Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хура çăкăрĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеЛаохШевле çутиПĕчĕк патшалăхПурăнас килетСӳнми хĕлхем

«Кашни çул...»


Кашни çул —

Çĕнĕ çул.

Кивви —

çук!

 

Кĕввĕмсем!

Çĕмĕртсен

кĕвви —

çуп —

 

кам! Кала,

кунталла

килет

тет;

 

Эс кунта

сывлăш та

илсе

кил...

«Палланă арпашу...»


Палланă арпашу —

палланă сасăсем —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ...

Палан! Çырли хĕл сиввипе хĕллех

хĕрелĕ...

 

Чӳречере —

асамлă эрешсем йĕрленчĕç пĕр кунах,

хĕрӳ чĕре ăнланаясшăн та — туять кăна ăна.

 

Палланă арпашу —

палланă сасăсем —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ —

эп кунĕпе сас пĕрчисем пухса çӳрерĕм,

 

анчах... Анчах

ăш сăмахпа иртсе каять те эрлĕк,

мĕн пур — йăлтах —

çурăлайса çитмен çеçке манерлĕ...

 

Çурăлайса çитмен çеçке илемĕ евĕр —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ —

евĕк.

«Юрччен — инçе...»


Юрччен — инçе,

Ирччен — шăпах пĕр талăк.

Мăнтарăн, савăн-савăн:

чĕрем тапассăн туйăнать унччен!

 

Ĕмĕтсенче:

хĕлччен — шăпах çулталăк!

Ик ĕнтĕркенĕ аллăм

ик ĕнтĕркенĕ алă ăшшинче.

 

Епле çинçе

йĕрсем: тĕнче — савмалăх! —

куç илейми тăмалăх!

Хĕвелшĕн пек тавралăх çав хĕлччен...

 

çырлашăн пек çырлалăх сивĕччен...

Уйрăлу


Чĕтретет те,

вĕтелет те...

уйрăлу1 — суран!..

 

Вĕçĕмрен чĕрре кĕрсессĕн

пайланать сурпан!..

 

икĕ чун пĕрле чăтманшăн

çурăлать чĕре, —

 

пĕрлĕх —

саншăн-ши е маншăн; —

татăлса йĕрет!..

Унăн амăшĕпе мами çинчен


Пурăнать хулара пĕчĕкçеççĕ чăваш. Вова ятлăскер. Хăйпе хулара пурăнакан çамрăк хĕрарăма вăл Мама тесе чĕнет. Калайкассинчи ки-немие, ватăлса çитнĕ карчăка, Анне тет. Пурнăçĕ те унăн хальлĕхе Амăшĕпе Мами хушшинче иртсе пырать: пĕрре хулара пурăнать вăл, тепре — ялта. Пĕлмест Вова: мĕн тума пурăнать вăл? Аçтан тупăннă? Çакна кăна пĕлет: тĕнчере ача-пăча нумай. Вĕсен пурнăçĕ те тĕрлĕ. Пурăнма та вĕсем Вовăран урăхларах пурăнаççĕ пулас. Тен, ун пекрех пурăнаканнисем те пур пуль, кам пĕлсе çитерĕ... Ытти чылай ачасен çумра Ашшĕ ятлă çын пур, Вовăн — çук. Тахçан, тĕлĕкри пек астăвать, унăн та Ашшĕ пурччĕ пулас. Пĕррехинче, сĕм çĕрле, Мамипе Ашшĕ пит хытă хирĕлнĕ чух сасартăк шарт сиксе вăранса кайнăччĕ вăл. Миçере пулнă-ши ун чух? Вова пĕлмест. Ашшĕ: «Эсир мана тек-тек кураймăр! — тени халĕ те хăлхара янăрать. — Ак çак Вовăна та хăвах пăхса ӳстер, хырăмрине те, пулассине, хăвах çитĕнтер!..» Алăка кĕрĕслеттерсе хупса тухса кайрĕ çавăн чухне Ашшĕ.

Ялта чух, ир тăрсан, Вова Амăшĕн картишĕнчи хурĕсене кăларса кӳлĕ еннелле хăваласа ярать. Кашни кун унăн çапла пуçланать. Лешсем вара пĕр-пĕрне тем шиплетсе те какаласа кӳлĕ патне çити хăйсемех утса каяççĕ. Амăшĕ Вовăна ĕçсĕр çӳретсех каймасть, выляма та чармасть. «Эсĕ, ачам, хăв çичче çитиччен канура-ха, — тет. — Шкула кайма пуçласанах пĕтет санăн отпуску». Вовăна вăл кулленех пĕр йышши ĕçсем хушать: «Кайса кил-ха, хурсем чиперех-и унта? Чуп, выляса кил кăштах... Вова, чупса çаврăн-ха, сысна çурисем ăçта-ши?.. Чуп, вылямалла пăхса кил, вĕренленĕ пăру çыхланса ӳкмен-и унта?..» Вовăн Амăшĕ шухăшлама пĕлекен çын. Тепрехинче вăл акă мĕн каларĕ: «Тин çуралнă çынна Турă ултă-çичĕ çула çити «отпуск» памалла тунă. Унтан пуçланать терт-нуша. Эх, хăш-пĕр ачасем çавă савăнмалли вăхăта кураймасăрах ӳсеççĕ, — ассăн сывлать Амăшĕ. — Мĕн çитмест-ши пире, ӳссе çитнĕ çынсене, çакă çĕр çинче?»

Малалла

Тăванлăх


Атте-аннерен чăмăртантăм... —

юнра мĕн пурри — вĕсенчен!..

