче çăлтăрсем пĕрин хыççăн тепри çутатма пуçларĕç.

Пĕр кунхине çăлтăр анса ларчĕ те манран асамçă туса хучĕ.

Кĕтнĕ шуçăм


Пĕрле вĕреннĕ тантăшăма асăнса

 

Ыйтрĕ чун-чĕрем хыпар ямашкăн

Асăмран тухман пике патне.

Тытăнтăм çырса ăнлантармашкăн,

Хамăн çылăхăн пăтăрмахне:

 

«Эп сана çамрăкранпах юратрăм,

Шухăша пытартăм вăтанса;

Пурнăç вĕçĕнче çеç хăюллантăм,

Эсĕ илтĕн терĕм ман сасса.»

 

Ăнлансамччĕ, тусăм, ан кулсамччĕ:

«Эх, ват супнă, асатте...» — тесе.

Çамрăк вăхăта кăшт астусамччĕ,

Вăй вылянине ялти хĕрсем.

 

Янкăр тӳпере хитре юрлатчĕ

Çунатне сарса пĕччен тăри.

Ман чĕре ун чух кăварланатчĕ, —

Сан çине куç хывначчĕ тепри.

 

Ĕмĕр тантăшла юлма Тур çырнă

Пулĕ çав, çуралсанах пире.

Çавăнпах пулма хушман-тăр çывăх, —

Юрату путланчĕ чĕрере.

 

Каçарсам мана, юратнă тусăм,

Каярах пулсассăн та, каçар!..

Тухăçа хăпарчĕ кĕтнĕ щуçăм,

Ăшăмра çаплах çунать кăвар.

 

1988-1997 çç.

«Ним те яланлăх мар çĕр çийĕн...»


Ним те яланлăх мар çĕр çийĕн,

çĕр тĕпĕн, уйăхăн, хĕвелĕн.

Кирек мене те черет çитĕ —

ăсанĕ те кама ӳпкелĕ?

 

Кун-çул çăмхи кусать, кусать ман,

часах ак чăмĕ ахрата вăл.

Кусать... Куратăр пуль хусамăр:

мĕн чухли мар, мĕнли мухтавлă.

 

Мĕн чухлĕ ерипен ан кустăр,

ни ăшă мар чуна, ни сивĕ:

сисетĕп — пурăнăç ман уссăр,

ни имĕ чĕрене, ни сипĕ.

 

Мĕнле кусни паха: тирпейлĕ,

тирпейсĕр, тикĕс е сикчевлĕ;

илемсĕр е çав тер илемлĕ,

çав тер хаваслă е кичемлĕ.

 

Эс çеç иртетĕн-и, кун-çулăм?

Пурте иртет, пĕтет, мĕн тăвăн.

Çун, пурпĕр çун та ялкăш, чунăм,

юрла, кăлар — çĕклентĕр тăвăл!

 

Е, ак, çуртан çунсан-и пĕтĕн.

Эс çун, сан тивĕç — çунасси вĕт.

Ан тив, сӳнсе пул кĕл эс, тĕтĕм,

ан сивĕн пурпĕрех, ан сивĕн...

Пĕчĕк хĕрĕме


Ху пĕчĕкрен

Пур япала та саншăн

Çиçет тетте пек çывăххăн, хитрен.

Упаленсе эс шевлене тытасшăн,

Ала кĕмест-çке —

çавăнпа йĕрен.

 

Е мечĕке йăтасшăн — çитейместĕн,

Сĕтел çинче кăна вăл, çывăхрах.

Пукан лартса илмешкĕн пĕлейместĕн,

Тапаçланса çӳретĕн кăлăхах.

 

Пӳртри тĕкĕл тура та сан пекех-мĕн:

Сисмест пĕр кантăкĕ яр уççине.

Çур кун сĕрлет, тапаçпанатъ кичеммĕн,

Тухасшăн ирĕке, чечек çине.

 

Пепкем, эс чухлăн:

Ăнкару та вăхăт

Кашниншĕн кирлĕ тĕнчене пĕлме.

Май тупаймасăр эс йĕрсе те пăхăн,

Çавах хал туп йывăрлăха çĕнме.

 

Эпир те, мăннисем, пит тĕлĕнетпĕр,

Нуша иртсен, пĕр-пĕр япаларан:

Епле ансат та уçăмлă халь тетпĕр,

Епле ăна пĕлмен-ха çак таран?

 

...Шевле çĕн кун пуçланнине пĕлтерчĕ.

Вăл чалăш ӳкрĕ сăрлă урайне.

Сан умăнта —

Çĕн шыравсен ĕречĕ.

Тен, кун каçа ăнкарăн эс пĕрне.

Çырмари кушак


Пĕлтĕр кайрĕç хуçисем куçса,

Лаç кăна халь юлнă пахчара.

Вĕлтĕрен, мăян тивет куçа.

Хăрнă улмуççи ларать аран.

 

Çук кунта шăв-шав. Сайра кăна

Сукмакпа утса иртет этем.

Тухрĕ сар кушак.

Тен, вăл — хăна?

Тен, ахаль çӳрет вăл пуш çĕрте?

 

Çук, ахаль чупмасть-мĕн, йăлăнать,

Çын иртсен пĕрле илме ыйтать.

Хуçисем сăртра ун, аякра,

Пурăнаççĕ тăххăрмĕш хутра.

 

Вăл çӳрет кунта ир-каçĕпе.

Хырăм выçă. Сивĕ. Йĕп-йĕпе.

Хуçисем килессине кĕтет,

Çын иртет те, «çакă мар-ши?» — тет.

Вĕрентекене шырани


Шăнкăрав янăранă хыççăн учитель класа кĕчĕ, урок пуçларĕ. Ачасем шавлаççĕ, вĕрентекене те итлемеççĕ. Унччен те пулмарĕ — учитель таçта кайса çухалчĕ.

