Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирСар ачапа сарă хĕрЫлханлă хура çĕмĕртÇут пайăркаХура çăкăрҪул юлташӗĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш том

«Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ...»


Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ,

Хĕрхенӳсĕр шăнтрĕ темĕнччен.

Хĕртекен хĕвелĕ хăвăрт кайрĕ.

Хĕл те çитрĕ.

Эпĕ — пĕр-пĕччен.

 

Пĕр-пĕччен...

Тӳпе те тĕксĕмленчĕ,

Уйăх сапрĕ ĕнтрĕк шевлине.

Ма татах тавралăх тискерленчĕ,

Кăтартас теет-ши вăйлине?

 

Çутă кун куç умĕнчех хуралчĕ.

Куринке салхуллăн тĕлĕрет,

Ӳкĕнӳ таçтан-муртан çуралчĕ,

Чарăнмасăр чун-чĕре йĕрет.

 

Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ,

Хĕрхенӳсĕр шăнтрĕ темĕнччен.

Шартлама çанталăкĕ çухалчĕ,

Хĕл те иртрĕ.

Эпĕ — пĕр-пĕччен...

Виçĕ хризантема


Виçĕ хризантема

Ман сĕтел çинче...

Чĕрене ак темĕн

Чикрĕ айккинчен.

 

Шурă акăшсемĕр,

Ыртăр пуль тăрса —

Ирĕке вĕçсемĕр

Çуната сарса!

 

Шутсăр кĕвĕçетĕп,

Ăмсанап сире.

Шел, анчах вĕçетĕп

Эпĕ... тĕлĕкре...

 

Виçĕ хризантема

Çутă пӳлĕмре.

Пăшăлтатрĕç темĕн...

Калĕç ӳлĕмрен.

«Мĕншĕн тĕксĕмленчĕ çут тĕнче?..»


Мĕншĕн тĕксĕмленчĕ çут тĕнче?

Шăппăн ĕсĕклет чарусăр çумăр.

Шăпчăк сас памасть сад пахчинче,

Хĕрлĕ чечексем те темшĕн хăмăр.

 

Мĕншĕн-ха апла, ĕнер кăна

Çутçанталăк çич тĕспе çиçетчĕ?

Кам халь улăштарчĕ-ши ăна?

Е çапла ун кăмăлĕ-сипечĕ?

 

...Чим, мĕн-ма ирех çакна туйман?

Тĕксĕмленчĕ пурнăç эс кайсан.

«Утатăп темччен ĕшнере-улăхра...»


Утатăп темччен ĕшнере-улăхра

Сан сăнна тĕрлесе таса сывлăм çине.

Сар хĕвелĕ тухать те ăна туххăмрах

Пытарать те хурать чечексем хушшине.

 

Çырас тетĕп ятне йĕпе хăйăр çине —

Хум тухать те ăна якатса хуратать.

Илес тетĕп ăна ал тупанĕ çине —

Пӳрнесем хушшипе вăл юхать те тухать.

 

Курас тетĕп сăнна çутă уйăх çинче

Каçхи пĕлĕт ăна туххăмрах пытарать.

Шырас тетĕп куçна кăвак пĕлĕт çинче —

Çил тухать те ăна инçете хăвалать.

 

Савăнатăп утса ял çумми улăхра:

Хăмăшсем сан пекех ăшă пиллĕн пуплеççĕ,

Курăксем сан пекех. чăп-чăпар та кăтра,

Шывпа пĕлĕт, паллах, савни куçĕ пек, теççĕ.

«Хăв хĕр пулса ӳсмен-им?..»


Пур-ши янкăр тӳпери çĕршер çутă çăлтăрпа тулли уйăхран илемлĕреххи? Асамлăраххи? Таси? Паллах, пур. Анчах вĕсен пачах урăх асамлăх, урăх илĕртӳлĕх. Çак каçилемĕпе пурпĕр танлашаймĕç...

Сĕтел хушшинче ларакан Соня ниепле те куçне чӳрече çинчен илеймерĕ. Чӳрече куçĕнчен курăнакан вĕçĕ-хĕррисĕр тӳпен пĕр пĕчĕк пайне пăхса савăнчĕ. Художник пулсан сăрăпа, юрăç пулсан кĕвĕпе сăнлăччĕ вăл çак тӳпене. Шел, Соня художник та, юрăç та мар — сăрăпа та, сăмахпа та хăй куракан, туякан илеме ӳкерсе параймĕ.

