Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеХуркайăк çулĕТăм ӳкнĕ ирПурăнас килетПулас кинсемТом Сойер темтепĕр курса çӳрени

Пĕчченех юлнă


Ирхине эпĕ завод комитетĕнче куртăм ăна. Вăл сĕтел умĕнче, тутăр вĕçне турткаласа, вăтаннă çынла тăрать. Завод комитечĕн председателĕ ăна хĕрӳленсех намăслантарать:

— Намăс мар-и сана, Мария Ивановна? Пире те намăс тивет сан пирки. Шухăшласа пăх-ха хăвăн пуçупа — пĕтĕм завочĕпе эсĕ çеç пĕччен юлтăн. Пирвайхи вырăна йышăннă пулăттăмăр эпир, сан пиркиех хӳрере пыратпăр. Пĕр çыншăн, а! Юлташла суд урлă айăпламалла сана... куншăн.

Социализм ăмăртăвĕ тĕлĕшпе уксахласа пырать ĕнтĕ ку тесе шухăшларăм эпĕ.

Кăнтăрла союзра тĕл пултăм ăна. Каллех вăл тутăр вĕçне турткаласа вăтаннă çынла тăрать, секретарь йĕрес патне çитсех унпа калаçать:

— Мĕнле капла ĕнтĕ-ха, Мария Ивановна? Аппаланатпăр, аппаланатпăр санпала, эсĕ вырăнтан та тапранасшăн мар. Пĕтĕм союза намăс кӳретĕн. Пирĕн профсоюз малти вырăна йышăннă пулĕччĕ, анчах эсĕ чăрмантаратăн. Вĕт пĕтĕм союзĕпе эсĕ çеç юлнă.

Член укçи тӳлемен ĕнтĕ ку тесе шухăшларăм эпĕ. Каçхине ШАКТ правленинче куртăм ăна, ĕлĕкхи пекех тутăр вĕçне турта-турта вăтанса тăрать председатель умĕнче.

— Юлташ, апла май килеймĕ! Çуртра пурăнакансем 100 çын ытла, 100 çынран эсĕ çеç кайра пыратăн. Пĕр выльăх пĕтĕм кĕтĕве варалать. Пирĕн çуртрисем, малти вырăна йышăнса тăмалласкерсем, сан пиркиех хӳрене тăрса юлнă. Куншăн сана хваттертен кăларса ярсан та юрамалла.

Малалла

Эпĕ пур!


Совет Союзĕ арканнине пĕлсен çуралнă сăвă

 

Утмăл пин çухрăма тăсăлатчĕ чикки.

Эп ăна пăшалпа хуралланă.

«Ĕнтĕ çук вăл», — çӳрет сас-хура ун пирки —

Ман мухтавлă çĕршывăм саланнă.

 

Чăн та чаплă çĕршывăн çынни пулнине

Пурпĕрех ĕненме пăрахмарăм.

Эпĕ çын! Гражданин. Кам çук тет пуррине?

Эпĕ пур, эпĕ пур! Çухалмарăм.

 

Бомбăсен кисревне тӳснĕ чикĕ юпи

Чăн сăмах тивнине тӳсеймен-им?

Пĕр çулпа утакан тĕрлĕ халăх шăпи

Малашне еплерех йĕркеленĕ!?

 

Пӳ çитми хӳмепе е бетон стенапа

Хуплансан та тем анлăш картишĕ,

Чăнлăха чару çук — кĕчĕ урăх çулпа,

Кунпа çул йĕррине çеç упрасчĕ.

 

«Çут пуласлăх» чикки таврăнмасть — пултăрин.

Çĕнĕ кун еннеллех талпăнатăп.

Эпĕ пур! — юмахран чăнлăха куçнă çын —

Ĕнтĕ чăн пурнăçрах пурăнатăп.

«Тунсăх сассиллĕ кĕвĕ...»


Тунсăх сассиллĕ кĕвĕ,

Шурă хурăн кати.

Ман ӳт-пĕве шăппăн кĕрĕ

Çак йăпану çути.

Эп тăванла ыталăп

Кайнă ачалăхăма,

Пĕтĕм чунпа ытарлăп.

Килĕп хисеп тума.

Çитĕп те ăшшăн çеç утăп,

Тăсăп туссен юррине.

Тунсăх сасси пĕр тупăп

Ку катарах юлнине.

Чĕрери çуркунне


Çуркунне, çуркунне, çуркунне…

Ман савнассăм килет ун чухне.

Чĕремре ешерет улма–çимĕçĕн сачĕ

Çаплалла ăс-тăнра çурхи кун сăн-сăпачĕ.