— Ăçта-ши вăл? Ăçта çухалнă? — пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ тантăшсем.

— Айтăр, учителе шырама каятпăр, — сĕнтĕм эпĕ вĕсене.

Никам та пырасшăн пулмарĕ, манăн пĕчченех кайма тиврĕ.

Утрăм-утрăм та хĕвел тухнă çĕре çитрĕм. Вăл шăпах ыйхăран вăраннă-мĕн. Малтанах сар хĕвел мана курсан тарма пуçларĕ, унтан чарăнчĕ те çаврăнса манран çапла ыйтрĕ:

— Кам эсĕ? Ăçтан? Мĕн туса çӳретĕн?

Эпĕ ăна пĕтĕмпех каласа патăм.

— Эпĕ таçта та çӳретĕп, тем те куратăп, анчах та сирĕн учителе курман. Уйăхран ыйтса пăх, тен, вăл курнă пуль, — канаш пачĕ вăл мана.

— Манăн ăна ăçтан тупас?

— Çак ту хыçне пытан, вăл çакăнтан тухма кирлĕ, — хуравларĕ хĕвел.

Эпĕ ту хыçне пытантăм. Хĕвел анса вăрман хыçне пытаничченех кĕтсе ларма тиврĕ. Каç пулсан уйăх тӳпене хăпара пуçларĕ, мана курчĕ те:

— Эсĕ ăçта кайма тухнă? — тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна хамăн историе кĕскен каласа патăм та, вăл мана: «Эсĕ ăна тинĕсре тупма пултаратăн, — терĕ.

Малалла

Хĕр юрри


Юратса курманччĕ эп хальччен —

Шăп вунçичĕ çул тултариччен.

 

Мĕншĕнех тĕл пултăм-ши ăна?

Çулăм хыпрĕ халĕ ман чуна.

 

Илĕртӳллĕ хуп-хура куçсем

Витĕр кĕчĕç чĕреме çиçсе.

 

Пĕвĕ — çамрăк хыр пек яштака.

Çăнĕ-пуçĕ мерченрен паха.

Ăнсăртран тĕл пултăм-ши ăна?..

Халăм çитмĕ пурпĕрех манма.

Уйăраймĕç...


Пуçласа эп саншăн, савнă тусăм,

Уçрăм хамăн çамрăк туйăма.

Чăн юратăва ун чух эп тупрăм,

Питĕ йывăр сансăр пурăнма.

 

Кĕçĕрхи çĕр тĕттĕм, вĕçнĕ ыйхăм,

Эп çӳретĕп паллă сукмакпа.

Чĕрере кичемлĕх, хуйхă-суйхă,

Халь те эсĕ çуммăн пек манпа.

 

Инçетре эс. Çырусем çыратăп.

Çук санран эп кĕтнĕ çырусем.

Çавăнпа хăш-пĕр чухне шутлатăп:

Тен, юри памаççĕ кĕвĕçсе?

 

Чăн та, ăшшăн килчĕ кассăн-кассăн

Тухăç çилĕ ырă хыпарпа.

Çывăхрах янрарĕ кĕтнĕ сасă:

«Чун савниçĕм, ĕмңр эп санпа!..

 

Пирĕншĕн, ав, тухрĕ çутă уйăх,

Эсĕ ху манпа çумра тăран.

Çырăва памасăр ĕнтĕ, урăх

Уйăраймĕç кĕвĕçсем санран.»

«Пурнаттăм эпĕ тăнсăррăн, хусаххăн...»


Пурнаттăм эпĕ тăнсăррăн, хусаххăн.

Халь çитрĕ вăхăт çиçĕм çиçтерме.

Хурланăп, йĕрĕп ĕнтĕ урăхла халь,

пăрахăп вĕçсĕр хывăх вĕçтерме.

 

Ахаль çынла пурнаймăп эпĕ урăх.

Çул уçă. Куç та уçăлчĕ йăлтах.

Тетте самант! Мана шăпа чуп турĕ!

Чутах кая юлаттăмччĕ, чутах.

 

Çурта çутса малтанхи хут кĕлтунăн

тăратăп çĕкленсе эп чĕрепе.

Çын-Турăллă тĕнчен çук вĕçĕ унăн.

Ман чун пĕрлешнĕ çавă тĕнчепе.

 

Тур амăш пек аннем хĕрес хурать те

эп çыврас чух пырса ман пуç вĕçне,

ун пĕтĕм асапне, чунне куратăп,

туятăп ăшшипе юратăвне.

 

Тур амăш пек аннемĕрĕн çич ывăл.

Çул уçă. Тĕттĕме çурта хăвать.

Эп те, пурте — пуласлăхлă та сывă.

Вĕрет чун-чĕремре темле хăват...

«Кăштах тата пурнасчĕ-ха...»


Кăштах тата пурнасчĕ-ха.

Тин пурнăç çунат сарчĕ. Халь.

Тин анлăн утăмла пуçларăм

ăнăçăва. Ку çеç сахал.

Тур умĕнче ман пысăк парăм.

 

Пурнасчĕ-ха кăштах тата.

Васкас пулмасть-ха ахрата.

Хистет, сăмахна тыт тет чысăм.

Ĕлкĕреймеслĕх хăратать.

Çын умĕнче те парăм пысăк.

 

Тата пурнасчĕ-ха кăштах.

Парăмсене татсан, лăштах

пулинччĕ чун. Майсем тупасчĕ.

Вара, сывласчĕ те хаштах,

Турра шăпамшăн тав тăвасчĕ...

■ Страницăсем: 1... 465 466 467 468 469 470 471 472 473 ... 796

Шухăшсем