Хаш! сывларĕ çапла ăнсăртран пылак ĕмĕт юхăмне кĕрсе ӳкнĕ хĕр ача. Унăн шухăшĕсем ерипен хăй умĕнче выртакан кĕнеке-тетрадь çине куçрĕç. Анчах куçĕ тепĕр самантлăха сĕтел кĕтессинче ларакан тĕкĕр çинче тытăнса тăчĕ. Çаврака та тулли питлĕ, пысăк кăвак куçлă, ху-лăнрах туталлă, тӳрĕ сăмсаллă та чечек шатриллĕ сăна курчĕ вăл. Куçĕ çине шуса аннă сап-сарă, кăштах кăтраланса тăракан çӳçне васкамасăр хыçалалла илсе хучĕ. Вара çĕр çинчи пĕтĕм япала çинчен манса теоремăсемпе фигурăсен, вĕçĕ-хĕррисĕр тӳрĕ йĕрсемпе татăксен, вуншар числосемпе цифрăсен тĕнчине путрĕ. Кĕнекери задачăсене пĕрин хыççăн теприне шĕкĕлчерĕ. Ку вăл унăн тĕнчи, унăн юхăмĕ пулчĕ.

Малалла

«Аптраман тавраш-çке ку» теччĕр


Куççуль витĕр кулсан та,

тархасшăн —

чулпа печчĕр!

 

Куççуль витĕр кулсан та,

мур патне кӳренӳ —

пĕлччĕр!

 

Куççуль витĕр кулсан та,

«Аптраман тавраш-çке ку»

теччĕр!..

Сасă


Çĕрпе пĕлĕт хушшинче,

Тĕрĕсмарлăх тĕнчинче

Пурăнатпăр.

 

Çут тĕнче шăв-шавĕнче,

Шухăшсен пăтравĕнче

Тунсăхлатпăр.

 

Ĕмĕтсен ытамĕнче,

Чун-чĕре пăлхавĕнче

Аташатпăр.

 

Хурлăхпа телей çинчен,

Чăнлăхпа ултав çинчен

Шухăшлатпăр...

«Ай, чăнах пылак иккен...»


Ай, чăнах пылак иккен

Йăпăлти çынсен сăмахĕ:

Суяпа чăнни икке

Пайланмашкăн та пăрахĕ!

 

Иăпăлти сăмахсенче

Çутă кăмăл, йăлтăр ĕнчĕ —

Ёненсе пĕтереймен

Чăн сăмахăн тĕсĕ тĕнчĕ.

 

Суяпа инçе кайсан

Каялла килме мĕнле-ши?

Сăмахху хитре те сан,

Ĕненместĕп эпĕ темшĕн.

«Кам кĕвĕçтĕр хитрешĕн...»


Кам кĕвĕçтĕр хитрешĕн,

Хитрешĕн кĕвĕç çук!

Татах чипер пул эсĕ,

Савниçĕм-ăçтиçук.

 

Ăмсанччăр та ăсатчăр,

Çӳреччĕр аллăн тан.

Пĕр харăс хĕрĕх каччă

Вутлантăр эс пуртан.

 

Анчах телей пуласшăн

Тĕпренчĕксĕр чăпай.

Ан ӳпкеле, тархасшăн,

Чиперĕм-çăмăлттай.

Пуласлăх — пирĕн алăра


Пурăннă, тет, пĕр чăваш ялĕнче Шуçăм ятлă лаша. Вăл хуçипе пĕрле уй-хирте ĕçленĕ.

Пĕррехинче çак лашан тиха çуралнă. Ăна Арçук ят панă. Тиха пĕрре те лара-тăра пĕлмен, кашни кун унпа пăтăрмах сиксе тухнă. Е йытăпа вылять, е курăк канлĕн çиекен чăхсем патне сасартăк чупса пырса лешсене хăратать. Ăна пăхкалать, кăна тинкерет, шăршласа та пăхать, урипе те тĕкет. Пĕтĕмĕшле каласан, питĕ шухă тиха.

Пĕрре çапла çулла Шуçăмпа Арçука, яланхилле, çырмана илсе кайрĕç. Тиха амăшне сăнчăрĕнчен кăкарса хучĕç. Арçук, хуçа кайман чухне Шуçăмпа пĕрле тăракансер, леш йывăçсем хушшинче çухалсанах хаваслăн сиккелеме тытăнчĕ. Ирĕкре-çке! Çырма хĕрринче кашласа ларакан хурăнсем патне ыткăнчĕ.

— Ывăлăм, ытла сиккелесе ан çӳре-ха. Тем курса тăрăн тата санпа! — асархаттарчĕ амăшĕ. Анчах леш, ним илтмен евĕрех, малалла пуçтахланчĕ.

— Сан пек, кунĕпе курăк кавлесе тăмалла иккен, — амăшне илтмелле мар мăкăртатрĕ вăл.

Сасартăк Арçук çывăх тăракан икĕ йывăç хушшинче тӳркĕтеслĕх курах кайрĕ. Ун патне çывхарчĕ, япалана тĕкĕнмесĕр шăршласа пăхрĕ. Хăма та мар, хĕç-тимĕр те мар. Тиха кун пек материалтан тунă япаласем ниçта та курманччĕ-ха.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 365 366 367 368 369 370 371 372 373 ... 796

Шухăшсем