Çырăнман сăввăмсем таврăнаççĕ,

Шухăшсем шуйханса çаврăнаççĕ.

Йĕркемсем, çаврăмсем, тĕрлемсем…

Калăнах пит пылак тĕлĕксем.

Ĕмĕт пек çутă, шухă вĕсем,

Чĕремрен сăрхăнан кĕвĕсем.

Кашни сăвă — чечек, чĕр илем.

— Çыр-ха, çыр-ха, — калать ман чĕрем.

Тăван тĕтĕм тути


Ентешĕме Аитбай Тансыкбаева

 

1

Кăвайтсем нумай-нумай эп курнă.

Чи ăшши — тăван килти вучах.

Ун патне васкатăп хир-хир урлă.

Çав вутра анне ăшши пурах.

 

Вăл мана вăй панă ачаран.

Вăл каллех хĕмне парать паян.

 

Вучахра эп кĕл улми пĕçерĕп.

Сиплĕ çăкăр пиллĕ кăмака.

Тутлă тĕтĕм меллĕм асилтерĕ

Ĕмĕр манăçми каçалăка.

 

Эй, аннем, мĕнпе кăна хутмарăн

Тăван çуртăн кив кăмакине!

Армути те, хăмăш та пăрахрăн —

Тытрăн-тытрăнах çурт ăшшине.

 

Çурчĕ пирĕн пит чаплах та марччĕ,

Çурчĕ йăлт — тăмран та улăмран.

Анчах вăл та тăванран тăванччĕ,

Тĕнчере унран хакли пулман.

 

Çук, сӳнмерĕ тĕтĕм, хĕм чакмарĕ,

Çук, пĕтмерĕ тăван кил ăшши.

Çав килте тăван-пĕтен юрларĕ,

Савăнчĕ унта кӳрши-арши.

 

Эпĕр те, вĕт-шакăр, вĕсемпехчĕ,

Эпĕр те вĕреннĕ вĕсенчен.

Кил ăшши пулсассăн тем пекехчĕ,

Йăлт килетчĕ ун йыхравĕнчен.

Малалла

Çĕр тенкĕ


Алăк патĕнчи шăнкăрав вăрăммăн янăраса кайрĕ: тĕнкĕл-тĕнкĕл, тзи-и-инь! Алăка уçрăм та шăнкăрав янăравĕнчен те вăрăмрах çамрăк çын тăнине куртăм. Пуçне уснă хăй, аллинчи ула карттусне ниçта чикме пĕлмесĕр хуçлаткалать те пĕтĕркелет, çав хушăрах хура та вăрăм çӳçне пӳрнисемпе якатанçи тăвать. Куçĕ, çынран таракан кайăк евĕр, айккинелле сулăнать. Тăрхала та типшĕм питĕнче этем самай пăлханни палăрать.

— Кам кирлĕччĕ? — ыйтрăм эпĕ палламанскере куçран пăхса.

— Эпĕ мĕн... Хулана килсе... Пасарсенче пулса... Эпĕ мĕн... — халиччен курман-пĕлмен çын çамки çинчи тар тумламĕсене карттусĕпе шăлса типĕтрĕ.

— Кам унта? — шалти пӳлĕмрен тухрĕ арăм. Ун сасси, шăнкăрав сассинчен те янăравлăрахскер, ула карттус хуçине самай шиклентерчĕ пулмалла. Хайхискер пĕр утăм каялла чакса пуçне айăплăн сĕлтрĕ:

— Каçарăр, — терĕ урамалла тухма пуçтарăнса, — эпĕ йăнăшрăм. Ман ку хваттере мĕн тумалла пулман...

— Чим, тăхта, — чартăм ăна.

— Эп сире палламастăп, эсир — мана, — тинех уçăмлăн персе ячĕ çакскер,

— Мĕнех, паллашăпăр. Эпĕ — Сантăр. Эсĕ кам?

— Вечча. Ялта çапла чĕнеççĕ мана. Хут çинчилле каласан, Вячеслав. Славик, эппин, — хăйĕнпе хăвăрт паллаштарчĕ Вечча.

Малалла

Хура мĕлкеллĕ шур тĕнче


Хура мĕлкеллĕ шур тĕнче

Çӳрет хĕвел çаврăмĕнче.

Мĕлке пурне те хăратать,

Пуç тӳпинчен пăс кăларать.

 

Хура мĕлке чакмасть — ӳсет,

Хуплать çĕре, чун сӳлетет...

Килет хăратмăш хамăртан —

Хăв мĕлкӳнтен епле хăпан.

 

Сых туйăм ун çулне пӳлет.

