Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çич çунатлă куракСана ҫырма сӑмах ҫитетҪул пуҫламӑшӗАслă халалТĕлĕнтермĕш юмахсемАсамат кӗперӗ сӳничченЛаох

Çынлăх


Çак улшăну пурнăçра Çын! пулмалăх

уйăрса чĕрĕскер чунсенчен

панă-çке Тăн! пире Çутçанталăк

 

сив ăспа тухма мар çын-лăх1-ран!..

 

(Пăнтăх шыв хурчĕсем —

планктонсем!..)

 

турă панă чунпа юлаясчĕ

пӳрнĕ ĕмĕрĕмре

тап-тасан!..

Урхамахсен ăмăртăвĕ


Урхамахсем, урхамахсем,

Рысаксем, кĕрĕ лашасем,

Хура лаши, шур лаши,

Асăрхарăр-и? Пăши!

Мăйракуна хуçмăн-ши?

Айкашаççĕ лашасем:

Хăшĕ паян çĕнет-ши?

Сатур лаша хăшĕ-ши?

Епле хитре çилхисем,

Мĕнле чупса тухăр-ши?

Тилхепӳне çирĕп тыт!

Ăмăртса чупаççĕ лашасем.

Радио пĕлтерсех тăрать,

Асамат малта пырать!

Çӳрен сарă Асамат

Тĕрлĕ тĕспе ыткăнать.

Ай, тем пулчĕ лашана,

Пусахлать хуçи ăна.

Ăнăçусăр пулчĕ кун,

Рекорд пулаймарĕ ун.

Тупăшаççĕ лашасем,

Ал параççĕ хуçисем.

Тĕнче рекорчĕ çĕнелет.

«Спорт рекорчĕ ман лашан», —

Ахăлтатать аçтахан.

 

Ăнлантаркăч е Пегас пулăшрĕ

Пĕррехинче пире вĕрентекен сочиненисен конкурсĕ пирки пĕлтерчĕ. Лаша çинчен çырмалла иккен. Лашапа çыхăннă пĕр-пĕр интереслĕ пулăм сăнарласа парсан конкурсра çĕнтерес шанчăк ӳсет. Халĕ ялта лашасем çукпа пĕрех. Ĕлĕк вăл кашни килтех лаша усрама тăрăшнă. Пирĕн анкарти хыçĕнче колхозăн лаша ферми пурччĕ, çынсем унта килти ĕçсене тума лаша илме пыратчĕç. Халĕ кунта лаша сасси илтĕнмест. Мĕн çинчен çырас-ши? Ыран шкула каймалла. Сочинени конкурсĕ валли мĕн те пулин шутласа тупмалла. Лашапа çыхăннă нимĕнле пулăм та пĕлместĕп, мĕн çинчен çырас-ши? Тĕлĕнтермĕш шырама лаша фермине кайса килме шутларăм.

Малалла

«Эп пулман кунта...»


Эп пулман кунта —

ан макăр

Вăл та пурăннă тесе —

Сывлăша юратнă, ахăр...

Савнă (савнă!) çук тĕсе...

 

Эп пулман кунта — пулнах тăк

Мĕншĕн ним те улшăнман?

Пурăннах пулсан, татах та

Пулас килмĕччĕ-и ман?

 

Эп пулман кунта — ĕненĕн:

Тăвăл та çаплах — кăра.

Çап-çавра тĕнчен пĕр енĕ

Хĕвеле çăтса ярать...

«Эп вĕçĕп...»


Эп вĕçĕп. Вĕçĕп те аманăп.

Ахăлтатса кулать пек вилĕм.

Пулман та, çук та пек, пĕр авăк

Сывлаймиех выртассăм килĕ.

 

Ултавăма суйни кăна ку.

Веçех — вĕçевĕм тĕрĕслевĕ.

Таçтан ман иртнĕ савăк, ахăр,

Ахрăмланса килет çил евĕр.

 

Кулас килет те — куллăм тарнă,

Пуш сассăм çеç пуласшăн кулă.

Сана мĕн чухлĕ ăнлантарнă:

Ӳксессĕн те — чĕп-чĕрĕ юлăп,

Вилсен — çĕр мар, эп тинĕс пулăп.

Аххаяс-маххаяс


Тĕнчен кукăр-макăрне

тӳрлетсе пĕтереймĕн.

Халăх каларăшĕ

Поэзи пурăнать


Поэзи пурăнать

Те — çĕр çинче,

те — сывлăшра,

Те — акăш куçĕнче,

те — пахчара,

шур çĕмĕрт айĕнче,

Те — чунăмра,

те — юн тымарĕнче...

Поэзи пурăнать.

Çапах та эп

Ăна курмастăп —

унпала... пуплеп.

Чĕлхе


Чав-чав, чĕлик-чĕлик, чи-чи.. —

чăвв! чу! —

тăп-тăп...

 

чанк, чарăнт!

чăнкăл-чанкăл, чăлтăр-чалтăр, тенк!..

 

Тĕнчен чăн хăйĕн сассисем

пултарнă-тăр

сана, тахçан Адам калаçнă Те2-л!..