 

Çулсем... (ăс-тăна карăнтартăм)... —

 

çуралнă Пĕр-Пĕтĕм-Тĕнче

катмар та кĕтменлĕх картиллĕ!..

 

...Тăв2-ан-лăх килет илĕм-тилĕм

унти сăнарсем —

 

веçç! эсир!

 

(юн витĕр — камсем-ши эсир) —

эсир — Эп-Этемлĕх-Юманĕ!..

Тĕнчемĕр — юпленчĕк:

алла

лекет — вулă тăрăх — тымарăр —

ăна ăс-тăнпа хыпашлап!..

 

...(Иртсессĕн те ĕмĕр —

кун юлĕ!..)

 

Эсир — Сăмах ирĕ, пуçламăш!..

 

Сиртен — ырă кăмăл та туслăх!..

 

Чунпа чун хушши — юрламалăх!..

«Мĕн пăсĕ кăмăла: хавас-и, терт-и?..»


Мĕн пăсĕ кăмăла: хавас-и, терт-и?

Пĕлен пулсассăн — ним те ан кала.

Юр çунине сăмах чĕнми итлер те —

Çĕн çемĕ çĕклĕ кӳтнĕ кăмăла.

 

Телей çук? Ырлăх? Тӳсĕмлĕх вĕрентĕ:

Йăлтах — çак çураçусăр тĕнчере.

Чĕмсĕрлĕхре илем курма пĕлен тĕк,

Савса пăрахăн çăрăлчăк кĕре.

 

Пуласлăха хама кура ят парăп,

Ыран пурришĕн савăп пурнăçа.

Мĕн туйнине кунтах... кунтах хăварăп:

Ĕмĕтĕме те çуйкăн шухăша.

«Ун чухне йăлтăр кулнăччĕ сассăр...»


Ун чухне йăлтăр кулнăччĕ сассăр,

Телейлехчĕ — самант — паçăр.

Шăплăха ăнланма пуçласассăн

Шăплăха улталать сасă.

 

Пуç çинче — пĕлĕтсем — аслатишĕн!

(Хăмăр мар пĕлĕтсем — хăвăл).

Куçсене çатăр çеç хупассишĕн

Чулланать те хытать кăмăл.

 

Пĕлĕтсем — çиçĕмсен йăлтăрккишĕн!

(Пĕлĕтсем — хăмпăсем — тулнă).

Чечексем! Чечексем... — пĕчĕк-киç-çĕ! —

Чуллă мар, чуллă мар — чунлă!

 

Пуç çинчех — пĕлĕтсем — аслатишĕн...

Пĕлĕтсем — çиçĕмсен йăлтăрккишĕн...

Ашшĕн сăнӳкерчĕкĕ умĕнче


— Ах, аттеçĕм, эсĕ халь ăçта-ши?

Ах, аннеçĕм, ма салхуллă эс?

Сăнӳкерчĕкрен тинкерчĕ ашшĕ

Ывăлне, хăй нимĕн те чĕнмест.

 

— Вăрçăра эс пĕтнĕ-ши — пĕлместĕп,

Тен, Чернобыль çăтнă пурнăçна?

Мĕншĕн-ха, аттеçĕм, эс чĕнместĕн,

Ывăлна памастăн хуравна?

 

Ас илетĕп, чĕререх тăратăн,

Ыталатăн вăйлă аллупа...

Ах, мĕн-ма çапла тăлăх-туратăн

Çитĕнтертĕн эс мана, Шăпа?

 

Ах, аттеçĕм, эсĕ халь ăçта-ши?

Ах, аннеçĕм, ма салхуллă эс?

Сăнӳкерчĕкрен тинкерчĕ ашшĕ,

Темшĕн ывăл чĕннине илтмест.

Тус е тăшман


Аслă вăрçă вăхăтĕнчине асаилсе

 

Килте кулленех пĕччен тăра-тăра юлакан пĕчĕк Вихтĕр туять: «Çутă кăларакан, сапалакан кĕленче таçта пӳртрех пулма тивĕç. Тĕлĕнмелле кĕленче вăл, амăшĕпе Пăраски аппăшĕ «тĕкĕр» текенскер: пĕр енĕ — çулăмлă кăвар та, тепĕр енĕ — хуп-хура. Ăнланмасть Вихтĕр: ма икĕ енне те çутатмалла, икĕ енне те сăн-пите кăтартмалла туман-ши ăна? Тата амăшĕпе аппăшĕ мĕншĕн пытара-пытара хăвараççĕ-ха ăна? Вихтĕрĕн вара çав кĕленчене алла илсе, хĕвеле хирĕç тытса пӳрт ăш-чиккинче çутă куяна чуптарас та вăйă выляттарас килет. Вихтĕрĕн çеç-и?! Авă мулаххая аса илтерекен кушакăн та унта-кунта сиккелесе вылянакан çутă куянпа аташас кăмăлĕ пур пулас, вăл, «ма йăлтăртаттармастăн кĕленчӳне» тенĕн, куç сиктермесĕр Вихтĕр çине пăхса ларать сак çинче. Унччен мал енчи пĕрене çурăкĕнче тăнă тĕкĕр паян унта çук. Ĕнер амăшĕ, ĕçрен кĕтмен чух килсе кĕнĕскер, Вихтĕр урайĕнче тĕкĕрпе ним шиксĕр выляса ларнине курнăскер, ачине çапла каланăччĕ:

Малалла

■ Страницăсем: 1... 361 362 363 364 365 366 367 368 369 ... 796
 
1 Уйрăлу — уй(ă)р — «пайла, уйăрса ил, уйăрса яр (пĕр-пĕринчен)».
2 Тăв — «çурал, пуçланса кай, пулса тăр» тенине пĕлтерет

Шухăшсем