Çуйланчăк чунăмçăм сисет:

Хура мĕлке пĕтет иккен

Хĕвел тухсан çын хĕвĕнчен.

 

Хура мĕлкеллĕ шур тĕнче

Çӳрет кун-çул çаврăмĕнче.

Шевли ӳкет юратуран,

Мĕлки тухать хаярлăхран.

 

Шевле сапар-и хамăртан —

Хĕври ăш пиллĕ сутăран?

Мĕн-ма тесен чăн-чăн тĕнче

Пурнать кашни çын чунĕнче.

Планетăпа чĕре


Çавранать пĕр хӳтлĕхсĕр планета

Сеп-сенкер тӳпе уçланкинче,

Сых ятне шур пĕлĕт пĕркенет вăл

Шикленсе тĕнче хурахĕнчен.

 

Мĕншĕн чурăссăн тапать чĕреçĕм

Вырнаçмасăр кăкăр кăшкарне?

Ирĕке тухса йăлт сӳнтересшĕн

Тăнăçлăх утравĕн пушарне.

 

Чурăсскерĕм! Пĕр-пĕччен сиреймĕн

Çут тĕнчен пур пĕтĕм хуйхине —

Çĕр-планета çаврăмне кĕресчĕ

Çавăрма этемлĕх кăмăлне.

 

Çураçулăх кăшăлне тăрсассăн

Çĕр-планетăпа этем чĕри

Чун хăратмăш пуррине пăхмасăр

Танлăн çавăрĕç пĕрне-пĕри.

Пыл пек тутлă лантăшсен шăршийĕ


Шкулта пĕрле вĕреннисене

 

Пыл пек тутлă лантăшсен шăршийĕ

Сăмсана ачашшăн кăтăклать.

Симĕс-симĕс чечексен ăшшийĕ

Пăшăл-пăшăл, сассăр мĕн калать.

Тетрадьсем выртаççĕ арпашуллă,

Кĕнеке те ак, кунтах ручки.

Вĕрентсе кăларчĕ тăван шкулăм,

Йыхăрать пурне те халь çул çи.

Аслă çул вăл, вĕçсĕр пурнăç шкулĕ,

Шкулĕ ку пулать ватăличчен.

Хăшĕ ӳкĕ, хăшĕ кайкăр пулĕ

Çул çинче ан юлччĕ пĕр-пĕччен.

Пĕрисем уçайĕç аслă алăк,

Пысăк çын пулма ĕмĕтленсе.

Тен, теприншĕн лартĕç гранит палăк.

Сисрĕн-ши, эс çитрĕн çитĕнсе.

Çĕрĕм-шывăм çамрăка ал парĕ,

Хăшĕ калĕ: «Ман тымар кунта…»

Ун ятне хĕвел илсе хăпарĕ

Çамрăклăх вутне чĕртсе чунта

Лантăшсем, мĕскершĕн пит салхуллă,

Шур саппунлă хĕр те хавас мар.

Çук, шырамăп эп те шавлă кулă,

Шырамастăп çут илем, юмах.

Сисĕнмерĕ, вăхăт иртсе кайрĕ,

Вунă çул халь вунă кун пекех.

Вĕрентекенĕм темшĕн пуçне тайрĕ,

Çут куççуль ун куçĕ хĕррипе.

Малалла

Чулпа ăман


«Мĕнле шавлать кунта! Мĕнле кăнттам! —

Калать тет Чул ана çинче вырта

Ăш çумăра. — Пурте хавас ăна,

Кĕтеççĕ тейĕн чаплă хăнана.

Мĕн турĕ вăл çапла хавасланма,

Çума çăвать ик-виç сехет кăна?

Мана çапла чысласчĕ çав çынсен!

Эп ĕмĕр çакăнта выртатăп лăп,

Ăçта лартаç — унта ларатăп тăп,

Анчах илтмен тав сăмахне нихçан,

Пĕрех вăрçаççĕ ман сăна курсан,

Эп тĕрĕслĕх çак тĕнчере курман».

«Шăплан! — пӳлет ăна Ăман.

— Ку çумăр пĕр самант çăвать,

Типсе аманнă çак ана,

Ăш çумăр чун парать ăна,

Çĕр ĕçлекен те шанчăкпа пурнать,

Пĕр эс кăна чăрмав туса ларан».

Хăш пуçлăх мухтансан та хĕрĕх çул,

Усси çав чулăнни пекех ним чуль.

 

Иван Крылов

Куçарнă: 2010, раштав, 16.

■ Страницăсем: 1... 347 348 349 350 351 352 353 354 355 ... 796

Шухăшсем