 

и — Пĕр чĕлхеллĕ —

Чĕлтĕрти Аваллăхран

çăл шывĕ пек

Чĕл-чĕл тапса тăратăн эс —

ман Чĕлпĕк-Евĕрлев-Чĕлхем — илентерен

 

хăвна —

типтеркĕçле сăхса Тĕнче Тĕсне!..

 

Тĕнче юрри — эс ху! — санра:

 

веç! ăс-тăнран!..

Тĕрев


Мĕн-ши вăл кĕтнĕ тĕре3

ун çине тĕренни

 

е хăнăхни — анчăкла — тĕкĕ пулăшăвне?.. —

 

шик — тĕнчене хӳмепе картлама хăтланни —

 

ним ăнланмасăр — лекни Шикленӳ Картине

 

тыткăнĕнчен — тĕмрери пек — тӳрех тухайми!.. —

 

(кирлĕ тĕрев — туя пек —

ун çине таянма

йывăр çулра

пархатарĕ çук мар! — пуç мими

тавçăрайсан май пур чух унпа усă курма:

 

ним вырăнне те хумасăр

 

савса чыс туса...) —

 

ăс ялтăркки çеç çавна —

Шикленӳ Картине —

çĕмĕрĕ...

 

унсăрăн — вăхăтлă хăтăлмасан

тĕкĕ пĕрмай чăрмантарĕ

 

алри туя пек!..

Талан


Эп килте Тĕнчере!..

Мĕн кирли пур йăлтах Тĕменре!..

Вĕренесчĕ ман пĕр çавна çеç:

тĕрлине йышăнма! —

(ăнланатăп: Тĕнче пĕрмаях

парнелесшĕн пире

ырлăхне — тăванла! —

курăр: унăн çӳпçи чухăн мар —

«Тур пани» — талан4 пек —

(Тала5-ран)!..

 

Çак çынсем те парнех!..

 

Веç! Туллин!

Йышăнар хакласамăр

кашни парнене! —

савнă пек ашшĕ-амăшĕ сар

сăпкари ачине,

кĕтнĕ пек ирсерен йывăç-курăк

хĕвел шевлине) —

 

пысăк йăнăш: тӳрех мĕн пурне хапсăнни

Çын! тени —

кĕç пулса тăрас пек

Çĕр Патши!..

(Çак хитре Çĕр çинче

унашкал май килмест пулĕ çав)... —

 

çĕнĕрен те çĕнни

вырнаçсан ăшăма

(киввине эп «сыв пул» тенĕçем)

 

асăрхатăп тăрук: çитĕнсе сарăлса пынăçем

уçăлать чун-чĕреçĕм хуллен

 

(мул

пухмачĕ

пекех)

Малалла

Тĕлĕкри чăнлăх


Вылякансем:

Андрей — 13 çулта

Иван — Андрейăн аслашшĕ

Вася — 13 çулта, Андрейăн тусĕ

Геннадий Иванович — физика учителĕ

Карпас — Уртаман планета патшин советникĕ

Пилиф — Уртаман планета салтакĕ.

Динабумо — Уртаман планета салтакĕ.

 

Пьесăри ĕçсем 21 ĕмĕр вĕçĕнче пулса иртеççĕ. Çĕр çине ют планетăра пурăнакансем час-часах килеççĕ. Вĕсем çынсемпе çыхăну тытасшăн, анчах та çынсемшĕн ку хăнăхман япала. Пурте çакна ăнланма пултараймаççĕ. Шкулта вĕренекен ачасем учителĕпе канашлаççĕ, ют плпнетăра пурăнакансемпе тĕл пулаççĕ.

 

1-мĕш курăну

Пӳлĕмре Андрейпа Вася сĕтел хушшинче уроксем туса лараççĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ кĕнекесем, карттăсем выртаççĕ.

Вася: Андрей, эсĕ вĕçекен лашасем пуррине шанатăн-и? Эх, манăн çавăн пек лаша пулсан çӳле-çӳле вĕçсе хăпарса пăхăттăм. Космос карапĕ те кирлĕ мар.

Андрей: (кăшт куларах) Ну калатăн та эсĕ, Вася. Питех те шел. Вĕçекен лашасем пирĕн хальлĕхе çук. Вĕçекенни тетĕн-ха, ахаль лаши те çук.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 362 363 364 365 366 367 368 369 370 ... 796
 
1 -Лăх «-и, хупă»; «сыхлăх вырăнĕ», апла пулсан çынлăх «çын карти» е «çын йĕрки-ĕречĕ» тени пулать.
2 Те — «калаç, сăмахла» тени пулать. Асăннă глаголран чĕлхе (те — чĕ-л-хе, кунта -л тата -хе — сăмах тăвакан аффикссем) сăмах пулса кайнă
3 Тĕре — «тĕкĕ пер, тĕрев ларт, тĕрек пар» тени.
4 Талан — Тала Туррăн (парни); ăнăçу, телей.
5 авалхи чăвашсен мифĕнчи тĕнчепе çынна çуратнă Йывăç.

Шухăшсем